Пятница, 12 июля, 2024
Главная > Публикации > Районăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç

Районăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç

  • Нарăсăн 19-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче районăн 2020 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, 2021 çулхи тĕп енсене тишкерчĕç. Лару ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Виталий Иванов, Петр Краснов, Кияметдин Мифтахутдинов, Юрий Попов, организацисен ертÿçисем, ветерансем, депутатсем хутшăнчĕç.

     Канашлăва пуçтарăннисем Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунисен ĕç паттăрлăхне тата Наукăпа технологи çулталăкне халалланă куравсемпе, районти шкулсенчи «Точка роста» центрсен робот техникипе, райпо продукцийĕпе паллашрĕç.
     Залри халăх Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çынсен паттăрлăхне кăтартакан кинофильма пăхрĕ. Фильмри тĕп геройсем — Шелттем ял тăрăхĕн артисчĕсем. «Пионер» агрофирма ертÿçи Николай Николаев «Ветераны тыла» юрра шăрантарчĕ.
     Пĕтĕмлетÿ канашлăвĕ, унăн ĕçне район пуçлăхĕ Сергей Шерне йĕркелесе пычĕ, савăк самантпа пуçланчĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ветеранĕсене Мария Даниловăна, Иван Иванова, Виталий Петрова «Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул» юбилей медалĕпе наградăларĕç. АПКна аталантарассине пысăк тÿпе хывнăшăн «Пионер» агрофирмăн ĕç тăвакан директорне Вячеслав Михайлова ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине пачĕç. Вĕренÿре, пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем тунă вунă çамрăка Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕн сертификачĕпе чысларĕç.
     Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнчи кăтартусемпе райадминистраци пуçлăхĕ Владимир Степанов паллаштарчĕ. 2020 çулта район аталанăвĕнче пулса иртнĕ лайăх енсене палăртрĕ. Иртнĕ çул район территорийĕнче муниципаллă 20 программа пурнăçланнă, 2021 çулта 18 программăна пурнăçа кĕртмелле. Вĕсене ĕçе кĕртме уйăрнă укçа-тенкĕ сумми пуçласа 1001,0 млн тенкĕпе танлашнă (97,5 проц.). Район хыснине 968,3 млн тенкĕ тупăш кĕнĕ (планăн 100,2 проц.).
     Сергей Артамонов министр АПК отрасльне уйăракан патшалăх пулăшăвĕн тĕсĕсем хушăннине каларĕ. Ял хуçалăхне, ял территорийĕсене комплекслă аталантарма вуншар енлĕ пулăшу пур.
     Районăн малашнехи аталанăвĕн пуласлăхне хăйсен сăмахĕнче Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те палăртрĕç.
     Канашлура информаци ресурсĕсене цифровизацилесси мĕнле пурнăçланнине те курма май пулчĕ. Канашлăва Инстаграмра тÿрĕ эфирта кăтартрĕç. Ял çыннисем онлайн режимпа тÿрĕ эфира тухса хăйсене пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусене пачĕç. Акă, сăмахран, вырăскас Пикших вăтам шкулĕн директорĕ Наталия Никитина ачасен тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ ятĕнчен шкула тĕпрен юсамалли е реконструкцилемелли, шкул территорине хăтлăлатмалли çинчен ыйту хускатрĕ. Шкулта паян 175 ача вĕренет, Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене кунтах ирттереççĕ.
     Шуркасси клубĕн заведующийĕ Людмила Филиппова культурăпа çыхăннă ыйту пачĕ: «Эпир, Шуркассинче пурăнакансем, районта çĕнĕ культура çурчĕсем — Шăхасанта, Хучелте, Çĕнĕ Шелттемре — тунăшăн савăнатпăр. Пирĕн ялта та çĕнĕ клуб тума май çук-ши, хальччен пурри питĕ кивелсе кайрĕ вĕт-ха».
     Райадминистраци ертÿçи Владимир Степанов кашни ыйтăвах тивĕçлĕ хурав пачĕ. «Ырă ĕçсем историре ырă йĕр хăвараççĕ. Апла айтăр-ха тăван районшăн, республикăшăн ырă ĕç ытларах тăвар», — терĕ вăл канашлăва пĕтĕмлетсе.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *