Понедельник, 7 октября, 2024
Главная > Публикации > Чакаç ял тăрăхĕ

Чакаç ял тăрăхĕ

Игорь ИВАНОВ,
Чакаç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Чакаç ял тăрăхне ултă ял кĕрет: Чакаç, Мăкăр, Тури Юнтапа, Кармами выççăлкки, Çĕнĕ Кипеч выççăлкки, Çĕнĕ Мами выççăлкки. Пĕтĕмпе 890 хуçалăх, 160-ăшне çынсем дача вырăнне тытса тăраççĕ. Ял тăрăхĕнче 2078 çын пурăнать.
Чакаç ялĕнче вăтам шкул пур, унта иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 167 ача пĕлÿ пухнă. Шкулта вĕренекенсене тарăн пĕлÿ парас тĕллевпе 16 вĕрентекен тăрăшать. Тури Юнтапари пуçламăш шкул-ача садĕнче 19 ача вĕреннĕ, ача садне 35 пепке çÿрет. Унта икĕ вĕрентекенпе тăватă воспитатель ĕçлеççĕ. Мăкăр ялĕнчи пуçламăш шкул-ача садĕнче ачасемпе икĕ вĕрентекен тата пĕр воспитатель ĕçлеççĕ. 5 пепке ача садне çÿрет, 12-шĕ шкулта пĕлÿ пухнă. Чакаçри «Ромашка» ача сачĕ 51 ачана шкулчченхи пĕлÿ парать.
Ял тăрăхĕнче тăватă фельдшерпа акушер пункчĕ, пĕр ветучасток, виçĕ клуб учрежденийĕ, пĕр библиотека пур, райпон — 3, усламçăсен 6 лавкки ĕçлеççĕ.
Иртнĕ çулта ял тăрăхĕн администрацине харпăр ыйтупа 148 çын пынă, вĕсене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси, çĕр лаптăкне тара илесси тата ытти кăсăклантарнă. Йĕркелĕхе пăсассине сирсе ярас тĕллевпе 24 рейд ирттернĕ, комисси членĕ-сем 512 хуçалăха çитсе килнĕ. Профилактика канашĕ 6 лару ирттернĕ, унта 24 ыйтăва пăхса тухнă.
Ял тăрăхне тасалăхра тытса тăрас тĕллевпе кашни ялтах субботниксем йĕркеленĕ, масарсене тасатнă. Кил-çурт таврашĕнчи ăпăр-тапăра тата строительство хатĕрĕсене пуçтарса хумалли çинчен ăнлантару калаçăвĕсем ирттернĕ.
Çакна та палăртса хăварас килет, вырăнта пĕччен ĕçленипе кăна пысăк çитĕнÿсем тума çук, çавăнпа та старостăсене, депутатсене, ял хастарĕсене пысăк тав сăмахĕ калатăп. Хăйсен ĕçĕсем çинче вĕсем тĕплĕнрех чарăнса тăрĕç.

Герман РОДИОНОВ,
Мăкăр ялĕн старости:
— Староста пулма мана ял халăхĕ 2015 çулта пухура суйларĕ. Çак тăватă çулта ял çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ пысăк ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Виçĕм çул Çĕнĕ яла каçса çÿреме çырма урлă кĕпер хыврăмăр. Укçа-тенкине йăлтах халăхран пуçтартăмăр. Каçă тунă çĕрте Владимир Васильев, Кузьминсемпе Федоровсен çемйисем хастар ĕçлерĕç.
Виçĕм çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка йĕркене кĕртрĕмĕр. Тавралла карта тытса çавăртăмăр, чăрăшсем лартса хăвартăмăр. Çак ĕçсене ял халăхĕн вăйĕпе пурнăçларăмăр.
Клуб тăрри питĕ кивĕччĕ. Çурт çивитти валли юсав хатĕрĕсене ял администрацийĕ туянса пачĕ, юсав ĕçĕсене ялта пурăнакансем хăйсемех пурнăçларĕç. Кивĕ чукун çул кĕперĕ тĕлĕнче «Туслăх сачĕ» чĕртсе тăратрăмăр. Сада карта тытса çавăртăмăр, хĕррипе хыр тата чăрăш хунавĕсем лартса хăвартăмăр. Улма-çырла сачĕ йĕркелеме ялта пурăнакан 113 çын хутшăнчĕ, вĕсем хăйсен укçипе груша, слива тата пан улми хунавĕсем туянса лартса хăварчĕç. Слива йывăçĕсем çимĕç пама пуçланă та ĕнтĕ. Шăрăх çанталăкра йывăçсене шăваратпăр, унти курăка та вăхăтра çулса тăратпăр. Ĕçсене Леонид Михайлов депутат, Геннадий Михайлов тата эпĕ пурнăçласа пыратпăр.
Кÿлĕ хĕрринчи çыран ишĕлсе тăни питĕ канăçсăрлантаратчĕ. Ăна йĕркене кĕртес тĕллевпе хĕлле пăр шăтарса тимĕр пăрăхсем çапса хăвартăмăр. Пăр кайсан шиферсем тăратса тухрăмăр, унтан çырана тикĕслеме тăпра турттартăмăр. Çак ĕçсене Чапаев урамĕнче пурăнакансем хастар хутшăнчĕç. Çитес вăхăтра унта йывăçсем лартса хăварасшăн. Çавăн пекех Сăваплă çăл патне кайма кĕпер тата пусма туса хăварасшăн. Ĕмĕт-тĕллев пысăк, палăртнă ĕçсене çитес вăхăтра пурнăçа кĕртме тăрăшăпăр.

