Пятница, 19 апреля, 2024
Главная > Публикации > Икĕ ĕмĕр ачасене тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парать

Икĕ ĕмĕр ачасене тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парать

Юбилей — яланах пысăк пулăм. Шкулăн юбилейĕ пулсан — пушшех те: вăл пуриншĕн те, кунта вĕренекенсемшĕн тата вĕреннисемшĕн, ĕçленисемшĕн тата паян ĕçлекенсемшĕн, чăн-чăн уяв пулса тăрать.
Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шăхасан вăтам шкулĕ 200 çул тултарнине паллă турĕ. Аслă классенче вĕренекенсем шкула кĕрекен кашни хăнана тарават кĕтсе илчĕç, учительсем курав залĕсенче экскурсисем ирттерчĕç, вĕрентÿре усă куракан çĕнĕ йышши хатĕр- семпе паллаштарчĕç. Пурте питĕ илемлĕ, савăнăçлă, çĕкленÿллĕ кăмăллă. Шкул юбилейне тăрăшса хатĕрленни пур енлĕн сисĕнет.
Акă уяв пуçланнине пĕлтерсе шăнкăрав янăрарĕ.
— 200 çул хушшинче шăхасан шкулĕ тем те курнă: савăнăçне те, çухатăвне те, çĕнĕлĕхсене те, анчах та этемлĕхĕн чи паха енĕсем, педагогсен ăсталăхĕ çĕнĕ ăрура çирĕп никĕс хураççĕ. Шкул иртнипе мăнаçланма, паянхипе мухтанма пултарать, пуласлăх ырă пуласса шанать. Пурне те питĕ пысăк тав: шкултан тĕрлĕ çулта вĕренсе тухнисене, тĕрлĕ ăрури педагогсене. Пирĕн шкул малашне те ачасене çирĕп пĕлÿ, лайăх воспитани патăр, нихçан асран тухми интереслĕ асаилÿсемпе палăрса юлтăр, — терĕ шкул директорĕ Венера Изратова юбилей мероприятине уçнă май.
Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренÿ управленийĕн начальникĕ Светлана Иванова сăмах илчĕ. Светлана Силовна шкул коллективне юбилейпа саламласа парне пачĕ, Раççейри чи лайăх 200 ял шкулĕн йышне кĕме ăнăçу сунчĕ.
Çак шкулăн выпускникĕ, халĕ Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Руссков, чăваш халăх поэчĕ Анатолий Кипеч, «Канашсем» ентешлĕх ертÿçи Юрий Тарасов, çак шкулта вĕреннĕ Вячеслав Ильин полковник тата нумай-нумай хăна саламларĕç.
— Пирĕн шкулта чăннипех те чи тăрăшуллă, чи ăста та пултаруллă, хăйсен ĕçне чунтан юратакан вĕрентекенсем тăрăшаççĕ. Вĕсем пирĕн ачасене яланах чи лайăх
пĕлÿ параççĕ, ырă ĕçсем тума вĕрентеççĕ. Пире те, ашшĕ-амăшне, çак пĕлÿ çуртне ырă сунса кĕтсе илеççĕ. Сире нумай-нумай çул ĕçлеме, пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр, — терĕç шкулăн ашшĕ-амăшĕн комитечĕн пайташĕсем.
Шăхасан шкулĕ кунтан вĕренсе тухнă çынсемпе мăнаçланма та, мухтанма та пултарать. 200 çул хушшинче кам кăна пĕлÿ илмен-ши кунта? Истори ăслăлăхĕсен докторĕ В.Ф. Каховский, физика-математика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ю.И. Боголюбов, Хумма Çеменĕ, Иван Мучи, Степан Аслан çыравçăсем, Çеçпĕл Мишши, Кĕçтук Кольцов поэтсем, техника ăслăлăхĕсен докторĕ В.Н. Николаев академик, профессор, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ Л.А. Илларионов, биологи ăслăлăхĕсен докторĕ А.Д. Димитриев, истори ăслăлăхĕсен докторĕ Т.С. Сергеев, ял хуçалăх ăслăлăхĕсен докторĕ В.Н. Слесарев… Паян кун республикăри, Раççейри экономика аталанăвĕн тĕрлĕ отраслĕнче пысăк должноçсенче ĕçлекенсем мĕн чухлĕн пулĕ тата!
Шкул тăтăшах тĕрлĕ йышши конкурса хутшăнса çитĕнÿсем тă-вать. 2006 çулта, сăмахран, вăл инновациллĕ вĕрентÿ программисене пурнăçа кĕртессипе республика конкурсĕнче çĕнтернĕ. 2008 çулта вара çакнашкал Раççей шайĕнчи конкурсра мала тухнă. 2009 çулта Шăхасанта çĕнĕ шкул çурчĕ хута кайнă.
Уяв вăл саламламалли самант. Çавăнпа та Шăхасан шкулне икĕ ĕмĕрхи юбилейпа саламласа çĕнĕ çитĕнÿсем, ÿсĕмсем тума сунатпăр.

Ирина АНДРЕЕВА

изображения не найдены

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *