Вторник, 17 мая, 2022
Главная > Публикации > Çакнашкал инкексем урăх ан пулччăр

Çакнашкал инкексем урăх ан пулччăр

35 çул каялла, 1986 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Чернобыльти атом электростанцийĕн 4-мĕш энергоблокĕнче хăрушла авари пулса иртнĕ. Çавна май тавралăха радиаци хутăшĕ тухса саланнă. Çак инкеке специалистсемпе çар çыннисем ликвидацилеме хутшăннă. Чи малтан вĕсем реактортан тухакан радиаци витĕмне чакарнă, унтан территорие тасатса «саркофаг» тума тытăннă.

     Чернобыльти АЭСра пулса иртнĕ аварие ликвидацилеме Совет Союзĕн тăванла республикисенче пурăнакан çĕршер пин çын хутшăннă. Вĕсен йышĕнче пирĕн ентешсем те пулнă: Канаш хулинчен — 61 çын, районтан — 30.
     Канаш хулинче пурăнакан Валерий Мулаковпа Борис Никифоров юхăннă энергоблок тавра бетонран хÿтĕлев стенисем хăпартнă ĕçе хутшăннă. Лев Никифоров крановщик территорие взрыв хыççăнхи çÿп-çап-ран тасатнă, халĕ вăл Канашри чернобылецсен канашне ертсе пырать. Виталий Алексеев трубач тивĕçне пурнăçланă, çар оркестрĕ йышĕнче салтаксен ĕçлес кăмăл-туйăмне çĕкленĕ.
     Радиаципе çыхăннă аварисем çĕршыв историйĕнче тата та пулнă. Вĕсем чылай çын сывлăхне хавшатнă, çавна май унта хутшăннă çынсен йышĕ çулран-çул чакса пырать. Чернобыльти аварие асăнмалли пĕтĕм халăхсем хушшинчи куна халалласа ирттерекен мероприятие хутшăнакансен йышĕ те палăрмаллах чакнă. Çак тĕлпулу çулсерен Канашри тавра пĕлÿ музейĕнче иртет, ăна чернобылецсем юлташĕсене пĕр минут шăп тăрса асăннипе уçаççĕ.
     Кăçалхи асăну мероприятине хула администрацийĕн пуçлăхĕ Виталий Михайлов, ра-йон администраицйĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Михайлов, хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Наталия Суркова, хулапа районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Эльвира Яковлева хутшăннă, вĕсем Чернобыльти аварие ликвидациленĕ çĕрте ĕçленĕ паттăрсене юбилей медалĕсемпе чысланă, çирĕп сыв-лăх тата вăрăм кун-çул суннă.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code