Вторник, 5 июля, 2022
Главная > Публикации > Çĕнтерĕве тылра туптанă

Çĕнтерĕве тылра туптанă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул та иртсе кайрĕ. Çав вăрçăра çапăçнă паттăрсем шутлă кăна юлчĕç. Пулас ăрусем те вăрçă паттăрĕсене асра тытчăр тесен пирĕн вĕсене вăрçă синкерлĕхĕ, тылпа фронт çинчен хамăр мĕн пĕлнине каласа кăтартмалла. Аслă Çĕнтерÿ юнпа, тарпа, куççульпе туптаннă. Тылпа фронт пĕр пулса тăшмана хирĕç кĕрешнĕ.


Манăн аттепе анне те çĕнтерĕве хăйсен тÿпине хывнă: атте — фронтра, анне — тылра. Вĕсен асаилĕвĕсем паян кун та хăлхара, вăхăт иртнĕ çемĕн тата уççăнрах, хыттăнрах илтĕннĕн туйăнаççĕ вĕсем.
— 2021 çул пирĕн республикăра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк пулнă май манăн та аннен асаилĕвĕсем çинчен каласа парас килчĕ, — тет Чакаç вăтам шкулĕнче нумай çул истори вĕрентнĕ, Чакаç ялĕнче пурăнакан Зинаида Егоровна Сорокина.
Анне, Людмила Васильевна Яковлева, 1923 çулта, Вăрмар районĕнчи Чăрăшçырма ялĕнче çуралнă. Вăрçă тухнă çул вăтам шкул вĕренсе пĕтерсе Чăваш патшалăх педагогика институтне кайса кĕнĕ. Анчах аслă пĕлÿ илме тÿр килмен. «Кĕреçе, лум тытрăмăр, фронта пулăшма пикентĕмĕр. Эпĕ Вăрмар районĕнчи Кивĕ Мăнтăр, Аслă Чак ялĕсен таврашĕнче окоп чавнă. «Противотанковый» траншейăсем е «ловушкăсем» теттĕмĕр эпир вĕсене. Ултă уйăх ĕçлерĕмĕр кунта. Шыв-шур тапрансан, март уйăхĕнче, киле таврăнтăмăр», — аса илетчĕ анне.
«Анне, 1941 çул питĕ сивĕ, 40 градусран та ытла шартлама пулнă теççĕ. Эсир çав вăхăта мĕнле тÿссе ирттернĕ?» — ыйтаттăм хаклă çыннăмран. «Çапла, вăл çулхине çĕр кĕркуннех хытăшăнса ларчĕ, юр та час çумарĕ. Чул пек шăннă тăпрана кĕреçепе, лумпа чавма çăмăл мар. Окопне 6-7 метр сарлакăш, 3 метр тарăнăш чавмаллаччĕ. Пысăк тăпра муклашкисене алăмпа, ваккине наçилккасемпе, çунашкасемпе çÿлелле илсе хăпармаллаччĕ. Алăсем шăнса кÿтетчĕç, туйми пулатчĕç. Тар та сывлăшрах пăрланатчĕ, куçсем тарпа, пăрпа хупланса курми пулатчĕç. Хальхи пек ăшă тумтир пулман: çăпата, сайра хутра çăм атă, фуфайка, çÿхе кĕпе, улача тутăр. Хваттерте те сивĕччĕ. 6-7 хĕр урайне улăм сарса çывăраттăмăр. Ÿт çине ÿпне çăпансем туха-туха нушалантаратчĕç.
Çапла, кунта пирĕн пуç çийĕн снаряд çурăлман, пульăсем шăхăрман, анчах вилĕм кашни утăмра юнашарах çÿретчĕ. Йывăр пулнă, чăтнă, куççуль кăларман ун чух. Мана тимĕртен тунă пуль тесе тĕлĕнетĕп халĕ.
Патшалăх хакларĕ пирĕн ĕçе, мана 1946 çулта «1941-1945 çулсенчи Тă-ван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăларĕ. Мăкăр ялĕнче çак хисепе эпĕ чи малтан тивĕçрĕм», — тесе хĕпĕртетчĕ 93-ри аннем.
Аннеçĕм, эсĕ пиртен уйрăлса кайрăн пулин те сан сассу, асаилĕвÿсем халĕ те хăлхара, асра. Сана вăхăт илеймĕ, хаклă çыннăмăр! Сан пек çирĕп вăй-халлă, вутра туптаннă, шывра путман, йывăрлăхран хăраман, хурçă пек çирĕп çынсем туптанă тылра Аслă Çĕнтерĕве. Тавтапуç сире, тыл паттăрĕсем! Сирĕн умăрта пуçăма таятăп! — тесе вĕçлерĕ хăйĕн калавне Зинаида Сорокина педагог ветеран.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code