Четверг, 25 апреля, 2024
Главная > Публикации > Вăрман та каснă, окоп та чавнă

Вăрман та каснă, окоп та чавнă

М.В. Серов ячĕллĕ Чакаç вăтам шкулĕн «Правнуки Победы» шырав отрячĕ «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен паттăрлăх страницисем» акцие хастар хутшăнать. Çамрăк шыравçăсем Чăваш Ен çыннисен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи ĕç паттăрлăхне халалланă альбом хатĕрлеме çав вăхăтра ĕçленĕ çынсен аса илĕвĕсене çырса илеççĕ.

    Мария Константиновна Константинова Чакаç ялĕнче пурăнать. Вăл 1924 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче çуралнă. Çемьере 9 ача пулнă, Мария — асли. Пурнăçăн пĕтĕм йывăрлăхĕ ун хул пуççийĕ çине тиеннĕ. Кÿршĕ яла Мăкăра шкула çÿренĕ, унта 7 класс вĕреннĕ. Унтан Тĕрлемесре бухгалтерсен шкулне пĕтернĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ашшĕне тÿрех вăрçа илсе кайнă. Вăрçă вăхăтĕнче тĕрлĕ ĕçре вăй хума тивнĕ. Марийăна та ытти хĕрсемпе пĕрле Чулхула — Хусан автоçула юсанă çĕре илсе кайнă. Унтан вăл Йĕпреç районĕнче вăрман каснă çĕрте ĕçленĕ, Тăвай районĕнче окоп чавнă, Пăрачкав районĕнче йĕтĕн пуçтарнă. Çамрăк хĕрсем иртен пуçласа каçчен ĕçленĕ, пĕччен пурăнакансем патĕн-че саккăрăн-вуннăн пурăннă, улăм сарнă урайĕнче çывăрнă, мĕн пулнă, çавăнпа витĕннĕ. Мария Константиновна çав вăхăтсене: сивĕре, çумăрта ĕçлеме мĕн тери йывăр пулнине, ĕç хыççăн кăмака хутса йĕпе тумтире типĕтме хул пуççи çине хурса çап йăтса килнисене — куççульпе аса илет.
    Ăна, комсомолкăна, 1943 çулта фронта яма тесе çар комиссариатне чĕнсе илнĕ. Анчах Мария Константиновна комисси витĕр тухайман.
     Вăрçă хыççăн колхозра вăй хунă, юхăннă хуçалăха халăхпа пĕрле ура çине тăратнă.
    Марье аппа кассир счетоводра, кладовщикра, бригадирта (республикăра малта пыракан бригадир пулнă) ĕçленĕ, СССР ВДНХан ылтăн медальне тивĕçнĕ. сутуçă та, библиотекарь те, колхозник та пулнă вăл.
    1947 çулта çамрăк салтака, Кавказра чикĕ хуралĕнче тăнă Владимир Алексеевич Алексеева, качча тухнă. Владимир Алексеевич 28 çултах пурнăçран сарăмсăр уйрăлнă. Мария Константиновна виçĕ пĕчĕк ачапа тăрса юлнă.
    Йывăр пулсан та хуçăлман хĕрарăм, колхоза ĕçе çÿренĕ, килте тăрмашнă, вăй çитнĕ таран ачисене пулăшма тăрăшнă. Вĕсене вĕрентсе кăларса çын тунă.
    Мария Константинова ялта хисеплĕ çын. Тыл тата ĕç ветеранĕ, вăрçă участникĕн мăшăрĕ. Тăватă мăнукĕ, икĕ кĕçĕн мăнукĕ ăна куллен савăнтарса, вăй парса тăраççĕ.

Светлана ПАТШИНА
Чакаç шкулĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *