Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Музыка шкулĕ çĕнĕрен ĕçе пуçăнчĕ

Музыка шкулĕ çĕнĕрен ĕçе пуçăнчĕ

Юнкун районта, республикăн мĕнпур муниципалитетĕнчи пекех, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта Чăваш Ен Правительствин Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, «Чăвашагролизинг» АУП генеральнăй директорĕ Эдуард Александров, Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕн çумĕ Олег Павлов хутшăнчĕç. Кун йĕркинчи темăсене тишкернĕ хыççăн информушкăнсем ял тăрăхĕсене çитсе ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç, çынсене харпăр ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.
Сергей Артамонов министрпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов информкунăн программипе килĕшÿллĕн Сиккассине çул тытрĕç. Кунта савăнăçлă пулăм — тĕплĕ юсав ирттернĕ хыççăн ялти Ача-пăча ÿнер шкулĕ хăйĕн вĕренеке- нĕсене çĕнĕрен йышăнчĕ. Çавна май хăйне евĕр уяв пулчĕ. Ачасен музыка шкулне 1991 çулта тунă. Унтанпа — 30 çула яхăн — кунта пысăк юсав пĕрре те пулман. Кăçал вара хушма вĕрентÿ тытăмне те пулăшу çитрĕ. Юсав валли уйăрнă курăмлă укçа-тенкĕ шкула тĕпрен çĕнетме, музыка инструменчĕсем туянма май панă. Çуртра халĕ питĕ илемлĕ, ăшă, çутă, çав тери хăтлă, педагогсем пысăк опытлă, тĕрлĕ енлĕ ăстасем.
Районти искусствăсен шкулĕн директорĕ Ирма Степанова, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ, педагогсем шкула çĕнĕ пурнăç панăшăн республика, район ертÿлĕхĕсене тав турĕç.
— Ку шкул мĕнлерех йывăр лару-тăрура пулнине лайăх пĕлетĕп. Преподавательсене ниме пăхмасăр малалла ăнтăлнăшăн, тăрăшса ĕçленĕшĕн тав тăватăп. Сиккасси чăннипех те мухтавлă ял, кунта çуралса ÿснĕ çынсем район чысне кăна мар, республика ятне те тĕрлĕ çĕрте тивĕçлипе хÿтĕлеççĕ. Сирĕн ялти культура ĕçченĕсем пур çĕрте те хăйсен пултарулăхне çÿллĕ шайра кăтартаççĕ. Шкул ачисене тĕрĕс çулпа утма, ÿсĕмсем тума ăнăçу сунатăп, — терĕ Владимир Николаевич уява килнисене саламланă май.
— Районти ачасен 75 проценчĕ хушма пĕлÿ илни, паллах, питĕ аван. Кашни ачах талантлă, таланта вара аталантарса пымалла. Ачасен усал ĕçпе аппаланма вăхăт пулмалла мар. Ку тĕлĕшпе хăшма пĕлÿ паракан шкулсем пысăк вырăн йышăнаççĕ.
Сирĕн музыка шкулĕ нихăçан та пушă ан тăтăр. Педагогсемпе ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен вĕренекенсен йышĕ те, ÿсĕмсем те пулаççĕ, — пурне те ырă сунчĕ Сергей Артамонов министр.
Сиккассинчи музыка шкулĕнчен вĕренсе тухнă нумай-нумай çын музыка анинче палăрнă. Вĕсен йышĕ малашне те хушăнтăр, шкулăн кун-çулĕ вăрăм пултăр.

Наталья ГОРШКОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code