Леонид МИХАЙЛОВ,
Мăкăр ялĕнчи депутат:
— Эпĕ ялти депутатсенчен çулпа чи асли. Халăх шанса панă тивĕçе 20 çула яхăн пурнăçласа пыратăп. Сире пĕр вăрттăнлăх уçса парам-ха. Депутат пĕр пĕччен вырăнта нимĕн те тăваймасть. Халăхпа ĕçлеме, çак туслă йышра мал ĕмĕтлĕ хастарсене курма пĕлмелле. Вĕсем хăйсен пуçарăвĕпе тата ырă тĕслĕхĕпе ыттисене «чирлеттереççĕ», вара çитĕнÿ пулатех.
Кирек мĕнле ĕçе пуçăниччен малтан эпир пуху йĕркелетпĕр. Унта пурте пĕрле пуçтарăнса канашлатпăр, çивĕч самантсене сÿтсе яватпăр. Тивĕçлĕ йышăну кăларнă хыççăн тин ĕçе пикенетпĕр. Ял тăрăхĕ- сенче инициативлă бюджет программи вăй илни савăнтарать. Пĕлтĕр унта хутшăнса эпир Спортивная урамри 400 метр ытла çула чул сарса çирĕплетрĕмĕр. Вырăнти пуçарăва ĕçе кĕртме 60 пин тенке яхăн укçа пуçтартăмăр, ыттине бюджетран саплаштарчĕç.
Ялта хуларинчен кая мар пурăнма мĕн кирлĕ-ха? Таса шыв пур пирĕн, пÿртсенче çут çанталăк газĕ çунать, яка çул кашнин хапхи умнех çитет. Хамăр касра пурăнакансемпе шутларăмăр та урама çутă хатĕрĕсем вырнаçтарас терĕмĕр. Çак шухăшпа пурте килĕшрĕç. Халĕ пирĕн урамри сакăр юпа çинче энергие перекетлеме пулăшакан лампăсем пур, вĕсем палăртнă вăхăтра хăйсемех çутăлса сÿнеççĕ.
Кăçал кĕркунне урамăн икĕ айккипе тĕм-йывăç лартса хăварма шутлатпăр. Вырăнĕсене палăртнă, кăштах çитĕнсен вĕсене илемлĕн касса тăрăпăр. Çак илеме курса ытти урамсем те пирĕн пуçарăва тĕслĕх вырăнне хурасса шанатпăр.
Эпĕ вырăнти «кĕмĕл волонтерсен» ертÿçи. Пирĕн ушкăнта 14 çын. Эпир чылай мероприятие хутшăнатпăр, ялти ватăсем патне çÿретпĕр. Вĕсене кил-тĕрĕшре пулăшатпăр, юбилейсемпе саламлатпăр, хамăрпа пĕрле çамрăксене те явăçтаратпăр. Иртнĕ çул республикăри Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ Элĕк районĕнче иртрĕ, унта эпир хăнасене чăвашсен авалхи апат-çимĕçĕпе сăйларăмăр, тăван тăрăха 1-мĕш степеньлĕ Дипломпа таврăнтăмăр.

Владимир АНДЮКОВ,
Тури Юнтапа ялĕн старости:
— Староста тивĕçне 2014 çултанпа пурнăçласа пыратăп. Юлашки çулсенче ял хушшинчи урамсене чул сарса çирĕплетессипе нумай ĕçлерĕмĕр. Вĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ пĕр километра яхăн пулчĕ. Вырăнти пушар хăрушсăрлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйă- ратпăр. Халăхран укçа пуçтарса (70 пин тенке яхăн) ялти пĕвесене йĕркене кĕртрĕмĕр. Шыв управĕсем халĕ тарăн та таса. Масара каймалли çула юсарăмăр. Икĕ урама 17 çутă хатĕрĕ вырнаçтартăмăр. Восточная урам вĕçĕнче кĕçех стадион пулĕ. Унта волейбол тата мини-футбол площадкисем уçнă, кĕçĕнрех çулхисем валли ярăнчăксем вырнаçтарнă, хăйăр куписем тунă. 2018 çулта Чапаев урамĕ районăн «Урă урам» конкурсĕнче çĕнтерсе 20 пин тенкĕ выляса илчĕ, çак укçапа стадион тавра карта тытса çавăрăпăр, строительство хатĕрĕсем туянма ял тăрăхĕн администрацийĕ те 9 пин тенке яхăн укçа уйăрса пулăшрĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *