Среда, 27 октября, 2021
Главная > Публикации > Çурма финала тухнă

Çурма финала тухнă

Чăваш ен волонтерĕсен 10 проекчĕ Пĕтĕм Раççейри «Доброволец России — 2019» конкурсăн çурма финалне тухнă.
Октябрĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов конкурса хутшăнакансемпе тĕл пулнă.
Çамрăксем доброволецсен округри «Добро на Юге» форумĕнче проект ĕçĕсене эксперт комиссийĕ умĕнче хÿтĕленине каласа кăтартнă. Тĕлпулура республикăра доброволецсен юхăмне аталантармалли социаллă проектсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтăва та тишкернĕ.
18 çултан кĕçĕнрех ÿсĕмрисен «Социаллă проект» категорийĕнче «Уверенные в будущем» номинацире Илья Красновăн «75 ырă ĕç» проекчĕ те çурма финала тухнă.
Илья Уçырма вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренет. Çав тери хастар та пултаруллăскер район çамрăкĕсем йĕркелекен пур мероприятие те хутшăнать. «Георги хăйăвĕ», «Астăвăм çурти», «Вилĕмсĕр полк» акцисене, экологи субботникĕсене хутшăннисене уйрăмăн палăртса хăвармалла.
Илья хатĕрленĕ «75 ырă ĕç» тĕллевĕ — доброволецсен вăйĕпе районта патриотизмпа çыхăннă 75 мероприяти ирттересси. «Çав ĕçсем çамрăксемпе шкул ачисенче патриот туйăмне вăратчăр, аслă ăрăва, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене хисеплеме тата асра тытма хистеччĕр. Пире мирлĕ пурнăç туса парассишĕн вăрçăра юн тăкнă несĕлĕмĕрсене, ентешсене нихăçан та манмалла мар. Вĕсем çинчен хамăртан кĕçĕннисене каласа памалла, вĕсем хăйсен хыççăнхисене калаччăр», — тет Илья Краснов. Паллах, эпир хамăр енчен Ильяна конкурсра мала тухма ăнăçу сунатпăр.
Проектсене жюри тата халăх сасăлавĕ пахалать. Çĕнтерÿçĕсене декабрĕн 5-мĕшĕнче доброволецсен Мускавра иртекен Пĕтĕм тĕнчери форумĕнче пĕлтереççĕ.

Влада МИРОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code