Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пайкилт ялĕнче пурăнакан Анастасия Никитична Федотова ?Никитина/ 100 çулхи юбилейне паллă турĕ. «Хамăн вăрăм ĕмĕрте мĕн кăна курмарăм тата тÿссе ирттермерĕм пулĕ. Вăрçă çулĕсем уйрăмах асаплă пулчĕç. Çав синкерлĕ пулăм çĕршывра пурăнакан кашни çынна пырса тиврĕ, йывăр пулсан та тÿснĕ, чăтнă, яланах çутă тата телейлĕ малашлăха шаннă», — çапларах пуплет пурнăçри тумхахлă кун-çулне тишкернĕ май кинемей.
Анастасия Никитична 1922 çулта Çĕнĕ Мами ялĕнчи Никитинсен нумай ачаллă çемйинче çуралнă. Вĕсен пĕр хĕр те ултă ывăл çитĕннĕ. Наççа саккăр тултарсан амăшĕ çĕре кĕнĕ. Çав çулхинех пил-
лĕкри тата çулталăк тултарайман икĕ шăллĕ пурнăçран уйрăлнă. Масар çинчен хыттăн макăрса таврăннине хальхи пек астăвать вăл.
Кил-тĕрĕшри хĕрарăм ĕçĕ йăлтах ун çине тиеннĕ. Ашшĕпе аслă пиччĕшĕсем ăна хĕрхеннĕ, пулăшма тăрăшнă. Çемьери йывăр лару-тăрăва пăхмасăр хĕр-упраç шкула çÿренĕ. Ялта тăватă класс вĕреннĕ, унтан Аслă Мами шкулне кайнă. Çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан пĕр вăхăт колхозра вăй хунă.
Вун çиччĕ тултарсан ял çамрăкĕсемпе пĕрле Мускава завода ĕçлеме тухса кайнă. Унта нумай вăхăт ĕçлеймен вĕсем. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă, çамрăксем пурте каялла тăван яла таврăннă.
Кĕркунне ялти вăй питти çынсене Тăвай районне окоп чавма янă. «Ялтан темиçе лашапа ăсатрĕç пире. Пĕччен пурăнакан старик патне вырнаçтарчĕç. Ĕçе ирхине сакăр сехетре пуçăнаттăмăр. Сивве, çил-тăмана пăхса тăман, пурте кĕреçесемпе шăннă çĕре таккаттăмăр. Мĕн чухлĕ çамрăк хĕр шăнса чирлерĕ унта. Киле йывăр чирлисене çеç яратчĕç. Ватă кил хуçи эпир ĕçрен таврăннă тĕле кăмакара çĕр улми пĕçерсе хуратчĕ, каçсерен пирĕн çĕтĕлнĕ çăпатасене юсатчĕ. Хăйĕн тăван ачисем пекех юрататчĕ вăл пире, пысăк тав ăна», — аса илет хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă самантсене Анастасия Федотова. Кайран вăл Иваново облаçĕнче торф кăларнă, вăрман каснă.
Çав йывăр тапхăр чунпа тата сывлăх енчен çирĕп çынсене пĕр шелсĕр «суйланă», тен, çавăнпах пулĕ Анастасия Никитична хăйĕн çирĕп кăмăлĕпе тата чăтăмлăхĕпе пурне те тĕлĕнтерет. Мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскер паянхи кун та ĕçсĕр лараймасть. Выльăх-чĕрлĕх пăхать, картишне тухнă-тухман чăххи-чĕппи сырса илет ăна. Ачасемпе калаçнă пек сăмахлать вăл вĕсемпе, лешсем ун çине ăнланнăн тинкереççĕ.
Пĕрре çапла Анастасия Никитична кил картинче сак çинче ларатчĕ, ун çумне вырнаçрăм та сăмах çăмхине сÿтме пуçларăмăр. Асаилÿ авăрĕ пире таçта та илсе çитерчĕ. Вăрçă хыççăнхи пĕр хĕл юр питĕ нумай çуса тултарнă пулнă. Нарăс уйăхĕ тĕлне хапха урлах каçса кайнă. Ял çыннисем хапхисене уçас тĕллевпе юра хырман, ун урлă çÿреме тытăннă. Пÿрте кĕмешкĕн çенĕке картлашкапа аннă. Пĕчĕк-рех çуртсен мăрйисем çеç курăннă. Выльăх-чĕрлĕх уйăхĕпех витесенче тăнă. Ĕнесене утă пама вите тăррине уçса кĕнĕ, шывне те вите тăрринченех парса ĕçтернĕ.
Ачасемшĕн ку юр ырлăх вырăнĕнче пулнă. Вĕсем юра чакаласа хăйсене валли вылямалли ятарлă вырăнсем тунă. Хальхи вăхăтра юр пĕр метр хулăнăш çуса лартас пулсассăнах ахлататпăр, хамăра ытла та вăйсăр туятпăр-çке. Çапла мар-и, тусăмăрсем;
Анастасия Никитичнăпа калаçма ларсан алла хутпа ручка илмеллех. Вăл пирĕншĕн утса çÿрекен чăваш энциклопедийĕ вырăнĕнчех. Сăмах пуплеме тытăнсан мĕн чухлĕ кăсăкли тата тĕлĕнмелли пĕлме пулать. Хамăр ял çумĕнчи Кĕçĕн Çавал çинчен каласа кăтартнипе те паллаштарас килет сире. Кĕçĕн Çавал халĕ ансăр та ăшăх, ĕлĕкрех вăл тарăн пулнă, шыв кашни çуркунне çур яла сарăлнă, пуллине çынсем урам хушшинче тытма пултарнă. Пĕррехинче Наççана пиччĕшĕ хăйĕн вырăнне ут кĕтĕвне янă. Хĕр-упраç лаша çине утланнă та тепĕр кĕтÿçпе утсене улăха çитерме кайнă. Кунĕ питĕ шăрăх тăнă. Кăнтăрла иртсен çанталăк улшăннă, тÿпене хура пĕлĕтсем карса илнĕ, çĕре чĕтретсе аслати авăтнă, çиçĕм çиçнĕ. Витререн тăкнă евĕр çумăр чашлаттарса çума пуçланă. Кĕтĕве тем пек яла хăваласа кĕртес тесен те тепĕр кĕтÿçĕ килĕшмен, çынсем ятласран шикленнĕ. Çавала юхса кĕрекен çырмасем часах шывпа тулнă, пĕрин урлă ут кĕтĕвне каçарнă чухне тиха шыва кайнă. «Тем пек тăрăшсан та тихана шывран кăлараймарăмăр, çырмаран вăл часах Çавала юхса кĕрсе кайрĕ. Хăй те хăтăлас тесе тем пек тапаланчĕ, пĕчĕкскерĕн вăйĕ çитеймерĕ ахăртнех», — пĕлтерчĕ шывланнă куçĕсене тутăр вĕçĕпе шăлса типĕтнĕ май.
Чăн та, пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар. Анастасия Никитичнăн пурнăçĕнче ырри те, усалли те чылай пулнă, анчах та вăл лайăххине ытларах аса илме кăмăллать. Тен, çавăнпа унпа калаçма питех те çăмăл.
1951 çулта вăл Пайкилт каччипе Ермолай Федотовичпа çемье çавăрнă, вĕсем тăватă хĕр çитĕнтернĕ. Анастасия Никитична 2000 çулччен тăван хуçалăхра бригадирта тăрăшнă. «Тыл ĕçченĕ», «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ятсене тата ытти сумлă наградăна илме тивĕç пулнă вăл.
Хальхи вăхăтра сумлă çуралнă кунне кĕтсе илнĕюбиляр хĕрĕ патĕнче пурăнать. Çывăх тăванĕсем Анастасия Никитичнăна юратса пăхаççĕ тата куç пек сыхлаççĕ. Вăрăм ĕмĕрлĕ ентешĕмĕрĕн ăс-тăнĕ çирĕп, кил хушшинче вăл хăй тĕллĕнех çÿрет.
Анастасия Федотовăна 100 çулхи юбилейпе саламланă май çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх тата телей сунатпăр.
Людмила ИВАНОВА