Понедельник, 29 ноября, 2021
Главная > Публикации > Юмансен чапне тавăрас килет

Юмансен чапне тавăрас килет

М.В. Серов ячĕллĕ Чакаç шкулĕн вĕренекенĕ Дарья Васильева вырăнти юман вăрмансен ĕлĕкхи чапне тавăрасшăн. Çак тĕлĕшпе вăл экологипе ятарлă проект та çырнă.

     – Эпĕ ялта çуралнă, мĕн ачаранах уй-хир, вăрман илемне курса ÿснĕ, çавăнпа çут çанталăк пĕлтерĕшне питĕ пысăка хуратăп. Вĕренÿре химипе, биологипе, экологипе кăсăкланатăп. Проект çырма мĕн шухăш пачĕ-ха; Пĕлтĕр вăрманта питĕ нумай йĕкел пулнă, ун чухлĕ тухăç чылай çул курманччĕ. Эпĕ вĕрентекентен вĕсем искусствăлла условире ÿссе çитĕнме пултарĕç-и тесе ыйтрăм. Вăл мана хăтланса пăхма сĕнчĕ, эпĕ хаваслансах килĕшрĕм. 16 йĕкел лартрăм, вĕсем пурте хунав пачĕç. Вĕсене эпĕ хамăр ялти «Мухтав Аллейине» лартса тухрăмăр, вуннăшĕ аванах чĕрĕлчĕç. Халĕ вĕсене пăхса тăмалла, часах тĕрлĕ чир-чĕртен имçамламалла пулать, — каласа пачĕ шкул ачи.
     Тăрăшуллă вĕренеке Татьяна Архипова учительница хавхалантарса тăрать. Татьяна Петровна каланă тăрăх, Чакаç шкулĕнчи ачасем экологи проекчĕсене хаваспах çыраççĕ:
     — Эпир ытларах чухне хамăр тавралăхпа çыхăннă темăсене суйлатпăр, сăмахран, пирĕн тăрăхра мĕнле вĕçен кайăксем хĕл каçма юлаççĕ, мĕнле апат-çимĕç кăмăллаççĕ вĕсем. Мăкăрти çăл куçĕнчи шыв пахалăхне тĕрĕслесе тăратпăр, вырăнти пĕвесенче мĕнле чĕрĕ чунсем пурăннине, вĕсен шучĕ çулсерен улшăнса пынине тишкеретпĕр. Проектсемпе пултарулăхпа ăс хакăл ăмăртăвĕсене хутшăнатпăр, Даша ĕçĕсем конкурссенче пĕрре мар çĕнтерÿçĕ ята илме тивĕçрĕç.
     Дашăн юман ÿстерес енĕпе çырнă проект «Эксельсиор» конкурса республика шайĕнче призер пулса тăнă, ăна хĕр ача «Молгород» форумра та презентациленĕ. Унта çамрăк эколог ĕçне «Пĕрлĕхлĕ Раççей» активисчĕсем асăрханă та пĕлтерĕшне шута илсе шкул ачине пулăшма шут тытнă. Иртнĕ эрнере Леонид Пронинпа Артем Владимиров хĕр ачана пахалăхлă тăпра, карçинккасем, ÿсен-тăран лартмалли ятарлă савăтсем илсе килсе панă.
— Мана проекта пурнăçа кĕртме пулăшас текенсене эпĕ тав тăватăп, çакă мана ĕçе малалла тăсма хавхалантарать. Юман — чăвашсен хăюлăхпа çирĕплĕх палли, республикăн ялавĕпе гербĕ çинче те юман çулçисем ÿкернĕ. Юман теми пирĕн ялшăн та çывăх. I-мĕш Петĕр патша Карапи вăрманĕнчен карапсем тума юмансем турттарни те паллă. Манăн Карапи юманĕсен чапне тавăрас килет. Пуçару пирĕн Çĕр чăмăрĕн «ÿпкине» сыхласа хăварас ĕçре тÿпе хывасса, манăн проекта çитĕнсе пыракан ачасем малалла тăсасса шанас килет, — тет Даша.

 

Артем ВЛАДИМИРОВ, «Экра» компанин директорĕн çумĕ   

     — Паянхи кун экологи ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Производство ĕçĕ-хĕлĕ çут çанталăка сиен кÿнине çийĕнчех йĕркелесе яма çук. Экосистемăна çĕнĕрен чĕртсе тăратасси питех те кăткăс ĕç. Çак чăнлăха шута илсе, хальхи çамрăксен йышĕнче экологишĕн чун-чĕрепе çунакансем пурри кăмăла çĕклет. Вĕсенчен пĕри — Даша Васильева. Çут çанталăка упраса хăварас ĕçре кашни тÿпе хывма пултарнине хĕр упраç хăйĕн тĕслĕхĕ çинче кăтартса пама пултарчĕ. Унăн пуçарăвĕ хисепе тивĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code