Главная > Новости > Владимир МЯСНИКОВ: Пурăнас кун-çул килмĕ ик хутчен, Ырă ят кăна юлтăр пирĕнтен

Владимир МЯСНИКОВ: Пурăнас кун-çул килмĕ ик хутчен, Ырă ят кăна юлтăр пирĕнтен

Владимир Дмитриевич Мясникова эпĕ «Коммунизмшăн» (хальхи «Канаш») хаçат редакцийĕ хула администрацийĕн 4-мĕш хутĕнче ĕçленĕ тапхăртанах — иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенченех пĕлетĕп. Ун чухне вăл Канаш райĕçтăвком председателĕн çумĕччĕ. Мĕнле те пулин ыйту сиксе тухсан эпир, журналистсем, Владимир Дмитриевичран канаш ыйтма именсех тăман. Вăл пирĕнпе мăн кăмăлланса мар, ăшшăн та ыррăн калаçатчĕ, кирлĕ ыйтăва çийĕнчех татса пама тăрăшатчĕ. Совет Союзĕ аркансан эпир Владимир Дмитриевича çухатрăмăр. Ăçта-ши вăл? Мĕнле ĕçре хăйĕн пултарулăхне кăтартать; Икĕ çул каялла Вырăскас Пикших клубĕнче çĕршывра комсомол организацийĕсене йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине паллă турăмăр. Чĕннĕ хăнасен шутĕнче Владимир Мясников та пурччĕ. Ăна та сăмах пачĕç. Ветеран çамрăклăха аса илчĕ, районти комсомолецсем хăй вăхăтĕнче тунă çитĕнÿсемпе паллаштарчĕ.

     Çак кунсенче ăнсăртран ырă хыпар илтрĕм: Владимир Дмитриевичпа Тамара Матвеевна пĕрлешнĕ-ренпе 60 çул çитнĕ. Мясниковсене район тата Ачча ял тăрăхĕн администрацийĕсем, районпа хулан ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем, журналистсем саламланă. Эпĕ те пĕр тăхтамасăр Ачча салине çул тытрăм. Тамара Матвеевна чÿречесене яр уçса кантăксене çăватчĕ, Владимир Дмитриевича сад пахчинче тупрăмăр. «Кăçал пан улми питĕ ăнса пулчĕ, пĕлтĕр вуçех пулманччĕ», — терĕ мана кил хуçи çимĕçĕсене аран-аран йăтса ларакан улмуççи айĕнче алă парса. Çавăн пек калаçа-калаçа виçсĕмĕр те пÿртре сĕтел тавра вырнаçса лартăмăр, эпĕ диктофон тÿми çине пусса калаçăва пленка çине çырса илтĕм.
     — Владимир Дмитриевич, Тамара Матвеевна, сире паллă юбилей ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ватлăхри кунсенче канлĕх сунатăп. Миçене çитсе пыратăр-ха, Владимир Дмитриевич?
     — Çулĕсем пур-ха. Августăн 1-мĕшĕнче 89 тултарса 90 кайрăм. Пурăнса ирттернĕ кун-çула ырăпа кăна аса илетĕп. Пурнăç урапи яланах тикĕс кусмасть паллах, анчах мăшăрпа пĕрле 60 çул пурăнса ирттертĕмĕр пулсан япăх пурăннă тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. Туслă пурăннă, икĕ ача ÿстертĕмĕр, икĕ ывăл, анчах иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче пирĕн çемьене калама çук пысăк хуйхă килсе çапрĕ: кĕçĕн ывăл ку тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Куççульсĕр пĕр кун та иртмест.
     — Владимир Дмитриевич, эпĕ сире райĕçтăвкомра тата парти райкомĕнче ĕçленĕ вăхăтранпах пĕлетĕп. Мĕнпе асра юлчĕç çав тапхăрсем?
     — Шаннă ĕçе тĕплĕн туса пыракан çынсемпе ĕçлеме тÿр килчĕ манăн. Парти райкомне куçиччен 9 çул райĕçтăвком председателĕн çумĕ пулса ĕçлеме тÿр килчĕ. Фома Ильинпа та, Алексей Василевскипе те ĕçлерĕм. Хулапа район парти комитечĕсене пĕрлештерсен виçĕ секретарьтен пĕри хĕрарăм пулмалла терĕç. Эпĕ тăван яла таврăнтăм та «Советская Армия» совхозра партком секрета- рĕнче ĕçлеме пуçларăм. Тепĕр икĕ çултан пенсие тухрăм.
