Янкăлч салинче çĕнĕ шкул çĕкленет. Унта 165 ача пĕлÿ пухма пултарĕ, тата тепĕр 40 вырăн кĕçĕн çулхи пепкесем валли пулĕ.
Шкула «Вĕренÿ» Наци проекчĕн «Ял территорисен комплекслă аталанăвĕ» патшалăх программипе килĕшÿллĕн хăпартаççĕ. Çак тĕллевпе хыснаран 275 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Пĕлÿ çурчĕ килес çул çурла уйăхĕнче хута каймалла.
Стройка ĕçĕсемпе нумаях пулмасть Чăваш Енри вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захаров паллашнă. Подрядчик хальхи вăхăтра шкулăн пĕрремĕш хутне хăпартать. Пĕлÿ çуртне туса пĕтерсен унта Çарпа ĕç мухтавĕн музейĕ валли те вырăн тупăнĕ. Паянхи шкул музейăн фондĕнче 600-е яхăн экспонат упранать. Шкул директорĕ Светлана Васильева çак паха коллекци ачасене патриотизм воспитанийĕ парас ĕçре пысăк вырăн йышшăннине палăртнă.
Дмитрий Захаров министр Янкăлч салинче округ ертÿлĕхĕпе, шкул дирекципе тата подрядчикпа стройка ĕçĕсене сÿтсе явнипе пĕрлех шкулăн профилĕ тата ăна çĕнĕ йышши хатĕрсемпе тивĕçтермелли ыйтусем тавра та калаçу йĕркеленĕ.