Воскресенье, 26 июня, 2022
Главная > Публикации > Йĕлтĕр йĕрĕ старта чĕнчĕ

Йĕлтĕр йĕрĕ старта чĕнчĕ

  • Нарăсăн 13-мĕшĕнче Атнаш ял тăрăхĕ, мĕнпур Чăваш Ен пекех, Пĕтĕм çĕршыври «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2021» чупăва хутшăнчĕ. Вырăнти организацисенче ĕçлекенсем пурте йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. Атнашра пурăнакан çĕре яхăн çын уçă сывлăшра йĕлтĕрпе чупса ăмăртрĕ.

     — Çакăн пек пĕрлехи ăмăртусем пирĕн ума тухса тăракан ыйтусене татса пама майсем туса параççĕ, — терĕ Атнаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Антон Мартынов спорт ăмăртăвне килнисене саламласа. — Кун пек ăмăртусем çитĕнекен ăрăвăн, çамрăксен хастарлăхне ÿстерме, вĕсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарма кирлĕ. Вăл пурин валли те: профессионал спортсменсем, йĕлтĕрçĕсем, пуçласа йĕлтĕр çине тăракансем валли.
     Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ йĕлтĕр спортне юратакансене савăк кăмăл, ăнăçлă старт сунчĕ. Хăйĕн ÿсĕмĕнчи йĕлтĕрçĕсемпе тупăшрĕ.
     «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ сергей Михайлов, Киров ячĕллĕ хуçалăхăн председателĕ Герман Владимиров, Атнашри тĕп шкулăн директорĕ Николай Фролов хутшăнчĕç.
     Йĕлтĕрçĕсем вунă ушкăнра 1, 2 тата 3 километрлă дистанцисенче вăй виçрĕç. Спорт тата педагогика ветеранĕ Вячеслав Касьянов ăмăртусен тĕп судйи пулчĕ. Кашниех мала тухса награда çĕнсе илме тăрăшрĕ.
     Производство ушкăнĕсем хушшинчи ăмăртусем уйрăмах интереслĕ пулчĕç. Кунта тăватă команда тупăшрĕ. Хĕрÿ тупăшура Киров ячĕллĕ ЯХПКн команди финиша чи малтан çитрĕ. Иккĕмĕш вырăнта — «Солнышко» ача сачĕн команди. Вĕççĕмĕшĕнче — ял тăрăхĕн пĕрлештернĕ команди. «Чи çамрăк» тата «чи опытлă» йĕлтĕрçĕсене ятарлă парнепе хавхалантарчĕç.
     — Паянхи кун пуриншĕн те чăн-чăн уяв пулчĕ-тĕр. Трасса питĕ лайăх, çанталăк ăшă — ăмăртусем валли хăтлă условисем. Хамăр ял çыннине, йĕлтĕр трассине хатĕрлеме пулăшнă Николай Якимов тракториста уйрăмах пысăк тав, — терĕ райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Сергей Михайлов спорт кунне пĕтĕмлетсе.

Вячеслав КАСЬЯНОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code