     — Тамара Матвеевна, эсир ăçтисем пулатăр?
     — Вăрнар районĕнчи Волонтер ялĕнчен. Эпĕ Аччапа юнашар Уравăш шкулĕнче ĕçлеттĕм, икĕ ял çамрăкĕсем пĕр-пĕрин патне концертсемпе çÿретчĕç. Çапла паллашрăмăр, çулталăк çурăран пĕрлешсе çемье çавăрас терĕмĕр. Çак çурта иксĕмĕр лартрăмăр, каменщикĕ те, штукатурĕ те, платникĕ те хамăрах пулнă. Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпех шкулта математика вĕрентнĕ — унта та ĕлкĕрнĕ, килти ĕçсене тума та вăхăт çитернĕ. 1976 çулта хулана тухса кайрăмăр, Хĕвел тухăç микрорайонти 6-мĕш шкулта мана валли ĕç тупăнчĕ. Шкулĕ питĕ сивĕччĕ. Унта 6 çул ĕçлесен шăннипе чирлеме пуçларăм, вара Канашри педучилищĕне куçрăм, 7 çула яхăн студентсене вĕрентрĕм.
     — Унта математика вĕрентнĕ Виталий Данилович Гаврилова пĕлнĕ пулĕ; Халĕ 97-ре мар-ши вăл? Лайăхах çÿретчĕ-ха пĕлтĕрсенче.
     — Пĕлмесĕр. Питĕ ĕçлеме юратакан педагогчĕ. Вăл мана сĕре нумай пулăшнă, Турă сывлăх патăрах ăна.     Çемьере те лару-тăру лайăх пулнă пирĕн. Мăшăр та, ачасем те мана сивĕ сăмах каласа кÿрентермен, ял çинче ят яман. Хама эпĕ телейлĕ арăм, телейлĕ амăшĕ тесе шутлатăп. Кĕçĕн ывăл пирĕн-тен уйрăлса кайни питĕ кулянтарчĕ. Ял-йыша тав, вĕсем йывăр самантра тивĕçлĕ сăмах тупса чĕрене лăплантарма, хуйха-суйха сирсе яма пулăшрĕç.
     — Эпĕ те кăштах ывăлсене асăнса хăварам-ха, — терĕ Владимир Дмитриевич. — Кĕçĕнни депора машинистра ĕçлетчĕ. Ăна юлашки çула ăсатма пĕр 50 çын килчĕ Канашран — кашниех машинăпа. Иртсе кайма май çукчĕ. Депо начальникĕ вил тăпри çинче сăмах каларĕ.
     Аслă ывăл, Евгений, амăшĕ ĕçленĕ 6-мĕш шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухрĕ те тÿрех Мускаври физикăпа техника институтне вĕренме кĕчĕ. Ăна лайăх паллăсемпе пĕтерсен Женьăна çав институтрах аспирантурăна хăварчĕç. Виçĕ çул вĕреннĕ хыççăн тÿрех диссертаци хÿтĕлесе физикăпа математика наукисен кандидачĕ пулса тăчĕ. Мускаврах пурăнать, çемьеллĕ, вĕсен пĕр ача. Кин ют чĕлхесен институтĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Французпа акăлчан чĕлхисене лайăх пĕлет. Кăçал кĕçĕн ывăлăн ывăл ачи Ленинградри университетран вĕренсе тухса диплом илсе килчĕ, хĕр ачи Хусанти патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухрĕ. Мăнуксемпе питĕ савăнатпăр.
     — Тамара Матвеевна, Владимир Дмитриевич, сирĕн сад пахчинче улма йывăç кăçал питĕ вăйлă çимĕç панă. Тата мĕн-мĕн ÿстеретĕр?
     — 33 çул каялла Канашран яла таврăнсан тÿрех сад ĕрчетес терĕмĕр. Улмуççисемсĕр пуçне виçĕ сорт иçĕм çырли ÿстеретпĕр.
