Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Сад ĕрчетесси çăмăл ĕç мар

Сад ĕрчетесси çăмăл ĕç мар

Килти пахчасенче, коллективлă садсенче хĕрÿ ĕç пырать: çĕр ĕçне кăмăллакансем парниксене помидор, хăяр, пылак пăрăç тата ытти пахча çимĕç калчисене лартаççĕ, сад пахчисенче çимĕç йывăççисем, уйрăмах кăнтăртан килнисем епле хĕл каçнине тĕрĕслеççĕ, кирлĕ чухне тĕрлĕ им-çампа апатлантарма тăрăшаççĕ. Çак кунсенче манăн хамăр районти Сител ялĕнче пурăнакан паллă сад ăстипе Михаил Иванович Андреевпа курса калаçма тÿрĕ килчĕ.

     — Михаил Иванович, кăçал хĕл питĕ кăра пулчĕ, шартлама сивĕ кунсем вăраха тăсăлчĕç, çимĕç йывăçĕсем еплерех хĕл каçрĕç?
     — Чăнах та, кăçал хĕл кунĕсем питĕ сивĕ пулчĕç. Çанталăк ăшăтсанах çимĕç йывăçĕсене пăхса тухрăм. Кăнтăрта ÿсекен çимĕç йывăçĕсем — нектарин, абрикос, персик хĕл кунĕсене ăнăçлă чăтса ирттерчĕç. Халĕ абрикоссем çеçке çурчĕç те, турачĕсем вĕçне çитичченех чĕрри курăнать. Шартлама сивĕ сиен кÿреймерĕ йывăçсене, шăшисем вара кăшласа чылай йывăçа амантрĕç. Уйрăмах вĕсем «королевская войлочная вишня» йывăçĕсене сиен кÿчĕç.
Кăçалтан хамăн садра хурма ÿстерсе пăхасшăн. Кăнтăрта ÿсекен «полудикая» (вĕсем сивве çăмăлрах чăтаççĕ) хурма йывăçĕсене туянтăм, кунти çанталăка хăнăхтарсан вĕсем çине «королек» е ытти сорт сыпса пăхасшăн. Эпĕ ăнланнă тăрăх, кăнтăрти йывăçсене пирĕн тăрăхри йывăçсем çине сыпмалла. Сăмахран, абрикоса, персика эпир терн е кăвак слива çине сыпатпăр. Çут çанталăкра тĕлĕнмелли пулăмсем нумай. Кăнтăрти йывăçсем шартлама сивве хăнăхаççĕ пулсан чĕр чунсем те çаплах. Кăçал кăвакарчăнсене сăнарăм: вĕсем 30 градус шартлама сивĕре чĕп кăларчĕç. Тĕкĕ тухман кăвакарчăн чĕппине кашни кунах хăпарса пăхатăп: амăшĕ апат çинĕ вăхăтра чĕппи темиçе минут çап-çара выртать. Шăнса вилмест вĕт-ха? Йывăçсем те çавăн пекех. Вĕсене лайăх пăхсан, вăхăтра апатлантарсан вĕсем хĕл каçма вăй илсе юлаççĕ.
     Эсир пĕлетĕр ĕнтĕ, çуркунне йывăçсене ĕне тислĕкĕн шывĕпе е мочевинăпа апатлантарма тăрăшмалла. Вара вĕсем хăвăрт аталанма тытăнаççĕ. Кĕркунне пачах урăхла. Йывăçсен аталанăвне чакармалла, мĕншĕн тесен вĕсен ытларах «жировое тело» пухмалла. Мĕнпе апатлантармалла-ха çимĕç йывăçĕсене хĕл сиввине ăнăçлă чăтса ирттерччĕр тесен? Кăнтăр йывăçĕсене эпĕ июль уйăхĕнчех пĕрремĕш хут кăткăс (сложный) удобренипе апатлантаратăп, август уйăхĕнче минерал хушнă кăткăс «Байкал» М-1 удобрени шывĕпе шă- варатăп. Шăварнă хыççăн йывăç тымарĕсем тавра минераллă веществосем пухăнаççĕ. «Байкал» мĕннине чылай çын пĕлмест. Вăл Яппун ăсчахĕсем туса кăларнă йывăçсемшĕн усăллă 90 ытла тĕрлĕ микробран тăрать.
     Акă, сăмахран, эсир сад ăсти патĕнче кедр йывăçĕ туянтăр. Ăна тăприпе пĕрле илсе кайма тăрăшăр, мĕншĕн тесен тăпрари кедр тымарĕ пухнă микробсем йывăçа çĕнĕ çĕрте хăвăртрах аталанса вăй илме пулăшаççĕ. Тата йывăçсене килте иçĕм çырлинчен е панулмирен тунă хĕрлĕ эрехпе шăваратăп. Мĕншĕн çавăн пек тума пуçларăм-ха эпĕ? Вăрманта кăмпа пуçтарнă чухне çакна сăнанă. Вăрман улмуççийĕ патне пыратăн та çĕр çинче шап-шурă пан улмисем выртнине куратăн. Унта, чăтлăх выранта, улмуççи валли нÿрĕк те çук, çимĕçне вара кашни çулах питĕ вăйлă парать. «Мĕнре-ши çакăн сăлтавĕ?» — тесе эпĕ чылайччен шутланă. Унăн тупсăмĕ пĕрре кăна: улмисем çĕрнĕ хыççăн пулакан тутлăхлă япаласем тымара каяççĕ. Çав сĕткенпе тăранса пурăнать те ĕнтĕ вăрман улмуççийĕ.
     — Михаил Иванович, хĕлле те ĕçсĕр лармарăр пулĕ…
     — Ĕçĕ нумай. Хĕллехи кунсенче хам ÿстернĕ абрикос вăррисене тăпра тултарнă пластик стакансем çине лартса тухрăм. Пурте лайăх шăтса тухса вăй илчĕç. Мĕн тума кирлĕ-ха вĕсем мана? Вĕсем хăйсем те çимĕç пама пултараççĕ. Тутипе пылак, анчах вĕтĕ. Çимĕçне сыпнă абрикос пек июль уйăхĕнче мар, сентябрьте тин параççĕ. Ку абрикос калчисем çине эпĕ нектарин, шултăра пулакан абрикос, персик сыпма пултаратăп. Февраль уйăхĕнче сыпнă, 60-70 см ÿснĕ абрикоса кашни çынах сад пахчине лартса ÿстерме пултарать. Çитес хĕлле сыпмалли абрикос калчисем стакансем çинчех юлса аталанаççĕ, вĕсен туни хулăнланать, çитес çуркунне сыпмаллисене сад пахчине кăларса лартатăп. Пĕр кунта 500-600 йывăçран ытла сыпаймастăн.
      — Ун чухлĕ йывăçа иртен пуçласа каçхине 8-9 сехетчен сыпмалла пулĕ…
     — Мĕн çурăм ыратма пуçличчен.
     — Сирĕн пата: «Сад ĕçне вĕрентĕр-ха», — тесе килекенсем çук-и?
     — Паян кăна хамăр районтанах пĕр пенсионер сыпма вĕренме килчĕ. Вăл ĕмĕрĕпех тĕнче тăрăх машинăпа çÿренĕ те, «хăçан киле таврăнса сад ĕрчетĕп-ши, тесе ĕмĕтленеттĕм» тет.
     — Михаил Иванович, сад ĕрчетес текенсем мĕнле йывăçа кашни çулах ыйтаççĕ?
     — Хура хурлăхана. Çакăнтан питĕ тĕлĕнетĕп. Çак çимĕç йывăçне ăçта кăна сутмаççĕ пулин те ăна кашни çулах ыйтаççĕ. Абрикоспа персика тинрех кăна ыйтма пуçларĕç. Ĕнер ман пата чылай çулланнă упăшкипе арăмĕ килчĕç. Вĕсене абрикос мĕнле ÿснине каласа паратăп. Куратăп, вĕсене ку интереслĕ мар, ĕненмеççĕ пулĕ тетĕп. Халĕ шăп та лăп абрикоссем çеçке çурнă, вĕсене унта илсе кайса кăтартрăм та — «çакăн çÿллĕш ÿснĕ-и» тесе тĕлĕнсе кайрĕç. Вĕсем абрикоса теплицăра ÿсекен пĕчĕк йывăç тесе шутланă.
     Кăçал сивĕсем кунта 38 градус таран пулчĕç. Кĕркунне лартнă абрикоссен тăррисем 15 см таран шăнчĕç. Сăлтавĕ — йывăçсем тутлăхлă япаласем пуçтарса çитерсе вăй илейменнинче. Çавăнпа кăнтăрти çимĕç йывăçĕсене çуркунне лартса хăварма тăрăшмалла.
     Михаил Андреевăн сад пахчинче йывăç туянма килнĕ çынсем хушшинче Калиновка ялĕнче пурăнакан Луиза Трофимовăна куратăп. Вăл, ĕмĕрĕпех Шупашкарти трактор заводĕнче ĕçлесе пенсие тухнăскер, тăван ялне таврăнса çурт-йĕр çавăрнă, йĕри-тавра кирпĕчрен хуралтăсем лартнă.
     — Луиза, мĕн çăмăлпа кунта; Сад ĕрчетес теместĕр пулĕ те?
     — Чăн малтан эпĕ Михаил Ивановичăн сад пахчинче çÿресе килентĕм. Мĕн кăна лартса ÿстермест пулĕ вăл кунта! Каласа та пĕтереес çук. Айва туянас тетĕп. Ун çимĕçĕ кунта шултăра та пылак пулать. Тата абрикоспа мăйăр йывăçĕ фундук туянасшăн.
     — Сирĕн килте те çимĕç йывăçĕсем пулĕ-ха?
     — Персик пур, иçĕм çырли сакăр тĕп. Пĕлтĕр икĕ витре персик пухрăм. Варени мĕнле тутлă пулчĕ, компочĕ. Кизил та ÿсет ман пахчара, анчах вăл çимĕç паракан пулайман-ха. Черешня та кăçал виççĕмĕш çул çимĕçне памалла. Питĕ шултăра çимĕç паракан груша пур, ăна Шупашкартанах илсе килсе лартнă. Чие йывăçĕ пур, барбарис, хурлăхан. Кăвак чăрăш та илем кÿрет ман пахчана.
     — Михаил Иванович, Канаш пасарĕнче кăнтăрти республикăсенчен илсе килнĕ çимĕç йывăçĕсене сутнине курма пулать.
     — Пĕр енчен тĕрлĕрен культурăсем, çĕнĕ сортсем килни ла-йăх та пулĕ. Тепĕр енчен, пирĕн климата хăнăхман йывăçсем кунта çимĕç пама пултарĕç-ши? Çав йывăçсемпе малтан пуçаруллă сад ăстисен ĕçлесе çимĕç пама хăнăхтармалла, вара вĕсене тин халăхра сарма юрать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code