Воскресенье, 17 октября, 2021
Главная > Публикации > Атте тем тума та пултарать

Атте тем тума та пултарать

  • … Ывăссем, саксем, сĕтелсем, краватьсем, садра усă курмалли сĕтел-пукан тата тем те пĕр… Çакă пĕтĕмпех ача чухне платник ĕçĕпе кăсăкланнинчен пуçланнă. Кукашшĕ Валентин Кузьмич Осипов мăнукне Сергее пĕчĕкренех каскалама хăнăхтарнă. Паян Сергей Иванов — икĕ ывăл ашшĕ, чун киленĕçне вăл бизнеса çавăрнă.

     — Кукаçин пысăках мар мастерской пурччĕ, унта тĕлĕнмелле инструмент нумай упранатчĕ. Манăн ал ĕçĕ патне интерес пуррине асăрханă та вăл мăлатукпа, пăтасемпе ĕçлеме вĕрентрĕ. Çавăн чухне вара йывăç стена, япаласем çине пăта çапса кĕртесси, унтан вĕсене каялла кăларасси маншăн нумайлăха чи кирлĕ те юратнă ĕç пулса тăнăччĕ. Хам тĕллĕн шутласа ăсталанă пĕрремĕш япала вăл — арбалет, — хаваслă ачалăх кунĕсене аса илсе каласа парать çамрăк арçын.
     Сергей çитĕнсе çитнĕ, шкул вĕренсе пĕтернĕ, çара кайса килнĕ, авланнă, тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ, анчах пушă вăхăт тупăнсанах кукашшĕн мастерскойне васканă, верстак умне тăрса мĕн те пулин ăсталанă. Юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем вăл йывăçран касса тунă ывăссене уйрăмах килĕштернĕ.
     — Саккассем килме тытăнсан ман киленĕç тупăш кÿме пултарнине ăнланса илтĕм. Чăваш Енре çакнашкал услама аталантарма мĕнле пулăшу пуррине интернетра вуласав пăхрăм, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр субсиди уйăрнине тата Канашри кадрсен центрĕ бизнес-ситуаци принциппа паракан пулăшу тĕсĕсем çинчен пĕлтĕм. Бизнес-плана хÿтĕлеме хам тунă япаласене илсе кайрăм, ыйтусене çирĕп пĕлсе хуравларăм. Çакă пулăшрĕ пулĕ тесе шутлатăп. Ку укçа-тенкĕ мана питĕ пысăк пулăшу кÿчĕ: ĕçе йĕркелесе яма та, материал, инструментсем туянма та. 2020 çулхи сентябрьте эпĕ уйрăм предприниматель пулса тăтăм. Япаласене пурне те экологи тĕлĕшĕнчен таса материалтан — юманран, каврăçран — тăватăп. Вĕсене Çĕмĕрлере, Хусанта туянатăп. Ача сачĕсенче усă курма ирĕк панă сăрăсемпе сăрлатăп, çавăнпа хам тунă япаласен пахалăхĕ тата хăрушсăрлăхĕ мана иккĕлентермест. Халĕ ассортимента анлăлатма шутлатăп, хамăн ума пысăкрах тĕллевсем лартатăп: çуртсемпе сооруженисем тăвасси çине куçмалла. Ывăссене малашне те тăвасса шансах тăратăп-ха. Вĕсем мана пурнăçри ĕçе парнелерĕç, — тет Сергей.
     Хăй тунă продукци ытти япаласенчен уйрăлса тăтăр тесе çамрăк предприниматель «Атте тунă» бренд шутласа кăларнă. Ку сăмах пуххи çеç мар. Сергей юратакан, тăрăшуллă, кăсăкланакан ашшĕ, вăл хăйĕн тăван ялĕнчи Вырăскас Пикших шкулĕнчи тата ача садĕнчи Ашшĕсен канашĕсен председателĕ. Тăваттăри тата çиччĕри ывăлĕсем, пĕчĕк чухнехи ашшĕ пекех, унпа пĕрле мастерскойĕнче тăрмашаççĕ, хăйсем пултарнă пек пулăшаççĕ. Вĕсемшĕн ашшĕ асамçă пекех, унăн аллисем тем те ăсталаççĕ: çĕнĕ ярăнчăксем, пукансем, шăнкăрч вĕллисем. Ачасем вĕсене юлташĕсене кăтартнă чухне мăнаçланса: «Атте тунă!» — теççĕ.
     Ивановсен çемйин тепĕр пĕрлехи юратнă ĕçĕ — мунча, малтан вĕри мунчара çапăнаççĕ, унтан, хĕллехи вăхăтра, юрпа сăтăрăнаççĕ, çулла хăйсем тăрăх сивĕ шыв яраççĕ. Çуркунне вара, пандеми иртсе каясса пурте шанатпăр, Сергей ывăлĕсемпе пĕрле шкул тата садик картишĕсенчи йывăçсем çине шăнкăрч вĕллисем çакма, ялпа юнашар юман аллейи лартма шутлать.
     — Çут çанталăк умĕнчи хамăн парăма тавăрасшăн эпĕ, вăл мана юратнă ĕçре укçа ĕçлесе илме май туса пачĕ! — тет вăл.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code