Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Тыл хастарĕсен пурнăçĕ нихăçан та çăмăл пулман

Тыл хастарĕсен пурнăçĕ нихăçан та çăмăл пулман

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче тылра хастар ĕçленĕ ветерансем кашни çулах сахалланса пыраççĕ.  Шелттем ял тăрăхĕнче те вĕсем шутпа çеç.

Ачалăх

     Петрова Клавдия Сергеевна 1926 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче Каçал тăрăхĕнчи Йăпăлти ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕне — Федоров Сергей Федорович, амăшне Вера Семеновна тесе чĕннĕ. Каçалсем мĕн ĕлĕкрен Шелттем вăрманĕ урлă (халăхра Каçал çулĕ ятпа юлнă) Канаш, Шупашкар еннелле лавпа çÿренĕ. Пурнăç йывăрлăхĕ ăна пĕчĕклех хытă пусарнă. Революци хыççăн хресченсене ял çумĕнче çĕр валеçсе панă. Василий Яковлевич текен çын вĕреннĕскер пулнă, ял пуçласа яма Мускава кайсах хут тутарнă, çавăнпа яла ун ятне панă (Васильевка ялĕ). Хĕрача иккĕ тултарсан (1928 çул) вĕсен çемйи Йăпăлти ялне куçнă. «Пирĕн çемьене те унта куçма çĕр панă. Пÿрт, лупас, мунча таврашĕсене ял халăхĕ пулăшнипе лавсемпе нимелле куçарнă. Хамăр çĕре атте хăех лашапа сухаланă, акнă, анне, аслă пиччесем, аппа пулăшнă. Эпĕ те пĕрле суха пуç хыçне тăрса каяттăм. Хресченсем улпут çĕрне тасатса сухаланă. Эпир те, вĕтĕр-шакăр, çитĕннисене сухаламан анасем çинче çÿллĕ ÿснĕ çум курăкĕсене тасатма пулăшнă ĕнтĕ.
     Урана та, çие те тăхăнмалли пулманнипе эпĕ 9 çул тултарсан кăна шкула кайнă. Выльăх-чĕрлĕх нумай тытнă. Патшалăха налук тÿлемелле пулнă, какай, çăмарта, çу, çăм парса çав налука татма тивнĕ. Килтех хам тĕллĕн вулама, çырма вĕреннĕ эпĕ. Укçа нихăçан та çитсе пыман, колхоза час кĕреймерĕмĕр, колхозниксен 40 тенкĕ пулсан, пирĕн пеккисен 80 тенкĕ тÿлемелле пулнă, «единоличниксем» тенĕ пирĕн пеккисене. 1-мĕш класс Çĕн Каçалта вĕрентĕм, манпа пĕр тантăшсем пиллĕкĕнччĕ, пĕр арçын ача пурччĕ. Кăранташпа, чернилпа çырнă. Петр Антонович учитель хир енчен килнĕ çынччĕ. Унта 2 çул вĕреннĕ те Дубовкăна кайнă, 7-мĕш класс вара Комсомольскинче вĕрентĕм. Пĕрмаях ĕçленĕ, атте-аннене пулăшнă, выльăх- чĕрлĕх пăхнă, кĕтĕве çÿренĕ, вăрмантан шăллăмпа вут-шанкă мĕн чухлĕ йăтман-ши;
     Колхозсем йĕркеленнĕ чухне те, ун хыççăн та, хресчен пурнăçĕ йывăр пулнă.
     Ун чухне кашни килте çăкăр пĕçернĕ. Анне кăвас çĕприпе чуста хунă. Хăпарсан ăна ир-ирех тăрса тепĕр хут çăрнă. Кăмакара вут шăрансан, кăварне туртсан кĕлне кăмака мĕлкипе шăлса унанă çавра чустасене çăкăр кĕреçи çине хурса кăмакана хывнă. Пиçнĕ çăкăр шăршине ĕмĕрне те манас çук. Атте пире питĕ хытă тытнă, вăл çăкăр чĕлли пуçласа касмасăр апат çиме пуçламан, сĕтел хушшине вăл лармасăр çемьери пĕр çын та хăйса малтан ларман, кашăк тытман. Эпĕ яланах аттене хирĕç лараттăм. Пĕрре шăллăмпа иксĕмĕр пĕр-пĕрне пăхса темшĕн питĕ кулатпăр. Атте пире кашăкпа шак! тутарчĕ çамкаран, сĕтел хушшинче кулса ан ларăр тесе ĕнтĕ. Ку пуриншĕн те урок пулнă. Пĕр чашăкран апат çинĕ. Кашнин хăйĕн кашăк пулнă. Кашни хăйĕн кашăкне шăлпа хышласа айккинчен паллă тунă. Кил-çуртра пир тĕртмелли, çип арламалли урапасем пулнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнă. Анне-аппаран вăрттăн вĕренеттĕм, вĕсем ĕçлеме тухса кайсан чăлана кĕрсе ларса ал ĕç тытаттăм, тĕрлеме юрататтăм.
     Атте 89 çула çитсе çĕре кĕнĕ. Анне нушине нумай курнă, хĕрарăм пуççăн лава çÿренĕ, шăннă, çăпатапа та тăлапа çÿренĕ, чире кайнă. Хресченĕн пурнăçĕ нихăçан та çăмăл пулман».

Çамрăклăх. Вăрçă

     Вăрçă пуçланнă çул Клавдия Сергеевна 16 çулта пулнă. Çав вăхăтсене вăл çапла аса илет: «Вăрçă пуçланнă çул эпĕ Комсомольски салинче 7-мĕш класра вĕренме пуçларăм. Темшĕн тÿпере пĕрмаях самолетсем вĕçнине астăватăп. Çÿлелле вĕçсе улăхаççĕ те унтан пĕтĕрĕнсе чул пек аялалла ярăнса аннаççĕ. Питĕ хăраттăмăр, ак ÿкрĕ, ак пĕтрĕ тетпĕр. Нимĕç самолечĕсемпе çапăçма вĕреннĕ ĕнтĕ пирĕн летчиксем. Вăрçă пуçлансан ялти арçынсене, çамрăксене фронта илсе кайрĕç, пĕтĕм ĕç хĕрарăмсем, ачасем çине тиенчĕ. Ял çыннисем уйра тăрмашнă, тыр-пула пуçтарнă, выльăх-чĕрлĕх валли утă-улăм хатĕрленĕ. Çĕрле те, кăнтăрла та ĕçленĕ. Ачасем пурте пысăккисемпе тан вăй хунă. Фронта пулăшмалла пулнă, çăкăра юр айне хăварма юраман. Вăл çул хĕл час ларчĕ. Сивĕсем пуçлансан пирĕн çемьерен тăваттăнтан, атте (1914 çулхи вăрçăра кавалерист пулса çапăçнă), Çтаппан тата Кирле пиччесем, Марье аппа, ытти ял çыннисемпе пĕрле окоп чавнă çĕре тухса кайрĕç Пăрачкав еннелле. Вĕсем киле килсех çÿремен, колхозран апат-çимĕç лашапа леçсе тăнă. Анне килте пĕчченех юлнă. Пирĕн атте кĕтÿ кĕтнĕ те — тырă пулнă ун чухне. Вара анне çав тырăран çăкăр пĕçерсе окоп чавнă çĕре парса ярса тăнă. Кирле пиччене окоп чавнă çĕртен чĕнсе илсе фронта илсе кайрĕç, питĕ кулянчĕ ялтан кайнă чух. Çĕр-пĕве эпир те кайрăмăр ăсатма. Владимирта вăл çар ĕçне вĕреннĕ. Çырусем, сăн ÿкерчĕк янăччĕ, зенитлă артиллери чаçĕнче Харьков вăрманĕнче тăнă вăл, самолетсене персе тăраканнисен йышĕнче пулнă, вăрçăран таврăнаймарĕ.
     Мана та черет çитрĕ. Пире çамрăк хĕрсене вăрман касма илсе кайрĕç. Вăрман тăрăх çуран 25 çухрăма яхăн утрăмăр, Кивĕ Эйпеçре çĕр каçнине астăватăп, унтан вăрман хĕрне тухрăмăр. Пĕр енче Пăрачкав, тепĕр енче Улатăр курăнса ларать. Тепĕр 10 çухрăма яхăн утрăмăр. Орлик текен вырăна çитрĕмĕр, тĕрме çыннисен баракĕ пулнă тет, арестленĕ çынсем пурăннă унта. Пире, вăрман касакансене, çакăнта вырнаçтарчĕç. Пĕрре çырмана шыв ăсма антăм та ура шуса кайрĕ, витресем вĕçерĕнсе кайрĕç, чутах юхса каяттăм, аран çăлăнтăм. Апат-çимĕçне хамăрах пĕçернĕ, килтен илсе кайнă апатсем пулнă, кăнтăрла вăрманта çинĕ, норма тултарсан 400 грамм çăкăр паратчĕç. Урана чăлха тăхăнса тăлапа çăпата сырнă, урасем пур пĕрех питĕ шăнатчĕç. Анне мана 2 мăшăр çăпата парса янăччĕ. Пĕр арçын кĕре-кĕре тухатчĕ çав эпир пурăнакан барака, тахăш вăхăтра çăпатана йăтса тухса кайнă. Çавăн пек çынсем те пулнă. Çăпата сутакансем пулнă, çарран ĕçлейместĕн, илетĕн.
     Блиндажсем тунă çĕре юпа валли (грунтостой тенĕ) 2 метр та 20 см тăршшĕ пĕренесем хатĕрленĕ эпир. Çуран çĕклесе купаланă çав пĕренесене. Эпĕ пĕчĕкрехчĕ, юлташ пысăкрахчĕ, унпа тĕреклĕскерпе пĕрле аран-аран çĕклесе хураттăмăр. Йывăçсене ал вĕççĕн пăчăкпа касса сыпăланă. Пысăккисене пăчăк авринчен пушăтпа çыхса ик енчен икшерĕн-икшерĕн туртаттăмăр.
     Тутар хĕрĕсем те пĕрле ĕçленĕ, вĕсем хăйсем уйрăм баракра пурăннă. Кашни харпăр хăй бригадăра ĕçленĕ. Барак пысăкчĕ, йывăçран тунă икĕ хутлă нарсем çинче çывăраттăмăр. Тимĕр кăмакапа хутса ăшăтатчĕç, пĕрех сивĕччĕ. Япаласене типĕтмелле, кăмака патĕнче типĕтме çакма вырăн çитместчĕ. Хамăр тавра чĕркесе выртаттăмăр, çапла типĕтеттĕмĕр япаласене.
     Вăрçă пĕтнĕ тенине Канашра илтрĕмĕр, киле таврăнатпăр та: «Вăрçă чарăннă», — теççĕ. Пурте савăнаççĕ, йĕреççĕ, ташлаççĕ те унта».

Вăрçă хыççăнхи çулсем. Çемье.

     Вăрçă хыççăн та пурнăç çав тери йывăр пулнă. Ишĕлнĕ хуçалăхсене ура çине тăратмалла. Пур ĕçре те çав-çавах хĕрарăмсем тăрмашнă. Клавдия Сергеевна крахмал заводĕнче, хĕллехи вăхăтра инкубаторта, чĕп кăларакан цехра та чылай ĕçленĕ, унтан каллех вăрман каснă. 1950 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче Çĕнĕ Шелттемри Егор Петровичпа мăшăрланнă, 11 ача çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă, пĕри пĕчĕклех çĕре кĕнĕ. Повар, электрик, тракторист, водитель, электромеханик тата ытти тĕрлĕ профессие суйласа илнĕ ачисем. Пилĕк ывăлĕ салтак тивĕçне пурнăçланă, Тăван çĕршыва сыхланă.
     Клавдия Сергеевна икĕ ĕмĕрте пурăнса тем тĕрлĕ нуша-терт курнă, анчах пурнăçа яланах юратнă. Ачисемпе, мăнукĕсемпе телейлĕ вăл, ял-йышра хисеплĕ. Паянхи кун та хаçат-кĕнеке вулать, ял библиотекин чи хисеплĕ вулавçи вăл, çĕнĕ хыпарсемпе кăсăклансах тăрать. «Çĕр çинче вăрçă нихăçан та ан пултăр, эпир курнă терт-нушана никам та ан куртăр, çĕр çинче мир пултăр», — çакна кăна сунать вăл пурне те.

Таисия ИВАНОВА,
библиотекарь

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code