Суббота, Май 8, 2021
Главная > Публикации > Пĕтĕм тĕнчере çук сан пекки, анне

Пĕтĕм тĕнчере çук сан пекки, анне

Культура ĕçĕпе çыхăннă çыннăн яланах чун-чĕрепе вĕресе, хăпартланса тăмалла. Çавнашкал ĕçченсем, ĕненĕр те, кăмăла çĕклесе пурăнма хавхалану кÿреççĕ. Культура ĕçченĕн куллен халăхпа хутшăнмалла, аслă ÿсĕмрисемпе те, çамрăксемпе те, ача-пăчапа та пĕр чĕлхе тупмалла. Кашнин интересне шута илмелле. Шăпах çакăн пек çынсенчен пĕри вăл — Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче пурăнакан, пурнăçĕн пысăк пайне культурăна халалланă Валентина Никонорова.

     Валентина Даниловна нумай-нумай çул Çĕнĕ Ахпÿрт ял библиотекинче ĕçленĕ. 1962 çулхи августăн 2-мĕшĕнче пырса кĕнĕ вăл кунта. Икĕ çултан ăна Шаккăл ял библиотекин заведующине куçарнă. Кунта ултă çул чунне парса тăрăшнă хыççăн пултаруллă та çав тери çаврăнăçуллă хĕр малтанхи вулавăша каялла таврăннă.
     Унăн харсăрлăхне çÿлти пуçлăхсем асăрхамасăр тăма пултарайман. Пур çĕрте йĕркелĕх, тирпейлĕх тума тăрăшакан Валентина Даниловнăна 1990 çулта Шаккăл ял Совечĕн халăх депутачĕсен председателĕн çумне, 1996 çулта Шаккăл ял администрацийĕн пуçлăхĕн çумне суйланă. Ку должноçăн яваплăхĕ мĕнлерех пысăк пулни каламасăр паллă — ял халăхĕн куллен сиксе тухакан çивĕч ыйтăвĕсене вырăнти пуçлăх патне çитермелле, вĕсене вăраха ямасăр татса памалла, йывăр лару-тăрăва е инкеке лекнине пулăшмалла, кама ятласа, кама вара хĕрхенсе ăса кĕртмелле… Ял администрацийĕн тытăмне виçĕ ял кĕрет, кашни çемье, кашни çын хăй пĕр тĕнче. Вĕсен кашнин уйрăмлăхне, хăшĕн-пе мĕнле калаçмаллине пĕлмелле. Пĕр ыйтăва та куçран вĕçертмен — пурне те е ĕçпе туса кăтарнă, е сăмахпа ăнлантарса панă Валентина Даниловна. Çавăнпах ĕнтĕ ăна çамрăк чухне те, аслă ÿсĕме çитсен те хисеплеççĕ. Ял Советĕнче ĕçленĕ вăхăтра миçе çамрăк мăшăра çырăнтарса туслă çемье пулма пиллемен-ши тата? Вăл мĕнле хастар пулнине халĕ те аса илеççĕ. Тĕрлĕ награда, район, республика шайĕнчисем, темĕн чухлех унăн. В. Никонорова ертсе пынă библиотека «Чăваш Енри чи лайăх библиотека» ята пĕрре мар тивĕçнĕ.
     — Питĕ çирĕп кăмăллă хĕрарăм. Библиотекăра ĕçлетчĕ. Хăйĕн ĕçне çав тери юратса пурнăçлатчĕ. Тин кăна культурăна ура ярса пуснă çамрăксене ĕçĕн вăрттăнлăхне алла илме питĕ пулăшатчĕ. Общество ĕçĕнче те тĕлĕнмелле хастарччĕ,- тет ун пирки 90-мĕш çулсенче районти культура пайне ертсе пынă Виталий Дмитриев. Вăтапуç ял библиотекин заведующийĕ Юрий Никитин та Валентина Никоноровăпа пĕрле ĕçленĕ вăхăтсене ырăпа аса илчĕ.
_ Валентина Даниловна маншăн Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ артистки Елизавета Шорникова пек. Артист пек калаçатчĕ. Пирĕншĕн тĕслĕх пулнă вăл! Пуян тавра курăмлăскер хăйĕн опытне паратчĕ. Унран нумай вĕреннĕ эпир. Унăн çуралнă кунĕ çак вăхăтра пулнине астăватăп. Май пуррипе усă курса Валентина Даниловнăна чун-чĕререн ăшшăн саламлатăп. Ырлăх, сывлăх сунатăп, çÿлти хĕвел куллен ăшăтса, Çĕр аннемĕр вăйне парса тăччăр, — терĕ Юрий Семенович.
     Валентина Даниловнăпа Геннадий Никоноровсем икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Çирĕп те капмар кил-çурт çавăрнă. Шел те, Геннадий Никонорович пурнăçран ир уйрăлнă. Ачисем иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ, ашшĕ-амăшĕн куç тулли савăнăçĕ. Асли, Татьяна Геннадьевна, Шупашкарта шкулта ĕçлет, пĕчĕккисен юратнă учителĕ. Людмила Геннадьевна — Канаш районĕн «Канаш» хаçат редакторĕ, ăста йĕркелÿçĕ, пуçаруçă. Журналистикăри çĕнĕлĕхсемпе ĕçре тухăçлă усă курать.
     Юлашки вăхăтра Валентина Даниловнăна сывлăх тĕлĕшĕнчен йывăртарах лекрĕ. Хĕрĕсем, кĕрĕвĕсем, мăнукĕсем пĕр самантлăха та тимлĕхсĕр хăвармаççĕ ăна, чунтан юратаççĕ — ялан юнашар. Ыран, черетлĕ юбилейне паллă тунă май, хаклă çыннине ăшшăн саламласа вăрăм кун-çул сунаççĕ. Амăшĕшĕн ачисен хисе- пĕнчен хаклăрах парне мĕнех пултăр-ха.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code