Воскресенье, Май 9, 2021
Главная > Публикации > Ветерансем патне — тимлĕх визичĕпе

Ветерансем патне — тимлĕх визичĕпе

«Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тата Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине уявлама хатĕрленнĕ май Канашри халăха социаллă пулăшу кÿрекен центр ĕçченĕсем вăрçă участникĕсемпе ветеранĕсен, тыл ĕçченĕсен, вăрçăра пуç хунă тата вăрçăран таврăнсан вилнĕ салтаксен арăмĕсен пурнăç условийĕсене тишкереççĕ. Халăха социаллă пулăшу кÿрекен центр ĕçченĕ Марина Сергеева çакнашкал тĕрĕслевпе Чакаç, Вăтапуç ял тăрăхĕсенче пулчĕ. Марина Николаевна çак ялсенчи ветерансемпе паллаштарма кăмăл турĕ:
— Центр ĕçченĕсемшĕн чи малтанах ватăсем мĕнле условисенче пурăнни кăсăклă: вĕсене тăванĕсем мĕнле пăхаççĕ, социаллă пулăшупа тивĕçтернĕ-и? Чакаç ял тăрăхĕнче асăннă категорири çынсене пурне те тăванĕсем пăхаççĕ.
Акă, сăмахран, Мария Константиновна Константинова хăй тĕллĕнех çÿреет. Вăл Чакаç ялĕнче 1929 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Тăхăр ачаран асли пулнă вăл. Çавăнпа та пурнăç йывăрлăхĕ те ун çине ытларах тиеннĕ. Мăкăр ялĕнчи çичĕ класлă шкула вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн Тĕрлемесре бухгалтерсен шкулĕнче пĕлÿ илнĕ.
Вăрçă вăхăтне паян та лайăх астăвать Мария Константиновна.
— Вăрçă пуçланчĕ. Аттене малтанхи кунсенчех фронта илсе кайрĕç. вăрçă вăхăтĕнче тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тÿр килчĕ. мана ытти хĕрсем пекех Чулхула — Хусан автоçула юсанă çĕре ячĕç. Йĕпреç тăрăхĕнче вăрман хатĕрленĕ çĕрте те вăй хутăм, Тăвай районĕнче окоп та чаврăм, Пăрачкав районĕнче йĕтĕн пуçтартăм — ир пуçласа каçчен ларса канма пĕлмесĕр. Улăм сарнă урайĕнче çывăрнă, мĕн пулнă çавăнпа витĕннĕ. Сивĕре, çумăрта ĕçлеме тĕлĕнмелле йывăрччĕ. Ĕçлесе халтан кайнă хыççăн кăмака хутса тумтире типĕтме вуттине вăрмантан çурăм çине хурса йăтса килнĕ, — куççуль витĕр аса илет ветеран.
1943 çулта хĕре комсомолка пулнă пирки фронта яма тесе çар комиссариатне чĕнтернĕ. Мария Константиновна пĕвĕпе пĕчĕк пулнăран комисси тухайман.
Вăрçă хыççăн колхозра ĕçленĕ, ыттисемпе пĕрле юхăннă хуçалăха ура çине тăратнă. Инкубаторта — заведующи, колхозра кассир счетовод, кладовщик, бригадир пулнă (республикăра малта пыракан бригадирсенчен пĕри), ăна СССР ВДНХн ылтăн медалĕпе наградăланă.
1947 çулта М. Константинова çартан таврăннă çамрăк салтака Владимир Алексеевич Алексеева качча тухнă. Вăл Кавказра пограничник пулнă. Анчах та кĕтмен инкек Владимир Алексеевича 28 çултах, 1954 çулта, пурнăçран уйăрнă. Мария Константиновна виçĕ пĕчĕк ачапа пĕччен тăрса юлнă.
Хуйхи пысăк пулсан та чунпа хуçăлман хĕрарăм. Колхозра ĕçленĕ, килти хуçалăха тытса пынă, ачисене ÿстерсе ура çине тăратнă. Вăталăххи Николай Ярославльте тĕпленнĕ. Асли Зинаида Тури Юнтапара, кĕçĕн ывăлĕ Виталий Чакаçра пурăнаççĕ.
Мария Константиновна ял çинче хисепре. 70 çула çитиччен колхозра вăй хунă. Пархатарлă ĕçне медальсемпе хакланă. Тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ, вăрçă участникĕн арăмĕ. Ачисем, тăватă мăнукĕ, икĕ кĕçĕн мăнукĕ, тăва- нĕсем пĕрле пуçтарăнсан кинемей чунтан савăнать.
Дария Якимовна Данилова 1928 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче кун çути курнă. Тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ. Нумай хĕн-асап тÿссе ирттерме тивнĕ ăна та. Анчах та çирĕп кăмăллă хĕрарăм пуç усман. Колхозра вăй хунă, уйри тыр-пула алă вĕççĕн пуçтарса кĕртнĕ. Вăрçă хыççăн ыттисемпе пĕрле хуçалăха çĕклеме хастар хутшăннă. Пĕр хĕр çуратса ÿстерсе çын тунă. Дария Якимовнăн хĕрĕн Лидия Кирилловна Кузьминан çемйинче пилĕк ача çитĕннĕ. Тăхăр кĕçĕн мăнукĕ савăнăç кÿрсе пурăнма хавхалантараççĕ.
Вăтапуçĕнче çуралса ÿснĕ Надежда Николаевна Тихонован, Ольга Николаевна Герасимован, халĕ иккĕшĕ те тăхăр вуннă урлă каçнă, шăписем пĕрешкел килсе тухнă. Вĕсем те хăйсемпе тантăш хĕрсем пекех вăрман каснă, окоп чавнă, çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми ĕçленĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code