Среда, 30 октября, 2024
Главная > Публикации > Çăмăл-и ултă ачана пăхма?

Çăмăл-и ултă ачана пăхма?

Ольга Сергеева Шăхасанта пурăнать, виçĕ çул шаурма сутакан киоскра ĕçлет. «Хуçи лайăх, — тет Ольга Юрьевна, — кăмăллă чăваш хĕрарăмĕ. Шăхасанта та, Канашра та кафе тытать, хăйĕн пекарня пур. Çулталăк каялла виçĕ çĕртре те ĕçлесе пăхрăм, канмалли кунсем çук, питĕ ывăнтарать, вара икĕ ĕçне пăрахма тиврĕ. Çулталăк ĕçлесе калама çук ывăнтăм.

Çемьере ман ултă ача, виççĕшĕ хамăн, виççĕшне иртнĕ апрель уйăхĕнче усрава илме тиврĕ. Хамăн шăллăмăннех. Асли, Даша, кăçал тăххăр тултарчĕ. Иккĕмĕшĕ, Яна, çиччĕре, чи кĕçĕнни, Егорка — пĕчĕк Якур, тăваттăра. Хамăн та виçĕ ача. Асли – хĕрача, вун тăххăрта, ывăлăм вун тăваттăра, кĕçĕнни çиччĕ тултарать.

Шăллăм та, арăмĕ те ĕçетчĕç, ачисене пăхман, çавăншăнах ашшĕ-амăшĕн прависемсĕр хăварчĕç. Кин пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнче çамрăклах вилчĕ. Вăтăр тăваттăраччĕ.

Ачисем пултаруллă. Асли юрлама çÿрет ÿнер шкулне. Пĕрремĕш класа çÿрекен хĕрачана халлĕхе ÿнер шкулне илмерĕç-ха. Малтан вулама-çырма вĕрентĕр, çитес çул илетпĕр терĕç. Тăваттăри, вăл арçын ача, — мартра пиллĕк тултарать — питĕ хитре ÿкерет. Темĕнле картинăсем мар ĕнтĕ, машинăсем ÿкерме юратать. Раскраскăсем сăрланă чухне те ÿкерчĕкрен тухса каймасть. Ачи кăштах шухăрах, хытăрах тытас пулать.

— Çавăн пек аталанса пырсан малашне художник пулатех унран. Ачасем çĕнĕ çемьене епле хăнăхрĕç?

— Вĕсем юлашки вăхăтра килте пурăнман пекех. Ашшĕпе амăшне ашшĕ-амăшĕн прависемсĕр хăварсан ачисем Улатăр хулинче аслашшĕ патĕнче çулталăк ытла пурăннă. Аслашшĕ иртнĕ çулхи февральте инсультпа вилсен ачасене Канашри приюта илсе килнĕ. Кирлĕ документсене пуçтарса, вĕсене апрельте приютран кайса илтĕмĕр. Кунта пурăнма часах хăнăхса çитрĕç. Пире «атте», «анне» теççĕ. Хăш чухне, ытларах ашкăнса кайсан, ятлакаласа та илетĕп: «Ах, хам ачасем пулсан…», — тетĕп. «Эпир сирĕн ачăрсем мар-им вара;» тееçĕ мана.

— Мăшăр та пулăшать пулĕ; Мĕн ĕçре вăй хурать-ха?

— Иксĕмĕр те ачасемшĕн тăрăшатпăр ĕнтĕ. Малтан вăл сĕт турттаратчĕ ялсенче сутăн илсе. Халĕ бетонщика куçрĕ. Выльăх усратпăр Ушанар ялĕнче. Хамăн ирсерен кайса пăхма вăхăт çук та, ачасене шкула ăсатмалла, тата ытти ĕç те пур, вара выльăх пăхма ирсерен-каçсерен вăл çÿрет.

— Ушанарта кил-çурт таврашĕ пур-и?

— Унта кукамай пурăннă та, пÿр- чĕ çук, сарайсем пур. Выльăх усранă пирки Ушанарта икĕ гектара яхăн çĕре тара илтĕмĕр. Утă валли люцерна, тырă та акма пуçларăмăр.

— Тыррине вырма комбайн кирлĕ вĕт-ха.

— Ялта тырă акакансем тата та пур. Пурте пĕрле пуçтарăнса комбайн чĕнсе илетпĕр те черетпе выртаратпăр. Пĕлтĕр Çĕрпÿ районĕнчен чĕнсе илнĕччĕ.

— Ачасене ĕçе хăнăхтаратăр-и?

— Пире психолог ачасене ĕçе вĕрентĕр, тенĕ. Ачасем маттур: «Анне, мĕн туса пулăшмалла?» — тесе кăна тăраççĕ.

— Ачасем чăвашла пĕлеççĕ-и?

— Ăнланаççĕ, анчах калаçмаççĕ. Халĕ садикре те, шкулта та вырăсла калаçаççĕ те, ачасене чăвашла калаçтарма çăмăл мар. Эпĕ вĕсемпе чăвашла калаçа-калаçа ал ĕçĕ тума хăнăхтаратăп. Акă, иртнĕ Çĕнĕ çул умĕн елка çине çакма вĕтĕ шăрçаран (бисертан) мулкачсем турĕç. Мĕнле савăнчĕç вĕсем! «Анне, эпир те пултаратпăр вĕт-ха!» — теççĕ.

— Ольга Юрьевна, эсир хăвăр вĕтĕ шăрçапа темĕн те пĕр ăсталатăр. Хăçан пуçăннă ку питĕ интереслĕ ĕçе?

— Çичĕ çул каялла, чи кĕçĕннипе декретра ларнă чухне, çак ĕçе вĕренес тесе Интернета кĕтĕм. Çавăнтан пăха-пăха вĕрентĕм. Ку ĕç ман нервăсене лăплантарать, хама лайăх туйма тытăнатăп.

— Ку тата сирĕн мĕн чечекĕ?

— Роза тăватăп тесех пуçларăм-ха, анчах юлашки шăрçасене сая ярас мар тесе турăм та, урăх хитре чечек пулчĕ. Темĕншĕн мана роза чечекĕ тума килĕшет. Хутран-ситрен çырласем те тăватăп-ха. Вĕсене Интернета кăларса лартатăп та, «кусене туянма пулать-и», тесе ыйтакансем те пур. «Оля, пире парне пама чечек кирлĕ», — тесе тÿрех шăнкăравлаççĕ паллакансем.

— Çак чечеке тума мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ?

— Çак ĕçпе кăна ларсан пĕр кун çурăра туса пĕтерме пулать. Ман вĕт-ха çемье пысăк, апатне те пĕçермелле, урокĕсене те тумалла, вара ман ĕç виçĕ-тăватă куна тăсăлать. Ман пысăк ĕмĕт пур — пĕр метр çурă-икĕ метр çÿллĕш хурăн тăвасси. Çынсем ăна тума пĕр икĕ-виçĕ çул та иртсе каять, теççĕ. Ĕçне ниепле те пуçласа яраймастăп-ха.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *