Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Çемье вăл — пĕр пĕчĕк патшалăх

Çемье вăл — пĕр пĕчĕк патшалăх

«Ăçталла йĕппи — унталла çиппи», «Çÿпçи май хупăлчи», «Арăмĕпе упăшки — пĕр калăпри çăпата», «Арлă-арăмлă мăшăр хушшине йĕп те хĕсĕнсе ан кĕтĕр» — çакнашкал ваттисен сăмахĕсем темиçе ĕмĕр каяллах çуралнă вĕт-ха.

     Вĕсен пĕлтерĕшĕ паянхи кун та çав тери пысăк. Упăшкипе арăмĕн пĕр-пĕрне хисеплемеллине, пĕр çăвартан пурăнмаллине, çын сăмахĕ çемьене аркатнине мĕнлерех çавăрса калама пултарнă.
     Майăн 16-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне паллă турĕç. Çак ятпа районти культура çуртĕнче уяв иртрĕ. Унта тĕрлĕ ял тăрăхĕнчен ĕçчен те пултаруллă, нумай çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене саламларĕç. Уявăн хăнисене район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Сергей Шернепе Владимир Степанов, республикăри Хĕрарăмсен союзĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Эльвира Яковлева тата ра- йонти Ашшĕсен канашĕн председателĕ Сергей Михайлов саламларĕç.
     Ямашри Владимир Тимофеевичпа Галина Васильевна Харитоновсем 40 çул ки- лĕштерсе пурăнаççĕ. Виçĕ ача çуратса ÿстернĕ, пурте аслă пĕлÿллĕ. Ывăлĕсем — юристсем, хĕрĕ экономист специальноçне алла илнĕ. Ултă мăнукĕ куç тулли телей кÿреççĕ. Владимир Тимофеевич профессийĕпе истори учителĕ, яваплă должноçсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Галина Васильевна район больницин гинекологи врачĕ. 40 çул сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче вăй хурать.
     Уява Çеçпĕл ял тăрăхĕнчен килнĕ Михайловсем те 40 çул пĕр сукмакпа юнашар утаççĕ. Вĕсен те виçĕ ача, ултă мăнук. Александр Тимофеевич тăван колхозра трактористра вăй хунă, унтан 16 çул Канашри вакунсем юсакан заводра пожарнăйра ĕçленĕ. Надежда Николаевна ача садĕнче пĕчĕккисене шкулчченхи пĕлÿ панă.
Сиккассинчи Мурзуковсен çемье стажĕ — 18 çул. Çемьере виçĕ хĕр çитĕнет. Юрра-кĕвве ăста ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илсе тĕрлĕ енлĕ таланчĕсене аталантараççĕ. Алексей Анатольевич Чăваш Ен культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ялти клубра та, ача садĕнче те, искусствăсен шкулĕнче те ĕçлет. Валентина Васильевна садикра воспитатель.
     Вăтапуç, Ăвăспÿрт Кипеч, Пайкилт, Энтрияль, Шаккăл тăрăхĕсенчен килнĕ кашни мăшăр çинчен çакнашкал ырă сăмах калама пулать. Вĕсем пурте ял-йышра хисеплĕ çынсем.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code