Пятница, 22 октября, 2021
Главная > Публикации > Окоп чавнă çĕрте сителсем те пулнă

Окоп чавнă çĕрте сителсем те пулнă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 75 çул иртрĕ. Çав вăхăтри пулăмсене астăвакансем сахаллансах пыраççĕ.

     Вăрçă вăхăтĕнче тертленнĕ çынсем хăйсем курнă нуша çинчен каласа пама юратман. Вĕсем çав йывăр тапхăра аса илсе чунĕсене хумхатма пултарайман, çавăнпа та нумай пулăм, çынсен ячĕсем манăçа тăрса юлчĕç. Кăçал Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитрĕ. Çак ĕçре пирĕн тăрăхри çынсем те тар тăкнă, шел те, вĕсен чылайăшĕн ятне астумастпăр.
     Тăвай сали патĕнче окоп чавнă çĕрте манăн аттепе анне те, Энтрияль салинче 1923 çулхи августăн 19-мĕшĕнче çуралнă Василий Игнатьевич тата Сител ялĕнче 1924 çулхи мартăн 10-мĕшĕнче çуралнă Александра Сильвестровна Игнатьевсем, хутшăннă. Аттене 1942 çулхи март уйăхĕнче вăрçа илсе кайнă. 1947 çулта вăл киле таврăннă.
     Фронтран килсен атте Шăхасан районĕнче СССР Хатĕрлев министерствин тытăмĕнче ĕçлеме пуçланă. Çак системăра вăл Елчĕк, Советски районĕсенче ертÿçĕре тăрăшнă, ĕçленĕ хушăрах СССР Хатĕрлев министерствин Украинăри аслă шкулне вĕренсе пĕтернĕ. 1956 çулта çак организацие пĕтерсен Василий Игнатьевича Етĕрне районĕнчи Сталин ячĕпе хисеп- ленекен колхоза (Мăн Явăш сали) ертсе пыма шаннă. Атте çак ĕçре нумай çул чунне парса ĕçленĕ. Вăл Елчĕк, Советски, Етĕрне районĕсен, çавăн пекех Етĕрне районĕнчи Никольски (Мăн Явăш), Канаш районĕнчи Шăхасан, Энтрияль ял Совечĕсен депутачĕ те пулнă. Чăваш парти обкомĕн ревизи комиссийĕн председателĕ пулнă. Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине икĕ хутчен тивĕçнĕ. 1961 çулта ял хуçалăхĕнче малта пыракансен ушкăнĕпе Мускава халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен выставкине кайнă. СССР Министрсен Аслă Канашĕн председателĕпе Н.С. Хрущевпа ÿкерĕннĕ фото çемьере упранать.
     1948 çулта аттепе анне çемье çавăрнă. Тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Энтриялĕнчен Сителе хĕр илме 18 лашапа тăрантассемпе кайнă. Таврара чаплă туй тунă. Анне çакăнпа питĕ мухтанатчĕ. Паянхи кун шăллăм Миша Ростов хулинче пурăнать. Вăл Шупашкарта университет, унтан милицин аслă шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Тă-вай районĕнчи Тĕмер шкулĕнче учительте, кайран Канаш хулин шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ. Якутире следстви комитетĕнче ĕçлесе пенсие тухнă, подполковник. Йăмăкăм Светлана Энтриялĕнчи çынсен сывлăхĕшĕн тимлет. Тепĕр шăллăм Вова чире пула пиртен ир уйрăлса кайрĕ. Эпĕ культура, вĕренÿ, Совет органĕнче госстрах системинче ĕçлерĕм. Хальхи вăхăтра Шăхасан ял тăрăхĕнчи ветерансен канашне ертсе пыратăп.
     Анне А.С. Сильвестрова 1941 çулта Шăхасан шкулĕнче 10 класс вĕренсе пĕтернĕ. Шкул пĕтерсен яшсем хăйсен ирĕкĕпе çара кайнă, хĕрачасем вăрçа кайнă учительсем вырăнĕнче ĕçлеме тытăннă. Манăн анне Тăрăн, Чакаç, Çĕрпÿ районĕн- чи Тимĕрчкасси шкулĕсенче вĕрентнĕ. Ăна 1941 çулта Тăвай салине окоп чавма янă. Анне çÿллĕ, патвар кĕлеткеллĕ пулнă. Вĕсем тăваттăн çитĕннĕ. Ашшĕ Петров Сильвестр Петрович Пĕрремĕш тĕнче тата Граждан вăрçисене хутшăннă. Вăрçă суранĕсене пула çамрăклах çĕре кĕнĕ. Аннен аслă пиччĕшĕ Василий ачаран инвалид пулнă. Вăл çĕвĕ, атă-пушмак çĕлеме ăста пулнă. Костыльпе çÿренĕ пулсан та колхоз ĕçне хутшăннă. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн медальпе наградăланă. Тепĕр пиччĕшĕ Сильвестров Яков Сильвестрович 1939 çулта Шăхасан шкулĕнче 10 класс пĕтернĕ хыççăн Украинăри çар училищине вĕренме кĕнĕ. Анне училище адресне мĕн виличченех астăватчĕ: Украина, Киев-56, п/ящик 40.
     Çарта çуллахи лагерьте пулнипе вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчех çапăçăва кĕнĕ. Вăрçă уншăн Инçет Хĕвел тухăçĕнче вĕçленнĕ. 1964 çулта подполковник званийĕпе пенсие тухса çемйипе Шупашкарта тĕпленнĕ. Тĕрлĕ çĕрте ертÿçĕре ĕçленĕ. 95 çула çитсе çĕре кĕнĕ.
     Анне каланă тăрăх, вĕсем Тăвай салинче учительсен çемйинче хваттерте тăнă. Йĕпеннĕ тумтирĕсене кăмака тавра çакса типĕтнĕ. Ир валли типсе çитмесен çавнах тăхăнса ĕçе кайнă. Аннене пиччĕшĕ Василий кăçатă тĕпне шыв лекмелле мар лайăх тĕплесе панă. Ашшĕн кив тумтирĕнчен çĕр çывăрмасăр кĕрĕк çĕлесе хунă. Хĕрсем арçын шăлаварне тăхăнса ĕçленĕ, урисем хытă шăннă, чĕркуççисене тутăрпа чĕркесе çыхнă. Хваттерте урайне улăм сарса выртнă, çири тумпах выртса çывăрнă.
     Окоп чавасси питĕ хĕн пулнă: шăн çĕре чавнă, пĕренесем йăтнă… Пĕрре çапла султанпа (кувалда) çапнă чухне анне аллине амантнă, вара кăнтăрла иртсен Тăвайĕнчен Сителе çуран килме тухнă, киле çĕрле çитнĕ. Алли тÿрленсе çитсен каялла кайнă.
     Сителтен окоп чавнă çĕрте чылай çын ĕçленĕ. Анна Романовна Романова та пулнă. Окоп чавса таврăнсан ăна çар комиссариачĕ фронта кайма повестка панă. Вĕсем Сителтен виçĕ хĕр лашапа çуна çинче тутăр вĕçтерсе, салтак юрри юрласа ялтан тухса кайнă. Ял халăхĕ вĕсене ăсатма укăлчана тухнă. Пурте йĕнĕ. Анна Романовна Мускава çитсен вăрçă валли ĕçлекен предприятие лекнĕ, унта ĕçлесе пурăннă. Вăрçă хыççăн аннен пиччĕшне качча тухнă, тăватă ача çуратнă, анчах 1953 çулта молотилкăпа авăн çапнă чухне ăнсăртран ÿксе аманса вилнĕ. Кĕçĕн ачи 7 уйăхра кăна пулнă.
     Сителтен тата Анна Никитична Никитина пулнă, нумай терт курнă. Ачасăр тăлăх хĕрарăма никам та шеллемен. Вăл Тăвайĕнче окоп чавнă çĕрте пĕрремĕш кунран пуçласа юлашки кунчченех ĕçленĕ. Кайран Киря, Йĕпреç, Кушлавăш тăрăхĕсенче вăрман каснă. Мĕнпур йывăр ĕçе арçынпа тан тунă. Тантăшĕ Анна Романова вилсен унăн тăватă ачине пăхма килĕшнĕ. Манăн аннен пиччĕшĕпе Василийпе виçĕ ача çуратнă. Кольăпа Юля ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ. Мария, Нина, Любовь, Алексей ятарлă вăтам професси пĕлĕвĕ илсе тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Анна Никитична пур ачине те пĕр пек пăхнă. Ăна ачисем питĕ хисепленĕ.
     Сителтен вăрçăра вилнĕ пĕрремĕш çын Иван Семенович Семенов, аннен 2-мĕш сыпăкри тăванĕ. Хура хута уя тырă вырнă çĕре пырса панă. Амăшĕ тÿ-рех çĕре ÿкнĕ, ăна лаша урапи çине хурса яла илсе килнĕ. Вăл ура çине урăх тăрайман.
     Мĕнле чăтнă-ха çав вăхăтри çынсем; Тÿсмелле мар йывăр пулин те савăнма та, кулянма та пĕлнĕ, пĕр-пĕринпе туслă пулнă.

Зоя АЛЕКСАНДРОВА,
Шăхасанти ветерансен канашĕн председателĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code