Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Пĕр-пĕринпе тахçан паллакан пĕлĕшсем евĕрех калаçрăмăр

Пĕр-пĕринпе тахçан паллакан пĕлĕшсем евĕрех калаçрăмăр

Çулсерен авăн уйăхĕнче Çĕнĕ Шелттемре СССР спорт мастерĕн, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Вячеслав Красновăн ятне асра тытса хăвăрт утассипе ăмăрту иртет. Вячеслав Максимовичпа эпĕ туслă пулнă. Паллă ентешĕмĕрпе 1974 çулхи раштав уйăхĕнче Шупашкар хулинче йĕлтĕр йĕрĕ çинче пуçласа паллашнăччĕ.

Вăл çав çулсенче йĕлтĕрçĕсене олимп вăййисене хатĕрлекен Чăваш Енри профсоюз организацийĕн опорлă пунктăн тренерĕ шутланнă, Етĕрнене каякан çул (Ядринское шоссе) çинче тунă йĕлтĕр йĕрĕ çинче шăпах спортсменсене хатĕрлетчĕ. Эпĕ унта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче ытти студентсемпе пĕрле тренировкăна пынăччĕ. Мана Канаш районĕнчен пулнине пĕлсен пирĕн калаçу тата уççăнрах пулса пычĕ. Пĕр-пĕрне тахçан паллакан пĕлĕшсем евĕрех пуплерĕмĕр унпа ун чухне. Вячеслав Краснов калаçуран ăслă, ырă кăмăллă тата çынсемпе хутшăнма юратакан çын пулни палăрчĕ. Çулсем иртнĕ май çитĕнĕвĕсемпе тата карьера картлашки тăрăх çÿлтен-çÿле хăпарса пычĕ пулин те çынлăх тенине пĕрремĕш вырăнта тытса пычĕ.

Вячеслав Максимович 1950 çулхи чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче Çĕнĕ Шелттем ялĕнче çуралнă. Шелттемри сакăр класлă шкултан вĕренсе тухсан пĕлĕвне малалла Шупашкарти коопераци техникумĕнче аталантарнă. Кайран И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче (халĕ университет) физкультура уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă.

1969 çулта Шупашкарти коопераци институтĕнче физкультура предметне ертсе пыма пуçланă. Унтан спортсменсене олимп вăййисене хатĕрлекен Чăваш Енри профсоюз организацийĕн опорлă пунктĕнче тренер пулса ăмăртусене хатĕрленĕ. Кайран комсомол тата парти органĕсенче ĕçленĕ. 1990 çулта Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн патшалăх комитетне ертсе пынă, 1994 çулта Чăваш Енри физкультурăпа спорт министрĕн должноçне йышăннă. «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ пулнă тата ытти сумлă должноçсене йышăннă. Ентешĕмĕр тивĕçнĕ наградăсемпе парнесем мăнаçлăх туйăмĕ çуратаççĕ.

Виталий ПЕТРОВ, районти ветерансен канашĕн председателĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *