Пятница, 26 апреля, 2024
Главная > Публикации > Кĕçĕн классем тÿлевсĕр апатланаççĕ

Кĕçĕн классем тÿлевсĕр апатланаççĕ

Канаш районĕнче 29 шкул: 17 вăтам шкул, 10 тĕп шкул тата пуçламăш классене пĕлÿ паракан 2 шкул. Çак вĕренÿ çурчĕсенче паянхи куна пĕтĕмпе 3059 ача пĕлÿ илет. Вĕсенчен 1253-шĕ пуçламăш класра вĕренекенсем, 1805-шĕ вăтам тата аслă классенчи ачасем.

    Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕн Правительствин 2020 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче çирĕплетнĕ «Пуçламăш класра вĕренекенсене тÿлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтересси çинчен» постановленийĕпе килĕшÿллĕн районти 1251 ачана вĕри апатпа тÿлевсĕр тивĕçтернĕ. Авăн уйăхĕнчен пуçласа раштав уйăхĕччен пĕр ача пуçне тивекен апат хакĕ кунне 52,36 тенкĕ пулнă. 2021 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа вара кунне 55,20 тенкĕ уйăрса панă. Ирхи апат çиес текенсем те пур. Вĕсене валли районти 19 шкулта тÿлевлĕ ирхи апатлану йĕркеленĕ, унăн хакĕ вăтамран 12-14 тенкĕ.
    Постановлени тăрăх, шкула çÿрекен вĕренекенсене çеç тÿлевсĕр вĕри апат çитереççĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула шкула килмен ачасене компенсаци таврашĕ памаççĕ. Вĕсен шутне килти вĕренÿ формипе вĕренекен инвалид ачасем те кĕреççĕ.
    Районти шкулсенче пурĕ 88 инвалид ача вĕренет. Вĕсене район бюджетĕнчен кунне 49 тенкĕлĕх вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Килте вĕренекенсене апат-çимĕç паекĕ параççĕ. Пуçламăш классенче сывлăх чăрмавĕллĕ 25 ача вĕренет. Вĕсемшĕн те çак çăмăллăх сыхланса юлать. Пуçламăш класра вĕренекен ачан инвалид статусĕ пур пулсан вăл та çăмăллăхпа усă курать.

Лариса СЕРГЕЕВА,
вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *