Суббота, 14 декабря, 2024
Главная > Новости > Инкек курнă предприятисене — пĕчĕк процентлă кредит

Инкек курнă предприятисене — пĕчĕк процентлă кредит

Президент бизнеса пулăшу памалли çĕнĕ мера кĕртет — 2021 çулхи апрель уйăхĕччен тÿлемелли срокпа шар курнă отрасльсенчи предприятисен ĕçченĕсене ĕç укçи тÿлемелли 2 процента яхăн çăмăллăхлă кредит. Енчен те предприяти çак вăхăтра ĕçлекенсен 90 процентне упраса хăварсан кредит суммине тата процент ставкин суммине патшалăх тÿлесе татать. Ĕçлев шайĕ 80 процент сыхланса юлсан — кредитăн çуррине. Шар курнă отрасльсен предприятийĕсене 0 процентпа шалу тÿлеме кредит панă, кашни ĕçлекене ĕç укçин чи пĕчĕк виçи чухлĕ тавăрса памалла мар пулăшу кÿнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *