Четверг, 2 декабря, 2021
Главная > Публикации > Илемлĕ çын хăй те илеме юратать

Илемлĕ çын хăй те илеме юратать

Пурнăç тăршшĕпех районти хуçалăхсенче агрономра ĕçленĕ Роза Петровăпа тĕл пулсан кашнинчех мĕн те пулин çĕннине, интереслине пĕлетĕн. 1956 çултан пуçласа виçĕ çул хушши çĕнĕ çĕрсем уçнă çĕрте комбайнпа, тракторпа ĕçленисене хумханмасăр аса илеймест çак илемлĕ хĕрарăм.
Пысăк техникăн штурвалне тытса пыма çăмăлах пулман çамрăк пикене. Çирĕмри Роза Петрова Казахстанра тырра вăрлăх валли сыхласа хăварассишĕн нумай ĕçленĕ. Çанталăк çумăрлă тăнă. Вырăнти совхоз ĕçченĕсем вăрлăхлăх тырăшăн пăшăрханнă. Йывăрлăха пăхмасăр пулас тухăçăн никĕсне упраса хăварма пултарнăшăн совхоз директорĕ хăй Розăна «Çерем çĕрсене уçнăшăн» медаль панă.
Ахăртнех, ачаранах çирĕп кăмăллă пулни пулăшнă хĕре. Амăшĕ 31 çултах пурнăçран уйрăлнă, хĕрача ун чухне çиччĕре кăна пулнă. 1944 çулта шкула пĕрремĕш класа кайнă. Ашшĕ фронтра çапăçнă. Роза, çемьери тăватă ачаран чи асли пулнă, асламăшĕпе, шăллĕ-йăмăкĕпе пĕрле пурăннă. Иккĕмĕш класра чухне ашшĕпе пĕрле Кенигсберг хулине лекнĕ.
Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтерсен Роза Петрова Мордва Республикинче агрономра ĕçлеме пуçланă. Тăватă çул çурă ĕçленĕ хыççăн тăван Чăваш Ене таврăннă. Чун туртăмĕпе суйласа илнĕ ĕçре мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă. Мĕншĕн агроном профессине суйласа илнĕ-ха вăл? Ачаранах тăраниччен çăкăр çисе курмалли вăхăт çитессе ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕтне тÿрре кăларас тесе çăкăр лартса çитĕнтернĕ. Ĕмĕчĕ пурнăçланнă!
Канаш районĕнче ĕçленĕ çулсене Роза Васильевна ăшшăн аса илет: «Пурнăçăмра тĕлĕнмелле лайăх çынсемпе юнашар ĕçлеме тÿр килнĕшĕн хама телейлĕ тесе шутлатăп! Кашнинех паян та ырăпа аса илетĕп», — тет ветеран.
Икĕ ывăл çуратса ÿстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Иккĕшĕ те Канашри 6-мĕш вăтам шкула «ылтăн» медальпе вĕренсе пĕтернĕ. Амăшĕ ачисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес тесе, ун чухне лавккасенче тумтир тупса илме май пулман, кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ: çăм арланă, çыхнă, кĕпе-йĕм çĕлесе тăхăнтарнă. Ывăлĕсем Дмитрийпе Иван ура çинче çирĕп тăраççĕ. Мускавра пурăнаççĕ пулин те час-часах инçе çула кĕскетсе юратнă амăшĕ патне килсе каяççĕ. Роза Васильевна хăй те тĕп хулана кайса килме ÿркенмест: кучченеç хатĕрлет те чун тĕпренчĕкĕсем патне вĕçтерет. Ывăлĕ Дмитрий хăй аллипе ăсталанă кухня гарнитурĕ хваттерти кухньăна илем кÿрет. Шурă тĕслĕскер вăл пÿлĕме çутатса, пысăклатса тăрать.
Лавккасенчи сентресем тем тĕрлĕ япалапа тулса ларнă вăхăт çитсен чунне кантармалла тенĕ пек çĕлеме, çыхма пуçланă. Картинăсем тĕрлесси уйрăмах килĕшнĕ Роза Васильевнăна. Халĕ вăл тĕрлесе тунă ÿкерчĕксем хваттерĕпех çакăнса тăраççĕ, выртаççĕ…
«Пушă вăхăт ытларах пулма пуçласан вĕтĕ шăрçа тĕрри хăйĕн тыткăнне илчĕ. Манăн ĕçсене юлташсем, тăвансем кăмăлларĕç. Вара пĕр картина хыççăн теприне тĕрлеме пикентĕм. Çапах та çиппе тĕрлеме ытларах килĕшет мана», — тет чунпа та, сăнпа та ватăлма пĕлмен хĕрарăм.
Хушпу та, тухья та тăвать Роза Петрова. Хăйĕн дачинче нăрăсемпе хурт-кăпшанкă пуçтарса типĕтме юратнăран халĕ вĕсем пурте шкафра хăйсен «сумлă» вырăнне йышăнаççĕ. Хăнана-мĕне килекенсем вĕсене те пăхса тĕлĕнеççĕ.
Типтерлĕ, пултаруллă, тарават кил хуçин, ал ĕç ăстин хваттерĕн- че хăтлă та ăшă. Вăл юрлама та маттур, районти ветерансен халăх хорне йĕркелеме сĕнекенсенчен пĕри пулнă. Таврари йĕркесĕрлĕхе тÿрех асăрхать. Чăнах та, Роза Васильевна çумĕнче пурне те лайăх. Çакна унăн кÿршисем Лидипе Ольга та хавхаланса пĕлтереççĕ.
Ылтăн алăллă ветерана вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх, телей сунатпăр.

Антонина ТЯМИНА
Сăн ÿкерчĕксем авторăн

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code