Воскресенье, 26 июня, 2022
Главная > Публикации > Çур аки çывхарать, хире тухма хатĕр-и?

Çур аки çывхарать, хире тухма хатĕр-и?

Хĕллен юлашки уйăхне кĕтĕмĕр. Кĕçех çурхи хĕвел çĕр питне юртан тасатĕ те уй-хирте ĕççи шавĕ кĕрлеме тытăнĕ. Хальлĕхе çĕр ĕçченĕн чунне çĕклекен сасса хуçалăхсен тырă кĕлечĕсемпе техника гаражĕсенче илтме пулать.

«Пионер» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн машинăпа трактор паркĕнче çывхаракан çурхи ĕçсене виçĕ ушкăнпа хатĕрленеççĕ. Пĕрремĕш ушкăна Иван Иванов ертсе пырать, вĕсем ял хуçалăх машинисене йĕркене кĕртеççĕ. Иккĕмĕш ушкăн тракторсене юсать, ертÿçи — Виталий Кириллов механизатор. Виççĕмĕш ушкăна ертсе пыма Владимир Иванов автомеханика шаннă, вĕсем автомашинăсене хатĕррисен ретне лартассипе тимлеççĕ. Юсавçăсен ĕçне Михаил Крючков механик хак парать.
Агрофирмăра вăрлăха кондицие лартассипе харăсах тăватă звено ĕçлет. Тырра «Петкус, 531, Гигант» икĕ агрегатпа аллаççĕ. Вĕсене Сергей Павловпа Андрей Тимофеев ĕçлеттереççĕ. Галина Семеновăпа Наталия Смирнова рабочисем машиноведсене пулăшса тăраççĕ.
Тырă склачĕн заведующийĕ Татьяна Павлова пĕлтернĕ тăрăх, çур акине вăхăтра туса ирттерме тĕрлĕ культура вăрлăхĕ çителĕклĕ, çав вăхăтрах сутлăх та пур. Яваплă ĕççие çуркунне хуçалăхăн тĕп агрономĕ Эдуард Калишов йĕркелесе ирттерĕ.
Агрофирма ĕçĕ-хĕлĕпе çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата районăн тĕп агрономĕ Валерий Долгов паллашнă, хуçалăх ĕçне пысăк хак панă.

 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code