Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Светлана Каликова: «Канаш районĕнче культура потенциалĕ лайăх аталанать»

Светлана Каликова: «Канаш районĕнче культура потенциалĕ лайăх аталанать»

Ытларикун Канаш хулинчи тата районти культура ĕçченĕсем хăйсен ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Канашлăва республикăн культура министрĕ Светлана Каликова, районпа хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем Владимир Степановпа Виталий Михайлов хутшăннă.

     Малтан Светлана Каликова министр районăн тĕп бибилотекинче, культура çуртĕнче пулса унти ĕç-хĕлпе, «Архитектура тĕлĕнтермĕшĕсем» тата ал ĕç ăстисен куравĕсемпе паллашнă. Унтан делегаци Канашри тавра пĕлÿ музейне кĕрсе курнă.
     Хулари Культура керменĕнче иртнĕ пĕтĕмлетÿ канашлăвĕнче районăн тĕп библиотекин директорĕ Лия Арсентьева отчет тунă.
     Районти халăха культура ĕçне явăçтарма, вĕсен канăвне усăллă йĕркелеме 63 клуб учрежденийĕ тата 29 библиотека, вĕсенче 148 специалист, ĕçлеççĕ. 11 культура ĕçченĕ «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
     Эпир Канаш енри ăста та пултаруллă кадрсемпе чăннипех мăнаçланатпăр. Чăваш Енри ял тăрăхĕсен хушшинчи муниципаллă культура учрежденийĕсен хушшинче «Чи лайăх районти культура çурчĕ номинацире» — Районти культура çурчĕ, «Районти культура çурчĕн чи лайăх ĕçченĕ» номинацире çакăнта ĕçлекен Любовь Никифорова халăх пултарулăхĕн методисчĕ малти вырăна тухнă.
     Светлана Анатольевна Канаш хулипе Канаш районĕнчи культура ĕçченĕсем пысăк ĕç тунине палăртнă: «Эпир культурăна укçа-тенкĕ хыватпăр, çав вăхăтрах кадрсен потенциалне те аталантармалла. 2021 çул хулапа район умне çĕнĕ задачăсем тăратать, отрасль ведомствисен мĕн пур вăй-халне культурăна аталантарассине памалла».

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code