Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Новости > РФ Коституцийĕне тÿрлетÿсем кĕртессипе комментарисем

РФ Коституцийĕне тÿрлетÿсем кĕртессипе комментарисем

Людмила ГРИГОРЬЕВА,
Вăтапуç шкулĕн вĕрентекенĕ:

— Çемье тата ачасем — Раççейĕн çирĕп шанăçĕпе малашлăхĕ. Çавăнпа эпир хальхи вăхăтра демографи ыйтăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Мĕншĕн тесен демографи паянхи кун тĕп проблемăсенчен пĕри шутланать. Конституцие демографие халалланă ятарлă статья кĕртни ачалăх малашлăхне тĕпрен улăштарĕ. Мĕншĕн; Ара, патшалăх политики ачасене хÿтĕлессине приоритет вырăнне çирĕплетĕ. Çакă Раççейре малашлăхра çĕнĕ перинаталлă центрсем уçма, çамрăк çемьесене укçа-тенкĕ енчен витĕмлĕ пулăшу кÿме май парĕ. Ача амăшĕн капиталĕ сыхланса юлĕ, енчен те Раççей Президенчĕ ăна 2026 çулччен çирĕплетнĕ пулсан, унăн ĕмĕрĕ тата та вăрăмланас шанăç пур. Çынсене хальхи вăхăтра патшалăх енчен çакăн евĕр пулăшусем яланах пулса пынăн туйăнаççĕ. Апла мар, анчах та малашлăхра пулма тивĕç. Енчен те пирĕн çĕршыв малашлăха çирĕп шанăçпа пăхать пулсан, унăн ачасене пысăк тимлĕх уйăрмаллах. Ачасене тимлĕх уйăрни, паллах пĕлтерĕшлĕ, çав вăхăтрах вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма майсем те туса памалла. Воспитани çемьере пулса пымаллине эпир лайăх пĕлетпĕр. Патшалăхăн та çак ĕçрен айккинче пăрăнса юлмалла мар. Ачасем хăйсен вăхăтне çемье тулашĕнче ытларах ирттереççĕ-çке, шкулта, ача сачĕнче, кружоксенче, секцисенче… Конституцие хушма статья кĕртни вара воспитани функцине патшалăх шайĕнчех çирĕплетме май парĕ.

Надежда ЧЕБУКОВА,
Яманкассинчи ФАП заведующийĕ:

— Çынсем пахалăхлă медицина витĕмне çĕршывăн кирек-хăш кĕтесĕнче те туйса илме тивĕç. Конституци, çын ăçта пурăннине шута илмесĕр, çак пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе усă курма май парать. Енчен те влаç органĕсем çынсен сывлăхне тивçлĕ шайра пăхса, тытса тăраймаççĕ пулсан, çакă Конституцие пăхăнманнине пĕлтерĕ. Медицина пулăшăвне Конституци шайĕнче çирĕплетни уйрăм сферăсенче явалăха ÿстерме хистет. Конституцие пахалăхлă медицина çинчен хушма статьясем кĕртни пулăшу «хут çинче» кăна мар, уйрăм кашни çын çинчех палăрĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code