Пятница, 4 октября, 2024
Главная > Публикации > Кашкăрçырми 111 çула çитрĕ

Кашкăрçырми 111 çула çитрĕ

Кашкăрçырми — Канаш районĕнчи чи пĕчĕк ялсенчен пĕри. Пĕршенер ялĕнчен 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчех куçса килсе тĕпленнĕскер кăçал 111 çул тултарнă. Ялта, Шелттем ял тăрăхĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 38 хуçалăх, халăх йышĕ — 62 çын. Ытларах пайĕ — дачниксем.

     Ялта ку таранччен социаллă пĕлтерĕшлĕ пĕр объект та пулман. Лавкка таврашĕ çукран куллен кирлĕ тавара туянма е Маяка, е Канаша çÿреççĕ. 2010 çулта Еремеевсен çемйи пуçарнипе тата йĕркелесе пынипе кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса палăк лартнăччĕ. Ял хушшинчи пĕвене те хăйсен вăйĕпех тасатса тирпейлĕхре тытса тăраççĕ кашкăрçырмисем. Пĕчĕк ялта пĕр çемьери пек пурăнаççĕ тесен те юрать.
     Пушар хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен пушар машини валли шыв илмелли ятарлă вырăн чавса тунă, унта шыв яланах тулли тăрать – аялтан çăл тапать. Кунашкаллине хальччен ниçта та курманччĕ-ха.
     Еремеевсен Сергей ятлă ывăлĕ кĕçĕнни пулнăран тĕп килте пурăнать. Мăшăрĕпе Наташăпа виçĕ ача çитĕнтерет. Нумай çул ĕнтĕ аякри регионсенчи пысăк стройкăсенче вăй хурать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыраканскере çынсем ĕçкĕпе туслă пулни хытах пăшăрхантарать, тарăхтарать. Ялта пуху, концерт, тĕлпулусем ирттерме нимĕнле вырăн та çуккипе аптраса çитнĕрен Сергей Александрович кăçал çуркунне ял варрине беседка лартма шутланă. Хăть çынсене пухăнса ларма йĕркеллĕ вырăн пултăр-ха тенĕ. Ĕçе пикеннĕ: çурт никĕсне янă, стенисене хăпартнă, кăмака лартнă, çуртăн стенисене ăшă тытмалла тунă, тултан профнастил çапса капăрлатнă. Беседка вырăнне пĕчĕкех мар самай хăтлă çурт пулса тăнă. Пĕчĕк ялшăн вăл халь — чăн-чăн клуб.
     — Пирĕн Сергей хăй умне тĕллев лартрĕ пулсан — ăна пурнăçа кĕртмесĕр лăпланмасть. Питĕ принциплă çын: каланă — тунă. Сăмахне çилпе вĕçтермест. Ялшăн питĕ тăрăшать. Пире те, эпир аслисем пулсан та, хавхалантарса, пулăшса пырать. Унпа чуна уçса калаçма пулать, вăл тимлĕ итлет, лăплантарать, канаш парать. Çавăнпа хальхинче те клуба тăвас ĕçĕн пуçаруçи, йĕркелÿçи, ăна вĕçне çитерес тесе тăрăшаканни вăлах пулчĕ. Тăвансене, ял-йыша пĕр чăмăра пуçтарчĕ, — тет аппăшĕ Роза Александровна.
     Обществăлла лапама православи уявĕнче — пан улми сăпасĕнче уçнă май кашкăрçырмисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Виталий Иванов, «ЭКРА» ООО директорĕн право ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Артем Владимиров, Шелттем ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыракан Елена Мардарьева саламларĕç, пуçаруллă пулнăшăн тав турĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *