Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Ман тăвансем —  вăрçă паттăрĕсем

Ман тăвансем —  вăрçă паттăрĕсем

Кăçал, 2020 çулта, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 75 çул çитнине паллă турăмăр. Çак хаяр та тискер вăрçă кашни çемьене пырса тивнĕ. Манăн аттен, Вăрнар тăрăхĕнчи Туçи Çармăс ялĕнчи Петров Василий Петровичăн, килĕнчен тăваттăнтан вăрçă хирне тухса кайнă: манăн асатте Игнатьев Петр Игнатьевич, асаттен шăллĕ Савельев Александр Игнатьевич, аттен икĕ аслă пиччĕшĕ Харитон тата Андриян Петрович Петровсем.
Манăн асатте, Игнатьев Петр Игнатьевич, 1896 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Вăрçă пуçлансанах мăшăрĕпе пĕчĕк ачисене хăварса тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă. 1942 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Сталинград çывăхĕнчи хаяр çапăçура паттăрăн пуç хунă. Саперсем кашни утăмрах вилĕм хăрушлăхĕ çине пуснă. Асаттен 1901 çулта çуралнă шăллĕ Савельев Александр Игнатьевич 1942 çулта кайнă. Сталинградшăн пынă çапăçусенчен пуçласа Япони таранах çитнĕ. Малтанах çапăçусене хутшăннă. Çăкăр пĕçерме ăста пулнăран Александр Игнатьевича çăкăр пĕçернĕ çĕре куçарнă. Çакă та-и, тен, ăна вилĕмрен çăлса хăварнă. Вăрçă пĕтсен 1945 çулта тăван киле тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çитнĕ. Санюк мучи вăрăм шурă сухаллăччĕ, пыл хурчĕсем усратчĕ, 1991 çулта çĕре кĕчĕ.
Аттен 1923 çулхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнă аслă пиччĕшĕ Харитон Петрович Петров ялти чи ватă çынсенчен тата вăрçă ветеранĕсенчен пĕри. Вăрçă тухнă çул вăл 18 çулти яш пулнă. Вăрçă çулĕсенче Китай чиккинче Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ: служба Маньчжурире, Хабаровск тăрăхĕнче, Биробиджан хулинче иртнĕ. Вăл минометчик пулнă. Япони самурайĕсене хирĕç çапăçнă. Вăрçă пĕтсен тепĕр икĕ çултан, 1947 çулта, сержант званипе тăван яла таврăннă. Авланнă, мăшăрĕпе 5 ача çуратса ÿстернĕ. 65 çул килĕштерсе
пурăннă, çирĕп кил-çурт çавăрнă. Паянхи кун 10 мăнук, 10 кĕçĕн мăнук. Анчах та мăшăрĕ иртнĕ çул çĕре кĕчĕ.
Иккĕмĕш пиччĕшĕ Петров Андриян Петрович, 1926 çулхи февральте çуралнă. Вăрçă пуçланнă чухне 15 çулти ача пулнă.

 

 

 

Ман тăвансем —  вăрçă паттăрĕсем

 

 

1943 çулхи ноябрьте 17 çулти качча вăрçа илсе кайнă. Вăл Мускав çывăхĕнчи Люблино хулине лекнĕ. Кунта чăваш салтакĕсем нумаййăн пулнă. Красноармейски каччипе вăй виçмелле кĕрешнĕ вăхăтра пĕр капитан асăрханă та Андриян Петровича хăйĕнпе кĕрешме сĕннĕ, анчах та ăна çĕнтерме вăй çитереймен. Хул пуççинчен çупăрласа ырă сăмахсем каланă, пурнăçĕ пирки ыйтса пĕлнĕ. Тете ăна ашшĕ Сталинград патĕнчи пĕр çапăçура пуçне хунă пирки каласа панă. Капитан ăна хăй патне илнĕ, вăл Белоруссири Вильно (Вильнюс) хулинчи МГБ (НКВД) полкне лекнĕ. Латви, Литва витĕр тухнă. Кенигсберг хулине нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Куншăн ăна медальпе наградăланă. Аслă Çĕнтерĕве Франкфурт хулинче кĕтсе илнĕ. Вăрçă пĕтсен те тепĕр 4 çул ытла диверсантсемпе çапăçма тивнĕ. Вăрттăн тапăнса амантни те пулнă. 1950 çулта Андриян Петрович та тăван яла çаврăнса çитнĕ. Мăшăрĕпе вĕсем икĕ ывăл та виçĕ хĕр çитĕнтернĕ. Шел пулин те, мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе нумайччен савăнса пурăнаймарĕ. 2015 çулта Андриян Петрович пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
Вăрçă ачисен те пурнăçĕ çăмăл пулман. Манăн атте Петров Василий Петрович нимĕç фашисчĕсене пула çулталăк çурăра ашшĕсĕр тăлăха юлнă. Çапах та пурнăç йывăр тесе макăрса ларман. Выçăллă-тутăллă пулсан та ĕçленĕ, вĕреннĕ, пахча çимĕç ÿстернĕ, çемье çавăрнă, кил-çурт хăпартнă. Манăн аттепе анне те 6 ача пăхса ÿстернĕ, халĕ мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнса пурăнать. Кăçал 80 çулхи юбилейне паллă тума ĕмĕтленет.

Людмила ФИЛИППОВА
Шуркасси ялĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code