Суббота, 14 декабря, 2024
Главная > Публикации > Раççей Федерацийĕ граждансен ĕçне хисеплет, вĕсен прависене хÿтĕлет

Раççей Федерацийĕ граждансен ĕçне хисеплет, вĕсен прависене хÿтĕлет

Зоя НИКОЛАЕВА, культура ĕçченĕсен районти профсоюз комитечĕн председателĕ:
— РФ Конституцине кĕртме сĕннĕ улшăнусем Раççей обществинче ĕç çыннин пĕлтерĕшне çирĕплетеççĕ. Хальхи Конституцире ĕçлекенсем çинчен кĕскен кăна каланă: «Кашнинех ĕçлеме право пур» тата «ĕç ирĕклĕ». Халĕ вара çапла çырса çирĕплетнĕ: «Раççей Федерацийĕ граждансен ĕçне хисеплет, вĕсен прависене хÿтĕлет, ĕçлекенсене пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен кая мар шалупа ĕçлеттерет».
Сăмах май, чи пĕчĕк шалăва пурăнмалли чи пĕчĕк виçепе 2018 çулта кăна танлаштарнă, паллă ĕнтĕ, çакнашкал нормăна яланлăхах çирĕплетмелле.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *