Пятница, 19 июля, 2024
Главная > Публикации > Тепĕр ферма уçăлчĕ

Тепĕр ферма уçăлчĕ

  • Иртнĕ эрнекун мероприятисемпе тулăх пулчĕ. Килнĕ хăнасем — Чăваш Ен Правительствин Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕсем — Виталий Иванов, Петр Краснов, Кияметдин Мифтахутдинов, Юрий Попов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов Асхва ял тăрăхĕнчи Аслă Мами ялĕнче 100 пуç выльăх вырнаçмалăх сĕт-çу ферми уçрĕç. Унăн хуçи — Сергей Николаев. Пĕр тăвансем Андрей, Сергей, Виктор тата Иван Николаевсем хăйсем предприяти уçма шутланă, Сергее асли пулма шаннă.

     Инвестици проектне çемье выльăх-чĕрлĕх фермисене аталантарма уйăрнă патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пурнăçа кĕртнĕ. Фермер хуçалăхĕ ĕнесем ĕрчетессипе, сĕт туса илессипе ĕçлет.
     2016 çулта Сергей Владимирович «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа конкурса хутшăнса 1,1 млн тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. 2019 çулта вара хуçалăх «Çемье выльăх-чĕрлĕх фермине туса аталантарасси» программăпа конкурса хутшăнса 10,0 млн тенке тивĕçнĕ.
     Ку укçа-тенкĕпе техника, оборудовани, пушмак пăрусем туяннă, ферма (9,07 млн тенкĕ) тунă. Паянхи куна С. Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕн 261,2 гектар. Иртнĕ çул 200 гектар çинче тыр-пул туса илнĕ, вăтам тухăç — 37,7 центнер. Мăйракаллă шултра выльăх — 44 пуç, пĕр ĕнерен вăтамран 4522 килограмм сĕт суса илнĕ. Техника хатĕрĕсенчен Дон-1500Б комбайн, Т-150К, МТЗ тракторсем, КамАЗ автомобильсем пур. Фермăра ĕнесене шыв ĕçтерессине, сăвассине, тислĕк кăларассине пĕтĕмпех механизациленĕ. Выльăх апатне тракторпа турттараççĕ. Марина Дмитриева доярка хальлĕхе 30 ĕне яхăн сăвать.
     Хĕрлĕ хăйăва хăнасемпе пĕрле пулас фермерсем — хуçалăх ертÿçин ачисем Дарйăпа Даниил та касрĕç.

Антонина ТЯМИНА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *