Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Кукамайпа асанне – хаклă тупра

Кукамайпа асанне – хаклă тупра

Кукамайпа кукаçи, асаннепе асатте — çын пурнăçĕнче хаклă тупра. Вĕсем пур çынсем пуян та телейлĕ. Эпĕ те хама çакăн пек çынсен шутне кĕртетĕп. Манăн та чуна çывăх юратнă çынсем пур — асаннепе кукамай. Шел пулин те, кукаçипе асатте вăхăтсăр çĕре кĕчĕç, вĕсем пурăннă пулсан эпĕ хама тата та телейлĕрех туйнă пулăттăм.
Манăн асанне Фадеева Ольга Ивановна. Вăл Вăрнар районĕнчи Тимĕрçкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Асаттепе Фадеев Михаил Васильевичпа çемье çавăрнăранпа Катекре тĕпленсе пурăнать. Нумай çул тăван колхозра бухгалтерта ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Асанне пенсире пулин те паянхи кун та ĕçсĕр лармасть: картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать, пахча çимĕç çитĕнтерет. Эпĕ унăн чи аслă та кĕтнĕ мăнукĕ, çавăнпа та унăн юратăвĕ мана çителĕклех тивнĕ тесе шутлатăп. Вăл маншăн ăс паракан та, тĕрлĕ ĕç тума вĕрентекен те, шанчăклă юлташ та, пулăшакан та, чун йăпатмăш та. Асанне пурри вăл чăн ырлăх. Аттепе анне вăрçса илсен те вăл яланах пире, мăнукĕсене, лăплантарма ăш сăмах тупать, ачашлать, эпир ашкăнса тунă ĕçсене пурне те каçарать, усал сăмах каласа ятламасть, пирĕн вăрттăнлăхсене те никама та уçса памасть, яланах лăпкă сасăпа, тарăхмасăр пур япалана та ăнлантарса пама тăрăшать. Манăн асанне питĕ маттур та хитре, ĕçчен те тирпейлĕ хĕрарăм. Пур япала та унăн хăйĕн вырăнĕнче выртать. Кашни кун ирех тăрса выльăх-чĕрлĕх пăхать, кил таврашĕнчи, пахчари ĕçсене пурнăçлать. Эпир хăнана килсен пире яланах тутлă апат-çимĕçпе кĕтсе илет, пирĕн çитĕнÿсемшĕн чунтан савăнать.
Тата манăн кукамай пур. Вăл — Павлова Нина Михайловна, Çĕнĕ Шуртан ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Кукаçине Павлов Петр Архиповича качча тухсан Янкăлчра çурт лартнă, унта тĕпленсе пурăнма пуçланă. Кукамай нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Çемьере аслă ачасенчен пĕри пулнă май кукамайăн мĕн пĕчĕкренех ĕçе кÿлĕн-ме тивнĕ. Ачаранах ял кĕтĕвне кĕтме
çÿренĕ, шăллĕсемпе йăмăкĕсене пăхнă, амăшне тĕрлĕ ĕç туса пулăшнă: темиçе çухрăмра вырнаçнă кÿршĕ ялти лавккана çăкăр туянма çÿренĕ, вăрмана вутă хатĕрлеме кайнă. Нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман. Нумай çул чăх-чĕп фабрикинче вăй хунă. Ăна тăрăшса ĕçленĕшĕн, курăмлă çитĕнÿсемшĕн Чăваш телевиденийĕнчен те килсе ÿкерсе кайнă. Кукамай питĕ вăр-вар та чĕрĕ хĕрарăм, нимĕнле ĕçе те: арçыннăн-и, хĕрарăмăн-и — уяса тăмасть, хăвăрт та тĕплĕ тăвать. Кукамайпа кукаçи тăватă хĕр çуратса çитĕнтернĕ, пурне те тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ манăн юратнă çыннăм тивĕçлĕ канура, апла пулин те ун валли ĕç тупăнсах тăрать. Вăл пире ăшă чăлха-нуски çыхса парать, тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтерет, картиш тулли чăх-чĕп, хур-кăвакал усрать.
Эпĕ кукамайпа асаннене питĕ юрататăп, хисеплетĕп, вĕсем пурришĕн савăнатăп. Вĕсем маншăн — чăн-чăн ырă та паха тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсем каланă кашни сăмах — ылтăн, вĕсене пурне те тимлесе итлетĕп, мĕншĕн тесен асаннепе кукамай мана ыррине кăна вĕрентеççĕ. Хам енчен вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатăп, çуралнă кунĕсемпе тата тĕрлĕ уяв ячĕпе саламласах тăратăп. Тата нумай пурăнăр, манăн юратнă та хаклă çыннăмăрсем, кашни кун сирĕн çутă та телейлĕ пултăр. Эсир пуртан пирĕн пурнăç лăпкă та илемлĕ.

Янина ФАДЕЕВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code