     — Тамара Матвеевна, килте выльăх-чĕрлĕх те усранă пулĕ?
     — Пĕр çулталăк каялла кăна ĕне усрама пăрахрăмăр. Икшер-виçшер ĕне те усранă. Ватăлатпăр ĕнтĕ, утă хатĕрлеме йывăрланчĕ. Кашни çул чылай пуç сысна усраса пуснă. Ялта выльăх-чĕрлĕхсĕр мĕнле пурăнан; Пыл хурчĕ нумай тытнă…
     Хĕлле питĕ нумай вилсе пĕтрĕç. Кăçал аппа пачĕ пĕр çемье. Хамăра валли пыл пулатех. Тĕрĕссипе каласан, пĕлтĕрхи те пĕтмен-ха. Чее эпир сахăрпа мар, пылпа ĕçетпĕр. Вăл сывлăхшăн усăллăрах теççĕ тухтăрсем. Çавăнпах пулĕ çулсем чылай пулин те хамăра аванах туятпăр-ха. Тата ÿркенсе пурăнмалла мар, ĕçе юратмалла.
     — Тата тепĕр япала каласа хăварам-ха. Эпир Тамара Матвеевнăпа иксĕмĕр пире патшалăх шанса панă ĕçсене тирпейлĕ, пĕтĕм чун хавалĕпе туса пынă. Çавăнпах иксĕмĕр те патшалăх наградисене илме тивĕç пултăмăр. Ман «Ĕç ветеранĕ» медальсĕр пуçне В.И. Ленинăн 100 çулхи юбилейĕ ячĕпе кăларнă медаль тата «Хисеп Палли» орден, «Отличник народного просвещения» паллă пур. Тамара Матвеевнăн та награда чылай. Вăл институтра вĕреннĕ чухне Казахстана студентсен стройотрячĕпе икĕ хутчен кайнă. Унта хăйĕн хастарлăхне кăтартнăшăн Казахстанăн комсомол Тĕп комитечĕн наградине тивĕç пулнă. Ăна «За освоение целинных земель» медальпе те наградăланă. Тамара Матвеевнăн «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят пур.
     Ман район администрацийĕн пуçлăхне Владимир Степанова ырă сăмахпа асăнас килет. Вăл çын каланине яланах питĕ тимлĕн итлет, ыйтăва çийĕнчех татса пама тăрăшать. Пирĕн ялта çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕн, инженери çарĕсен генерал-майорĕн Петров Антон Петровичăн бюстне лартас пирки район администрацийĕн Степанов умĕнхи ертÿçи патне миçе хутчен çитмерĕм пулĕ, Чăваш Республикин Правительствине те çитрĕм, ыйтăва татса параймарăмăр.
     Район администрацийĕн пуçлăхне Владимир Николаевич ларсан эпир салари пуçару ушкăнĕпе пĕрле ун патне кайрăмăр. Вăл пире питĕ лайăх кĕтсе илчĕ, тимлĕ итлерĕ те пай пуçлăхĕсене хăй патне чĕнсе илсе пирĕн ыйтăва тĕплĕн пăхса тухма хушрĕ. Иртнĕ çулхи августăн 28-мĕшĕнче Геройăн йĕсрен (бронзăран) шăратса тунă бюстне ялти культура çурчĕ умĕнче уçнă çĕре халăх сĕре нумай пухăнчĕ. Паллă хăнасен шутĕнче Раççейĕн икĕ Геройĕ — Янкăлч ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенантпа Муркаш районĕн- че çитĕннĕ Евгений Борисов, Чăваш Патшалăх Канашĕн тата Канаш районĕн депутачĕсем, ытти паллă та хисеплĕ çынсем, республика, район журналисчĕсем, Антон Петровичăн тăванĕсем пулчĕç. Коронавирус алхаснă пирки Антон Петровăн Мус- кавра пурăнакан мăнукĕсем бюст уçнă çĕре килеймерĕç.
     Халĕ Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Михайлович Аввакумов тăрăшнипе Геройăн бюсчĕ тăракан вырăна тирпей-илем кĕртнĕ, ку ĕç малалла пырать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *