Воскресенье, 3 июля, 2022
Главная > Публикации > Сипленме пыракансем хисеплеççĕ

Сипленме пыракансем хисеплеççĕ

Çулсерен, нарăс уйăхĕнче, фельдшер кунне паллă тăваççĕ. Тĕнчере коронавирус инфекцийĕ алхаснă май çак усал амакпа кĕрешекенсене уйрăмах йывăр лекет. Пациентсене амбулатори мелĕпе çеç сиплемеççĕ вĕт, çак сиплев курсне час-часах чирлĕ çынсен килĕсенче те ирттерме тивет. Вакцинаци тăвас ĕçре те фельдшерсем пысăк хастарлăх кăтартаççĕ.


Паянхи сăмах Çÿлти Вăрманялти сиплев çурчĕнче тăрăшакан Марина Николаевна Данилова фельдшер çинчен пулĕ. Вăл сывлăх сыхлав тытăмĕн-че 30 çул ытла тимлет. Ĕç кĕнекинче унăн пĕр йĕрке çеç çырăннă. Медицина пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн ĕçлеме тытăннă та вăл паян та пултаруллă, яваплă ĕлкĕрсе пырать. Сипленме пыракансем ăна юратаççĕ тата хисеплеççĕ.
30 çул сахал мар, Марина Николаевна унтанпа хăйсем атте-анне пулма ĕл- кĕрнĕ ĕнерхи ачасен пепкисене пăхать халĕ. Çемьене çĕнĕ кайăк килсен ача çулталăк тултариччен киле çÿресе унăн сывлăхĕпе кăсăкланать. Медицина карттисене тултарса пырать, ĕç вырăнĕнче яланах йĕрке хуçаланать.
Марина Данилова патне чылайăшĕ сипленме кăна мар, сĕнÿ-канаш та ыйтма çÿреççĕ. Ара, чире профилактика мелĕпе сирсе яма май килни унтан сипленессинчен аванрах вĕт. Çакна шута илсе ăста фельдшер ятарлă курссем йĕркелет, информаци хатĕрĕсем вырнаçтарать. Хăйĕн ăсталăхне те ÿстерсе пыма манмасть.
Марина Николаевна ял халăхне чĕре тата онкологи чирĕсем «çамрăкланса» пыни çинчен аса илтерсех тăрать, çавăнпа диспансеризацие хутшăнса сывлăха тĕрĕслеттерсех тăма хистет.
Сывлăх сыхлавĕ пĕр вырăнта тăмасть. Тĕрлĕ чир-чĕрпе кĕрешмелли меслетсем çĕнелсех пыраççĕ. Пурнăçпа пĕр тан утса пирĕн фельдшер та çак çĕнĕлĕхсене ăша хывать, пирĕн сывлăх хуралĕнче çирĕп тăрать.
Иртнĕ çулта Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерстви «Тавтапуç тухтăр! Тавтапуç медицина сестри!» ятарлă акци-проект йĕркеленĕ. Унпа килĕшÿллĕн сипленекенсем хăйсене кăмăла каякан тухтăра е медицина сестрине тав сăмахĕ калама пултарнă. Проект пĕтĕмлетĕвĕпе Марина Николаевна лауреат ятне илме тивĕç пулнă.
Эпир те хамăртан Марина Даниловăна пысăк тав сăмахĕ каласшăн. Ял халăхĕн сывлăхĕшĕн нумай тăрăшать вăл, таçта та ĕлкерет. Çирĕп сывлăх, телей тата иксĕлми телей сунатпăр эпир ăна!

Сипленекенсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code