Галина САВЕЛЬЕВА, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Пирĕн ял тăрăхне 7 ял кĕрет: Янкăлч, Çĕнĕ Юнтапа, Сивçырма, Вăтакас Татмăш, Анаткас Татмăш, Пукăртан тата Çĕнĕ Шуртан. Вĕсенче пĕтĕмпе 1443 çын пурăнать. 910 хуçалăхран 137-ĕшне çынсем дача вырăнне тытса тăраççĕ.
Ял тăрăхĕнче икĕ вăтам шкул, икĕ вулавăш, почтăн икĕ уйрăмĕ, икĕ ача сачĕ, перекет банкĕн пĕр уйрăмĕ, икĕ клуб, пĕр больница, виçĕ фельдшерпа акушер пункчĕ, пĕр ветеринари участокĕ пур, çавăн пекех райпон _ 4, усламçăсен 5 лавкки ĕçлеççĕ. Вырăнти çĕрсемпе «Исток» тулли мар яваплă пĕрлĕх, ултă фермер (В. Петров, Ю. Михайлов, В. Никонов, В. Табаков, Л. Краснов, И. Патшин) тата хушма хуçалăх тытакансем усă кураççĕ.
Тăван тавралăха тасалăхра тытса тăрас тĕллевпе çу каçипех кашни ялта субботниксем йĕркелетпĕр, масарсене тасататпăр, йывăç лартассине те пысăк тимлĕх уйăратпăр.
Ял тăрăхĕнче пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе çулсерен пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттеретпĕр. Çулсене юсаса йĕркене кĕртетпĕр. Пĕлтĕр Янкăлч салинче, Вăтакас Татмăшпа Анаткас Татмăш тата Сивçырма ялĕсенчи урамсене çутă кĕртрĕмĕр.
Вырăнта культура шайне çÿллĕ шайра тытса пырас тесе 2017 çулта Вăтакас Татмăш ялĕнчи Культура çуртне юсаса çут çанталăк газĕ кĕртрĕмĕр, çакă «Вырăнти Культура çурчĕ» республикăн тĕллевлĕ проекчĕпе килĕшÿллĕн пулса пычĕ. Ун çумĕнче часавай уçăлчĕ. 2018 çулта Янкăлч салинче чиркÿ ĕçлеме пуçларĕ.
Юлашки виçĕ çулта вырăнти пуçару мелĕпе Янкăлч салинче шыв башнине юсанă, Вăтакас Татмăшпа Анаткас Татмăш ялĕсен масарĕ тавра карта тытнă, коммуналлă хытă каяшсене пуçтармалли ятарлă 16 вырăн йĕркеленĕ.
Вырăнта пĕччен ĕçленипе кăна çитĕнÿсем тума йывăр, çавăнпа та общество ĕçĕсенче пысăк хастарлăх кăтартакан ял старостисене, депутатсене, ял хастарĕсене тав сăмахĕ каласа хăварас килет. Ырă улшăнусем ялта пурăнакансенчен те нумай килет. Çакна кашни ăнлансан ял пурнăçĕ чăнласах та улшăнĕ.
Светлана ВАСИЛЬЕВА, Янкăлч шкулĕн директорĕ:
— Пирĕн шкул Тăван çĕршывăн патриочĕсене вĕрентсе кăларассипе ĕçлет. Çак тĕллевлĕ çул-йĕре пĕлÿ учрежденийĕ Раççей Паттăрĕ Николай Федорович Гаврилов тата шкултан вĕренсе тухнă ытти пултаруллă ентешĕмĕрсем пуçарнипе суйласа илнĕ. Паянхи кун тĕлне 20 ытла ĕнерхи шкул ачи Раççей çарĕнче офицер пулса службăра тăрать, 30 ытла каччă шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлет. Шкултан вĕренсе тухакансем çулсерен çĕршыври аслă пĕлÿ паракан çар учрежденийĕсене йышлăн вĕренме кĕреççĕ.
Ачасен çитĕнĕвĕсенче вĕрентекенсен тÿпи пысăк пулнине палăртса хăвармалла. Шкулта педагогсен 26 проценчĕ аслă категориллĕ, 66 проценчĕ пĕрремĕш категорипе ĕçлет. Вĕсем хăйсен паха ĕç опытне тĕрлĕ хаçат-журналта пичетлеççĕ, пĕлĕвне професси конкурсĕсенче тĕрĕслеççĕ, час-часах çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне лекеççĕ.
Юлашки виçĕ çулта шкул ачисем республика шайĕнчи — 90, Раççей шайĕнчи 49 грамотăпа диплома çĕнсе илнĕ. Çак çитĕнÿсен ытларах пайне патриотизм тематикипе йĕркеленĕ конкурссемпе ăмăртусенче тунă.
Кашни вĕрентекен пĕлÿ тĕнчине ачасем валли тĕрлĕ енлĕ уçма тăрăшать. Калиса Иванова педагог, сăмахран, шкулти Çарпа ĕç мухтавĕн музейĕ урлă ачасен чун-чĕри патне çул хывать. Вĕсем туслă йышпа аса илÿсем пуçтараççĕ, тĕрлĕ материал хатĕрлеççĕ, уявсемпе куравсем йĕркелеççĕ, тĕллевлĕ экскурсисене тухса çÿреççĕ. Калиса Михайловна шырав ĕçĕ те йĕркелесе пырать, унăн çитĕнĕвĕсене çулсерен хамăр рес- публикăра кăна мар, Раççей шайĕнче те палăртса хăвараççĕ.
Руслан ИВАНОВ,
Пукăртан ялĕн старости, ветерансен канашĕн председателĕ:
— Колхозра чылай çул токарьте ĕçленĕ хыççăн тивĕçлĕ канăва тухрăм. 2012 çултанпа вырăнти ветерансен канашне ертсе пыратăп. Ялăн пĕр пухăвĕнче староста пулма суйларĕç, килĕшрĕм. Халĕ Пукăртан ялĕнче туса ирттернĕ ĕçсем çинчен каласа кăтартам. Ял халăхĕн вăйĕпе масар тавра карта тытрăмăр. Çулсерен Аслă Çимĕк умĕн унта субботник йĕркелетпĕр. Субботниксене çавăн пекех урамсенче те туса ирттеретпĕр. Ялти çутă хатĕрĕсене те халăх укçипех вырнаçтартăмăр, вĕсем — 25 вырăнта. Вăтакас Татмăш ялĕнчи часавая тунă çĕре хастар хутшăнтăмăр. Çынсене общество ĕçне явăçтарма çăмăл мар. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшмалла, кун пек чухне вĕсем ялти ĕçсене туслă йышпа хутшăнаççĕ.
Валерий НИКОНОВ, хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи:
— Фермер ĕçне эпир 1994 çулта пуçăнтăмăр. Малтанхи вăхăтра пахча çимĕçпе ĕçлерĕмĕр, кишĕр, купăста, çĕр улми туса илеттĕмĕр. Çав вăхăтрах картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тата чăх-чĕп усраттăмăр. Кайран ĕнесен йышне ÿстерсе пыма пуçларăмăр. Вĕсен шучĕ вунна çитсен килти витене пысăклатрăмăр. Кăштах вăхăт иртсен вăл тулчĕ, çавăнпа уйра хамăр вăйпа 40 ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ вите туса лартрăмăр. Фермер ĕçне аталантарса пынă май ĕнесем унта шăнăçайми пулчĕç, кун пек чухне тепĕр вите кирли куç кĕретех. 2014 çулта «Çемье ферми» программăна хутшăнса 5 миллион тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне тивĕçрĕмĕр. Çав çулах 50 ĕне валли çĕнĕ вите хăпартса лартрăмăр.
Унта халĕ 50 ĕне, вĕсем çаран çине тухмаççĕ, выльăх апатне хамăр кÿрсе килсе паратпăр. Хĕллехи пĕрремĕш юртан пуçласа çуркунне улăх-çаран мĕн ешеричченех выльăх-чĕрлĕхе сенажпа тăрантаратпăр. Кăçал çак сĕтеклĕ апата 1700 тонна хывса хăварнă, вăл пире ытлашшипех çитет. Утта пăрусем валли кăна ха- тĕрлетпĕр, ăна та планпа палăртнинчен ытларах пуçтарса кĕртнĕ. Хуçалăхра мăйракаллă шултра 110 выльăх, пĕр условнăй пуç валли 32 центнер апат единици
хатĕрлесе хăварнă.
Выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлеме çĕр кирлĕ паллах. Халăхăн 60 гектар пай çĕрĕсене укçалла туянтăмăр, халĕ вĕсем харпăрлăхра шутланаççĕ. 330 гектар çинче тĕш тырă туса илтĕмĕр, вăл шутран 120 гектар урпа, 40 гектар çурхи тулă тата 170 гектар кĕрхи культурăсем пулнă. Вăтам тухăç кашни гектартан 26 центнер тухрĕ. Кăçал кĕрхисене 200 гектар çинче акса хăвартăмăр. Выльăх-чĕрлĕхĕн апат рационне пуянлатас тесе судан курăкĕ те çитĕнтеретпĕр, нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсене çĕнетсех тăратпăр.
«Ĕне сĕчĕ унăн чĕлхи çинче» тесе ахальтен каламаççĕ. Кăçал çу уйăхĕнче 25 тонна сĕт сурăмăр, çĕртме уйăхĕнче сăвăм шайĕ 30 тоннăпа танлашрĕ, утă уйăхĕнче çак кăтарту 33 тонна çитрĕ. Сĕте пĕр паллă кондитер фабрикине леçсе паратпăр.
Хуçалăхри техникăна та çĕнетсе пыма тăрăшатпăр, кăçал 2 миллион та 300 пин тенкĕ тăракан «Дойц фар» трактора кредит мелĕпе туянтăмăр, хамăр вăйпа сортировка илтĕмĕр.