Главная > Артемий Мясников

Çĕр ĕçнемĕн ачаран хăнăхса ÿсĕç

Шкул çулне çитмен пепкесене ял хуçалăхĕпе паллаштарас тата тăван тавралăха юратма вĕрентес тĕллевпе ача сачĕсенче агролабораторисем уçаççĕ. Пĕлтĕр ăна Уçырма ялĕн ача садĕнче пуçласа хута янăччĕ. Çак кунсенче Канаш тăрăхĕнче харăсах тата икĕ лаборатори ĕçлеме пуçланă. Вĕсем Вăтакас Кипечпе Ăвăс- пÿрт Кипеч шкулĕсен çумĕнчи ача сачĕсенче уçăлнă. Кипеч тăрăхĕнче тĕллевлĕ проекта

Подробнее

Кăçал та вунă гектартан кая мар лартĕç

Чаплă купăста туянас текенсем çак паха пахча-çимĕçе пасарта е лавккара шыраса çÿ-ремеççĕ, тÿрех Сиккасси салинче ĕçлесе пурăнакан Олег Шпаков фермер патне васкаççĕ. Купăста уйĕсем унта çулсерен пысăк лаптăк йышăнаççĕ. Купăстана кăçал та вунă гектартан кая мар лартассине палăртать Олег Васильевич. Купăста вăррине пысăк тата çутă теплицăра акса хунă та ĕнтĕ. 150 пин

Подробнее

Кĕрхи калчана апатлантараççĕ, курăк анисене сÿреççĕ

Канаш тăрăхĕнчи ял хуçалăх ĕçченĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене пуçăннă. Вĕсем кĕрхи культурăсене апатлантараççĕ тата нумай çул ÿсекен курăксен анисене сÿреççĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлама округра чи малтан Никонов тата Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕсем тухнă. Çĕр типсе пынă май уй-хире техника кăларнă хуçалăхсен йышĕ тата та ÿснĕ. «Калчана çуркунне удобрени хывса пулăшни ял хуçалăх

Подробнее

Ĕçри ăнăçлăх хамăртан килет

Кашни квартал вĕçĕнче ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси çирĕп йăлана кĕчĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăрупа вулакансене Канашри муниципаллă округăн ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалистне Сергей Васильева паллаштарма ыйтрăмăр. Пĕрремĕш кварталта округри хуçалăхсенче чĕрĕ виçепе 125,9 тонна (пĕлтĕрхи çак тапхăра пăхсан 155,8 проц.) аш-какай туса илнĕ. Хуçалăхсенчен чылайăшĕ аш-какай илессине ÿстернĕ. «Урюм» тата «Исток»

Подробнее

100 çулхи юбилейне паллă тунă

Юмансар ялĕнче пурăнакан Анна Никитична Никитина 100 çул тултарнă. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, ăна патшалăх «Мухтавлă тата ырми-канми ĕçшĕн» медаль парса чысланă. Юбиляра çуралнă кунпа округăн социаллă аталану пайĕн ертÿçи Вероника Павлова тата çывăх тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем саламланă. Юмансарти культура çурчĕн артисчĕсем концерт лартса панă. Анна Никитична Юмансар ялĕнче нумай ачаллă

Подробнее

Катек шкулĕнче тăрăшакансемгуманитари пулăшăвĕ хатĕрленĕ

Вĕсем госпитальсенче сипленекен аманнă салтаксем валли ятарлă минтерсем çĕлеççĕ. Çак ĕçе вĕрентекенсемпе пĕрле ачасем те хастар хутшăнаççĕ. Хальхинче катексем çар витĕмĕнчи сиплев учрежденийĕсене гуманитари пулăшăвĕн тăваттăмĕш партине ăсатнă, унта - 156 минтер кĕнĕ. Унсăр пуçне Ачча тăрăхĕнчи волонтерсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксем валли укçа-тенкĕ, апат-çимĕç тата ытти кирлĕ хатĕр

Подробнее

Çĕнĕ çула — çĕнĕ ФАПсем

Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Кивĕ Шелттемпе Вырăскас Пикших ялĕсенче пурăнакансем валли пысăк парне туса панă. Икĕ ялта та «Сывлăх сыхлавĕ» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлнă. Çак савăнăçа вырăнта пурăнакансемпе пĕрле республикăри транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин, Чăваш Енри Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, округ пуçлăхĕ

Подробнее

Грант – патшалăх тивĕçтерекен витĕмлĕ тĕрев тата пулăшу

Ялта пурăнакансем хăйсен тăрăшулăхĕпе тата ĕçченлĕхĕпе яланах уйрăлса тăнă. Вĕсем пĕр самант та пушă лармаççĕ, пахча-çимĕç туса илеççĕ, улма-çырла çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, хурт-хăмăр тытаççĕ тата ытти те. Чылай чухне ял çынни хушма хуçалăхра туса илнĕ продукципе хăй усă курать. Ытлашшине сутса çемье бюджетне тупăш кĕртнĕ пулĕччĕ-ха, анчах та çĕр ĕçченне е

Подробнее

Туслă йышпа кирек мĕнле ĕç те ăнăçать

Асхва ялĕ çумĕнчи «Урожай» стадионта çĕнĕ ача-пăча лапамĕ хута кайнă. Ăна «Аслисенчен – ачасене» акципе килĕшÿллĕн вырнаçтарма май килнĕ. Тĕллевлĕ акцие кăçал çĕртме уйăхĕнче старт панă. Ăна Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă. Унта предприятисемпе организацисем, депутатсем, çамрăксен тĕрлĕрен юхăмĕ тата ахаль çынсем хастар хутшăннă. Вĕсем ятарлă QR-кодпа усă курса уйрăм счет çине

Подробнее

Çывхарса килекен уявпа саламлатпăр

Вырсарникун траснпорт отраслĕн ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăвĕç. Хаçат тусĕсене журналистсемпе тачă çыхăнса ĕçлекен хастарсемпе - округ администрацийĕн ăста водителĕсемпе паллаштаратпăр. Вĕсемпе пĕрле эпир муниципалитетра иртекен кашни мероприятие кĕске самантра çитсе килетпĕр, çĕнĕ хыпара вулакан патне оперативлă çитерме тăрăшатпăр. Сăн ÿкерчĕкре сулахайран пĕрремĕшĕ - Олег Микушин, вăл çак туслă ушкăн ĕçне

Подробнее