Пятница, 26 апреля, 2024
Главная > Публикации > Ял халăхĕ паллă ентешсене асра тытать

Ял халăхĕ паллă ентешсене асра тытать

     — Мана Пантелеймонова Людмила Васильевна тесе чĕнеççĕ, — çапла паллаштарчĕ мана хăйĕнпе Ачча салинчи ял библиотекарĕ. — Эпĕ кунта 1997 çулта Хусанти культура институтĕнчен вĕренсе тухсан ĕçлеме кĕтĕм те паян кун та кунтах тăрăшатăп-ха.
     — Вулакансем чылаййăн çÿ реççĕ-и вулавăша?
     — Чылаййăн килеççĕ: шкул ачисем, ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсем, тин çеç мăшăрланнисем, ял çамрăкĕсем, студентсем. Кунта килекен кашни çын хăйне валли кирлĕ кĕнеке е журнал тупма пултарать. Вулав залĕнче — Мускавра, республикăра тата районта тухса тăракан 7 хаçатпа 4 журнал, вĕсене те интересленсех вулаççĕ. Кĕнеке фончĕ пирĕн питĕ пуян тесе каламастăп, анчах кирлĕ литературăна тупма пулать.
    — Чăваш писателĕсенчен хăшĕсене ытларах кăмăллать Ачча халăхĕ?
     — Нэлли Петровская, Сергей Павлов тата ытти çыравçăсен кĕнекисем сентре çинче «вулакансем хăçан килеççĕ-ши;» тесе выртмаççĕ, вĕсене черет тăрсах вулаççĕ.
     — Çĕнĕ кĕнекесемпе мĕнле пуянланать Ачча салин библиотеки?
     — Пĕр вунă çул каялла питĕ сахал килетчĕç, халĕ начар тесе калаймастăп. Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ продукцине илсех тăратпăр. Кĕнекисем те питĕ илемлĕ, алла тытас килет. Çамрăк ачасем çак илемлетсе кăларнă литературăна киленсех вулаççĕ. Аслă çулхи хĕрарăмсем юрату çинчен çырнă повеçсемпе калавсене юратарах параççĕ. Тен, вĕсем иртсе кайнă çамрăклăха аса илеççĕ.
     — Людмила Васильевна, кунта, вулав залĕнче, сăн ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ виçĕ стенд пур. Пĕри «Навеки в дозоре», тепри — «От рядового до генерала», виççĕмĕшĕ «Левицкий – чувашский Маресьев» ятлă. Кама халалланă çак стендсене?
     — 2019 çулта вулав залĕнче Çар мухтавĕн кĕтесне уçрăмăр. Пĕрремĕш стенд Дагестанра чикĕре хĕсметре тăнă Руслан Николаевич Желудкин подполковникăн ачалăх, çамрăклăх тапхăрĕсене, çар службинче тăнă вăхăтсене яр уççăн çутатса парать. Пирĕн ентеш 2000 çулхи августăн 22-мĕшĕнче хăйĕн служба тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтра пуçне хурать. Патшалăх Желудкин подполковника вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăлать. Кунта Русланăн шахмат хăмийĕ, шкулта вĕреннĕ чухнехи тетрачĕсем. Тетрачĕсенче «5» паллăсем кăна, вăтам шкула вăл ылтăн медальпе пĕтернĕ. Çар академийĕнчен те Руслан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă.
     — Людмила Васильевна, Руслан Желудкинпа пĕрле Дагестан чиккинче службăра тăнă офицерсем унăн вил тăприйĕ çине, ашшĕ-амăшĕ патне килсе каймаççĕ-и?
     — Çулталăкра виçĕ хутчен те пулаççĕ кунта: июль уйăхĕнче çуралнă кунне килеççĕ, унтан — пуçне хунă кун, виççĕмĕшĕнче — Пограничник кунне. Культура çурчĕ умне Руслан Николаевич ячĕпе чикĕ юпи (пограничный столб) лартнă. Унта инçетрен килнĕ çар çыннисем чечек çыххисем хураççĕ. Вулавăша кĕрсен вĕсем стендсемпе паллашаççĕ, Руслан çинчен ÿкернĕ фильм кураççĕ. Юлашкинчен пĕрле ларса чей ĕçетпĕр. Русланăн ашшĕпе амăшĕ кунта юнашарах пурăнаççĕ те час-часах килсе каяççĕ.
     Кунта пирĕн пĕчĕк музей пекех. Дагестанран кирлĕ документсем тутарса Русланăн автоматне те илсе килнĕ. Шкул ачисен кунта ОБЖ урокĕсем иртеççĕ теме те юрать, вĕсем автомата салатса пуçтарма хăнăхаççĕ. Кунтах — Желудкин подполковникăн çар тумтирĕ, карттусĕ.
     — Кăçал миçен килчĕç?
     — Тÿрех татса та калаймăп. Вĕсем ФСБ офицерĕсем, вĕсене сăн ÿкерме юрамасть.
     Тепĕр стенд — пирĕн ялтан тухнă Петров Антон Петрович инженери çарĕсен генерал-майорĕ çинчен. Кунта сăн ÿкерчĕк нумай. 1945 çулхи Çĕнтерÿ парачĕ ?вăл унта хутшăннă/, вăрçăра пĕрле çапăçнă юлташĕсем. Тăванĕсем, хĕрĕсем… Антон Петровичăн япалисем кунта питĕ сахал, мĕншĕн тесен вăл Мускавра пурăннă, тă-ванĕсем япалисене тĕрлĕрен музейсене парса пĕтернĕ. Питĕрти Çарпа истори музейне çыру çырса ятăм. Наччасах Геройăн сăн ÿкер-чĕкĕпе пĕрле хурав килчĕ, музей директорĕ çапла çырать: «Сăн ÿкерчĕк айне «Санкт-Петербургри артиллери, инженери çарĕсен тата çыхăнăвăн çарпа истори музейĕн пуххинчен» тесе çырма ыйтатăп». Эпир мĕн ыйтнине турăмăр. Антон Петровичăн кителĕ çинче икĕ Ленин орденĕ, виçĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ.
     — Вăл тăван ялне юлашки хут хăçан килсе кайнă-ши?
     — Антон Петрович 1982 çулта вилнĕ, виличчен килсе кайнă ĕнтĕ, çирĕплетсе калама пултараймастăп. Ваттисем аса илнĕ тăрăх, вăл тăван ялне питĕ юратнă. Кунта килсен уя, халăх ĕçленĕ çĕре, тухса çынсемпе калаçнă, совхозăн машинăпа трактор паркне кĕрсе механизаторсемпе тĕл пулнă.
     Тепĕр стенд пирĕн ялта 1912 çулта кун çути курнă Михаил Николаевич Левицкий çар летчикĕ-штурман пурнăçĕпе паллаштарать. 1942 çулта çĕрле партизансен отрядĕнчен таврăнакан самолета Ржев хули çывăхĕнче нимĕçсем зениткăран персе антарнă, Левицкий, ураран аманнăскер, тыткăна лекнĕ. Юрать-ха тыткăна лекнисен хушшинче Малинин çар тухтăрĕпе Аня Пархомова медицина сестри пулнă. Вĕсем Левицкий пурнăçне çăлса хăварнă, анчах урине, гангрена пуçланнипе, чĕркуççинчен çÿлерехрен наркозсăр ножовкăпа татма тивнĕ. Вăл виçĕ талăкран тин тăна кĕнĕ.
     1944 çулхи июль уйăхĕнче Совет çарĕсем Демблин хулине атакăланă та концлагерьти крематорире çунтарма хатĕрленĕ салтаксен пурнăçне çăлса хăварнă. Тыткăнран хăтарнă хыççăн Левицкий 30 килограмран кăшт ытларах кăна тайнă.
     Госпитальсенче чылай вăхăт сипленнĕ хыççăн Михаил Николаевич хăйне демобилизаци йĕркипе киле мар, хăй службăра тăнă чаçе яма ыйтнă. Ун ыйтăвне тивĕçтернĕ. Татăк ури юнланиччен протезпа çÿреме вĕреннине хăй кăна пĕлет.
     Гражданла сывлăш флочĕн министерствин тĕп штурманĕ сĕннипе Левицкий Бакури штурмансене хатĕрлекен училищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн ЛИ-2 самолетпа штурман пулса вĕçнĕ. 1946 çулта Михаил Левицкие Курган хулине 238-мĕш авиаотрядăн тĕп штурманĕ пулма янă. Вăл 1966 çулччен тĕрлĕ самолетпа вĕçнĕ, 1989 çулта, 77-е çитсен, пенсие тухнă. Михаил Левицкий 2008 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
     — Вăл çамрăкрах чухне тăван ялне килсе кайман-и?
     — Килнĕ. Вăл шкулăн малтанхи директорĕпе Трофимов Яков Трофимовичпа туслă пулнă. Пĕр-пĕ-рин патне çырусем çÿретнĕ. Яков Трофимович çав çырусене пурне те пирĕн музея пачĕ. Михаил Николаевичăн хĕрĕ 70-тен иртнĕ пулин те кашни çул тенĕ пекех пирĕн салана килсе каять.
     Пирĕн библиотекăна хулапа районти шкулсенчен кăна мар, ытти районти шкулсенчен те экскурсие килсех тăраççĕ. Эпир хăнасене хапăл тусах кĕтсе илетпĕр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *