Пятница, 12 июля, 2024
Главная > Публикации > Суйлав çĕнтерÿçисем паллă

Суйлав çĕнтерÿçисем паллă

Авăн уйăхĕн 17, 18, 19-мĕшĕсенче эпир Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйларăмăр. Сасăлав виçĕ куна пычĕ. Çак тапхăрта Канаш хулинче — 27, Канаш районĕнче 60 сасăлав участокĕ ĕçлерĕ.
Яманкасси ялĕнче 223 суйлавçă шутланать. Вĕсенчен 90 ытла проценчĕ хăйсен пуласлăхĕшĕн тăрăшса суйлава килчĕ, шаннă кандидатшăн сассине парса бюллетеньсене урнăна пăрахрĕ.
Сасăлав саккунпа килĕшÿллĕн иртнине партисем тăратнă сăнавçăсем тишкерсе тăнă. Суйлав пынă кунсенче Канаш хулипе районĕнче Чăваш Республикин Общество Канашĕ шаннă 174 сăнавçă ĕçленĕ. Суйлав участокĕсен членĕсем ватăсемпе урама тухса çÿреймен çынсем патне килĕсене пырса та суйлаттарнă.
Хальхи вăхăт тĕлне иртнĕ суйлавăн пирвайхи кăтартăвĕсем паллă. Канаш районĕнче те, хулинче те «Пĕрлехи Раççей» парти суйлавçăсен сассине ытларах пухнă. Канашсем Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ пулма Анатолий Аксакова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма Юрий Попова тата Артем Владимирова шаннă.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн çитес созывĕнче ултă парти депутачĕсем пулĕç: «Пĕрлĕхлĕ Раççей», КПРФ, «Тĕрĕслĕхшĕн Раççей», ЛДПР, Пенсионерсен тĕрĕслĕхĕшĕн партийĕ, «Çĕнĕ çынсем». Юлашки виççĕшĕн Патшалăх Канашĕнче пĕрер вырăн пулĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» — 20 мандат.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *