Александр Антонов,
Шаккăл ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Шаккăл ял тăрăхне 2017 çултанпа ертсе пыратăп. Юлашки çулсенче ялсенче курăмлă çĕнĕлĕхсем пулса иртрĕç. Пĕлтĕр, сăмахран, аукцион ирттерсе Шаккăлти Овражная урамра 600 метр тăршшĕ çула юсарăмăр. Вак чул çине çиелтен асфальт ванчăкĕ сарса хытартăмăр. Паян та питĕ лайăх тăрать: яка, хитре, меллĕ. Халăх хăй тунă ĕçе хисеплет, транспортпа çăрса çÿремест, перекетлет.
2018 çулта суйлавçăсен наказне пурнăçласа Кивĕ Ахпÿртри Нагорная урамра Енĕш шывĕ урлă хывнă каççа юсарăмăр. Пуçаруллă бюджет программипе Çĕнĕ Ахпÿртри Культура çуртĕнче юсав ирттертĕмĕр. Ку тĕлĕшпе халăхран 53 пин тенкĕ пуçтарнă. Унсăр пуçне иртнĕ çул Çĕнĕ Ахпÿртре авалхи çăл патĕнче купель турăмăр. Субботник йĕркелесе тавраллах тасатса çатан карта тытса çавăртăмăр. 70 тĕп йывăç лартрăмăр. Юнашар ача-пăча площадки уçрăмăр. Питĕ хитре вырăн пулчĕ. Купелĕн тăррине туса пĕтермен-ха хальлĕхе.
Мана ĕçре Шаккăл, Çĕнĕ Ахпÿрт, Кивĕ Ахпÿрт ялĕсен старостисем Алексей Александрович Васильев, Геннадий Александрович Семенов, Валерий Иванович Федоров питĕ пулăшса пыраççĕ. Геннадий Александровичпа пуçаруллă бюджет программипе Çĕнĕ Ахпÿртре Вăта юхан шывĕ урлă хывнă кĕпер çинче 1 млн 200 пин тенкĕлĕх (40 процентне халăхран пуçтарса) юсав ирттертĕмĕр. Геннадий Александровичпа кашни урамра пурăнакансемпе уйрăм пуху ирттерсе кирлĕ суммăна пухса çитертĕмĕр. Паянхи куна кĕпере хута янă, ун урлă транспортпа та, çуран та каçса çÿреме меллĕ. Кĕпер икĕ айккипе карлăксене Геннадий Александрович хăй турĕ. Ку объект пирĕншĕн чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулнă тесен те тĕрĕс. Халĕ урамсенче çул тумалли юлать. Августра вĕсене туса пĕтеретпĕрех. Кивĕ Ахпÿртре урамсене çутă кĕртессине вĕçлеймен-ха. Çÿп-çап пухмалли контейнерсене лартмалли ятарлă вырăнсене туса пĕтермелле. Манăн тĕллев: палăртнă, пуçланă ĕçсене мĕнле пулсан та вĕçне çитересси.
Антонина ПАВЛОВА,
Шаккăл шкулĕн директорĕ:
— Пирĕн шкул районта чи ватă шкулсенчен пĕри (1842 ç.). Халĕ вăл çĕнĕ çуртра вырнаçнă, ăна садикран (2006) тунă пулсан та вăл пире питĕ килĕшет. Юлашки çулсенче нумай çĕнĕлĕх пулса иртрĕ. Шалти туалета юсаса çĕнетрĕмĕр. Кăçал тимĕр алăксем лартса пачĕç, пилĕк видеокамера вырнаçтартăмăр.
Шкулта ĕçлеме, вĕренме условисем çултан-çул лайăхланса пыраççĕ. Компьютер класĕ, пысăк спорт залĕ пур пирĕн. Ачасем спортпа питĕ туслă. Ытларах çăмăл атлетика енĕпе пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Республика шайĕнчи ăмăртусене те хутшăнаççĕ.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче олимпиадăсенче те курăмлă çитĕнÿсем турĕç — 13 çĕнтерÿçĕпе призер. Тĕп шкулсем хушшинче виççĕмĕш пултăмăр.
Шкул тавра тытнă картана çĕнетрĕмĕр. Ку ĕçсене тума район депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ Дамир Рафаилович Юнусов пулăшрĕ. Пĕчĕк юсавсене хамăр вăйпах туса ирттерме тăрăшатпăр. Чÿречесене ылмаштарсан, ăшă системине çĕнетсен пирĕн шкул тата та хăтлăланасси куç кĕрет. Ку ĕçсене эпир плана кĕртнĕ.
Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе пĕр тĕллевпе ĕçлесе пыратпăр. Вĕсем шкул пурнăçĕпе кăсăкланаççĕ, май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Çывхарса килекен çĕнĕ вĕренÿ çулне пысăк хавхаланупа кĕтетпĕр.
Алексей ВАСИЛЬЕВ,
Шаккăл ялĕн старости:
— Çĕпĕрте пассажирсене турттаракан автотранспорт водителĕ пулса 35 çул ĕçлерĕм. Тивĕçлĕ канăва тухсан та тепĕр виçĕ çул хăнăхнă ĕçе пăрахмарăм. Тăван тăрăх туртăмĕ пысăк пулнăран çуралса ÿснĕ ялах çаврăнса çитрĕмĕр. Кунта пĕтĕмпех чуна çывăх, сывлăшĕ те урăхла: уçăрах та сиплĕрех пек.
2016 çултанпа Шаккăл ялĕн старостин тивĕçĕсене туса пыратăп. Кам вăл староста? Паллах, чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕн пулăшуçи. Юлашки çулсенче тунă ĕçсене илес пулсан халăхран укçа пуçтарса масар тавра карта тытса çавăртăмăр. Çакăн пек майпах урамри электричество юписем çинĕ 40 ытла точка çутă лартнă. Ку ĕçе хамах турăм.
Овражная урамра чул сарса çул якатрăмăр. Манăн питĕ ялта кÿлĕ тăвас килет. Малтан кÿлĕ пулнă-ха пирĕн ялта, анчах унта халĕ шывĕ нумай мар, ăна тасаттарас ĕмĕтĕм пысăк манăн.
Яла кĕрес умĕн Шаккăлта ĕлĕк чиркÿ пулнине асăнса, яла тата ял-йыша инкек-синкекрен сыхлатăр тесе хĕрес туса лартрăм. Ăна пачăшкă килсе сăвапларĕ.
Ĕмĕтĕмсем питех те пысăк, хам çуралса çитĕннĕ юратнă яла илемлĕ, хăтлă тăвас килет. Çынсене те кунта пурăнма лайăх пултăр. Çавна май ял-йыша вырăнти ĕçсене хастар хутшăнма чĕнсе калатăп.
Геннадий СЕМЕНОВ,
Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕн старости:
— Чылай çул эпĕ колхоз председателĕнче ĕçлерĕм: малтан Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ хуçалăхра, кайран хамăр ялти «Аниш» колхозра. Пĕрмаях çын çинче, çынпа пĕрле пулнă.
2015 çулта мана староста пулма шанчĕç, çавна май хам çинче питĕ пысăк яваплăх пулнине туятăп. Çынсем итлени, ăнланни ĕçлеме хавхалантарать те ĕнтĕ мана. Акă, сăмахран, темиçе çул каялла Вăта урлă çакма кĕпер (висячий мост) турăмăр. Ун айккисене тимĕртен сваркăпа карлăк турăм. Кăçал акă ялта вăта урлă каçма пысăк кĕпер туса хута ятăмăр. Ку тĕлĕшпе малтан урамсенче çынсемпе калаçусем ирттертĕм, халăхран укçа-тенкĕ пуçтартăмăр. Çулленех масарта, урамсенче субботниксем йĕркелетпĕр. Çынна общество ĕçне явăçтарма çăмăл мар паян, анчах йĕркеллĕ калаçсан вĕсем тумалли ĕçĕн кирлĕлĕхне ăнланаççĕ, ял хушшинчи ĕçсене йышлăн хутшăнаççĕ.