Суббота, 14 декабря, 2024
Главная > Публикации > Шелттем ял тăрăхĕ

Шелттем ял тăрăхĕ

Елена МАРДАРЬЕВА,
Шелттем ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан:

— Шелттем ял тăрăхне пилĕк ял кĕрет: Çĕнĕ Шелттем, Кивĕ Шелттем, Маяк, Кашкăрçырми тата Воронцовка. Вĕсенче пурĕ 580 хуçалăх, унта вара 1180 çын пурăнать. Çулсем иртнĕ май ял тăрăхĕнче пурăнакансен шучĕ чакни вăйлах палăрать.
Паян ял тăрăхĕн аталанăвĕ вырăнти ял хуçалăх организацийĕсем мĕнле ĕçлесе пынинчен килет. Шелттем ял тăрăхĕнче икĕ фермер хуçалăхĕ: Владимир Малов тата Александр Владимиров тăрăшса вăй хураççĕ. Фермер хуçалăхĕсен çумне 2016 çулхи апрель уйăхĕнче «Агрофирма «Пионер» тулли мар яваплă пĕрлĕх хушăнчĕ. Вĕсем тăрăшуллă ĕçлесе пынипе пирĕн ял тăрăхĕнче усă курман çĕр лаптăкĕсем çук.
Ял тăрăхĕнче пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе çулсерен пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттеретпĕр. Çулсене юсаса йĕркене кĕртесси уйрăмах пысăк тимлĕхре. Паянхи кун тĕлне икĕ ялта урам хушшинчи çулсене юсаса чул сарнă (700 метра яхăн). Ял халăхĕн культура шайне çÿллĕ шайра тытса пырас тесе кăçал Маякри клуба тĕпрен юсарăмăр. Ку вăхăт тĕлне крыльца юсамалли ĕç кăна юлчĕ. Çавăн пекех Маякра çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хăпартассипе те ĕçлеççĕ. «Строитель» ООО тăрăшнипе вăл çитес вăхăтра алăкне уçĕ.
Иртнĕ çулта урамри çутăсене диод ламписемпе ылмаштарса çутăсен шутне ÿстернĕ. Çĕнĕ Шелттемре шыва кĕмелли ятарлă вырăн йĕркеленĕ.
Вырăнти çитĕнÿ йăлтах хамăртан, ял тăрăхĕнче пурăнакансенчен килет. Чылай ĕçе ниме бюджечĕн программипе килĕшÿллĕн тума май килчĕ. 2018 çулта Кивĕ Шелттемĕн масар картисене тĕпрен юсарăмăр (269 пин те 923 тенкĕлĕх). Кăçал çак программăпах Воронцовка ялĕнчи масар тавра çĕнĕ карта тытрăмăр (204 пин те 565 тенкĕ тăкакланчĕ), ял çыннисемпе субботник туса масара тасатрăмăр.
Тепĕр çивĕч ыйту — çÿп-çап пухмалли ятарлă вырăнсем тăвасси. Паянхи куна Çĕнĕ Шелттемре, Кивĕ Шелттемре çÿп-çап пухмалли пилĕк шер вырăн хатĕрленĕ.
Кăçал çулла Çĕнĕ Шелттемре çĕнĕ Культура çурчĕ тума пуçларăмăр. «Агрофирма «Пионер» ООО ертÿçине Николай Николаева техникăпа тивĕçтернĕшĕн, яланах пулăшса пынăшăн пысăк тав.

