Çулталăк вĕçленес умĕн район администрацийĕнче тăлăх ÿснĕ 12 ачана хăтлă хваттер уççисем панă. Патшалăх тивĕçтернĕ çурт-йĕр районта вырнаçнă, унăн лаптăкĕ кашни çамрăк валли 33 тăваткал метрпа танлашнă.
Çĕнĕ çурт ĕçки тума хатĕрленекенсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — общество инфратытăмĕн аталанăвĕн пайĕн ертÿçи Екатерина Филиппова саламланă, çĕнĕ вырăнта тĕпленсе пурăнма телей тата ăнăçу суннă. Алла хваттер уççи илнĕ çамрăксем хăйсене çакнашкал тимлĕх уйăрнăшăн тав сăмахĕ каланă.
Тăлăхсем хваттерлĕ пулнă