Сергей ЕРИЦОВ,
Шелттем тĕп шкулĕн директорĕ:
— Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Шелттем тĕп шкулĕн кун-çулĕ кĕскех мар. Вăл 1902 çулта Кивĕ Шелттем ялĕнче Герасимов Иван Герасимович тăрăшнипе уçăлнă. 1972 çулта Çĕнĕ Шелттем ялне куçарса вăтам шкул уçнă. Малтанах шкула 4 ялтан 500 ытла ача çÿренĕ. Шкул директорĕнче Михайлов Николай Михайлович ĕçленĕ.
Паянхи кун пĕлÿ çурчĕ тĕп шкул шутланать. Вăл Афган вăрçинче пуç хунă Евгений Анисимов ячĕпе хисепленсе тăрать. Эпĕ 19 çул директор пулса шкул коллективне ертсе пыратăп.
2018-2019 вĕренÿ çулĕнче шкула 68 ача пĕлÿ илме çÿрерĕ. 1 ача Канаш районĕн пуçлăхĕн стипендине, 1 ача РФ Патшалăх Думин депутачĕн Николай Маловăн ят стипендине илсе тăчĕç.
Ырă та пултаруллă 14 педагог ĕçлет шкулта. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 12 ача предмет олимпиадисенче шкул чысне район шайĕнче хÿтĕлерĕ, 23-шĕ призер пулчĕ. Тĕп шкулсем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Ерицов Антон 7 предметпа, Яковлева Оксана 6 предметпа малти вырăнсенче пулчĕç.
Районти шкулсен хушшинче иртекен Спартакиадăра тĕп шкулсен ушкăнĕнче яланах малти вырăнсене тивĕçетпĕр: виçĕм çул — 1-мĕш, пĕлтĕр — 1-мĕш, кăçал 3-мĕш пултăмăр.
Шкулта аграри класĕ пур. Шкул çу- мĕнчи 4 гектар çĕр çинче çĕр улми, тыр-пул çитĕнтеретпĕр.
Шкул çумĕнче «Çăлтăрчăк» ача сачĕ ĕçлет. Унта 2 ушкăна пурĕ 32 ача çÿрет.
2015 çулта федераци программине хутшăнса спорт залне юсама 1180 пин тенкĕ илме тивĕçрĕмĕр.
Юлашки çулсенче Николай Николаев предприниматель пулăшнипе пирĕн шкул çурчĕ çĕнĕ те илемлĕ пулса тăчĕ. Шкулти 76 чÿречене, ăшă системине, столовăя пĕтĕмпех çĕнĕрен турăмăр. Малтан спорт залĕн тăррине улăштартăмăр, унтан ăна тултан та, шалтан та тĕплĕн юсарăмăр. Пĕрремĕш хутри классене çĕнетрĕмĕр. Икĕ ушкăн валли ача сачĕ (мĕнпур кирлĕ оборудованипе) уçрăмăр. Шалти туалетсем, канализаци турăмăр.
Шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне пуçлама хатĕр.

Таисия ИВАНОВА,
Çĕнĕ Шелттем ял библиотекин заведующийĕ:
— Çĕнĕ Шелттем ял вулавăшĕ Шелттем ял тăрăхĕнчи пилĕк ялăн çыннисене кĕнекепе, хаçат-журналпа тата ытти тĕрлĕ информаципе тивĕçтерсе тăрать. Çулсерен кĕнеке çуртне 700 ытла вулавçă килсе çырăнать. Вулавăш час-часах «Библиотекăна кĕнеке парнеле», «Çĕнĕ кĕнеке» эрнелĕх, уйăхлăх акцийĕсем йĕркелесе кĕнеке фондне çĕнетсех тăрать. Ял çыннисем, шкул ачисем, студентсем килти библиотекăран кăмăлпах çĕнĕ кĕнекесем парнелеççĕ. Парнесем хушшинче детективлă, приключениллĕ, фантастикăлла кĕнеке нумай, вырăс, чăваш çыравçисен кĕнекисем те çителĕклех. Ача-пăчана уйрăм тимлĕх — вĕсене кĕнеке çÿлĕкĕ кашнинчех мĕн те пулин çĕннипе кĕтсе илет — вырăс, чăваш çыравçисен юмахĕсем, илемлĕ ÿкерчĕклĕ сăвăсем. Парнесемшĕн уйрăмах Николаев Н.Г., Михайлов В.А,. Морозов А.Р. тата ытти пулăшакансене тав сăмахĕ калас килет.
Вулавăшра ачасемпе те, пысăккисемпе те тĕрлĕ мероприяти иртет: викторинăсем, литература сехечĕсем, электронлă презентацисем, экологи тăхтавĕсем, библиотека урокĕсем, çыравçăсене, паллă çынсене халалланă уявсем, тишкерÿсем. Вăрçă, космос, техника темисемпе илемлетнĕ кĕнеке куравĕсем уйрăмах интереслентереççĕ кĕнеке тусĕсене. Чĕр чунсене, çут çанталăка халалланă куравсемпе кăсăкланса паллашаççĕ ял çыннисем.
Вулакан чăваш çыравçисен кĕнекисене ытларах кăмăллать. Н. Петровскаян, У. Эльменĕн, А. Кипечĕн, А. Павловскаян кĕнекисем алран-алла çÿреççĕ. В. Тараватăн, Н. Кузьминăн тата ытти çыравçăсен хайлавĕсене юратса вулаççĕ. Кĕнекесем сахалрах экземпляра килеççĕ пулсан та пурне те тивĕçтерме тăрăшатпăр.
Вулавăш шкул, Ача-пăча спорт шкулĕн, ялти Культура çурчĕн ĕçченĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. «Пĕччен хулă хуçăлать, шăпăр хуçăлмасть» теççĕ.
Хальхи вăхăтра вулавăш, кивĕ Культура çуртне пăснипе, Ача-пăча спорт шкулĕнче вырнаçнă. Пирĕн вулавçăсем çĕнĕ Культура çурчĕ хута каясса кĕтеççĕ, унтах библиотека та пулĕ.
Кам нумай вулать, çав нумай пĕлет. Эпĕ пурне те вулавăша час-часах çÿреме чĕнсе калатăп.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *