Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Грант – патшалăх тивĕçтерекен витĕмлĕ тĕрев тата пулăшу

Грант – патшалăх тивĕçтерекен витĕмлĕ тĕрев тата пулăшу

Ялта пурăнакансем хăйсен тăрăшулăхĕпе тата ĕçченлĕхĕпе яланах уйрăлса тăнă. Вĕсем пĕр самант та пушă лармаççĕ, пахча-çимĕç туса илеççĕ, улма-çырла çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, хурт-хăмăр тытаççĕ тата ытти те.

Чылай чухне ял çынни хушма хуçалăхра туса илнĕ продукципе хăй усă курать. Ытлашшине сутса çемье бюджетне тупăш кĕртнĕ пулĕччĕ-ха, анчах та çĕр ĕçченне е выльăх пăхакана аталанма, техника туянса ял хуçалăхĕнчи йывăр ĕçе механизацилесе кăштах та пулин çăмăллатма укçа-тенкĕ çитсе пыманни чăрмав кÿрет.

Кун пек чухне патшалăх тĕревĕ витĕмлĕ пулăшу пулса тăрать. Сăмах ялта ĕçлесе пурăнакансене хăйсен ĕçне йĕркелесе яма паракан тĕллевлĕ грантсем çинчен пырать. Ăна малашлăха çирĕп пăхса хăйсен аталану çул-йĕрне куракансем пĕр чăрмавсăр тивĕçме пултараççĕ. Мĕншĕн тесен бизнес-планра çак самантсене тÿрремĕн уçса памалла, укçа килсессĕн вара патшалăх шанăçне тÿрре кăларма тăрăшмалла.

Çакăн пек мал ĕмĕтлĕ çынсем Канаш тăрăхĕнче те çук мар. Юлашки çулсенче кăна «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна хутшăнса 20 çын патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Кашнин грант сумми тĕрлĕрен, паллах, унăн виçи конкурса мĕнле проект хатĕр- лесе тăратнинчен килет.

Владимир Волынкин, сăмахран, Çĕнĕ Чалкасси ялĕнче сурăхсемпе ĕçлеме тĕллев лартнă. Патшалăх грантне çĕнсе иличчен унăн хăйĕн 60 пуç сурăх пулнă-ха. 2018 çулта тĕллевлĕ укçа килнĕ. Фермер унпа çĕр ытла сурăх туяннă тата выльăх апачĕ хатĕрлекен техникăпа пуянланнă. Паянхи кун сурăхсен йышне 480 пуçа çитернĕ. Çак йыш тата та хушăнас шанăç пур. Витери пÿлмесенче тин кăна пăруланă сурăхсем путекĕсене ĕмĕртеççĕ. Ферма çумĕнче кĕтÿрен уйăрса хăварнă халь-халь «анне» пулма хатĕрленекеннисем хăйсен вăхăтне кĕтеççĕ. «Ясли» тата «ача садĕнче» те йышлă путек чупни курăнать. Тĕп кĕтÿ çаран çинче çÿрет. Фермер хуçалăхĕ çак тĕллевпе хăйсен мĕнпур çĕр лаптăкне уйăрнă. Çавна май выльăх апатне укçалла кÿр-се килеççĕ. Пилĕк çĕре яхăн сурăх талăкра мĕн чухлĕ апат çисе яма пултарнине ял халăхĕ çăмăллăнах ăнкарĕ. Апла пулин те çакнашкал тăкаклă самантсем малашлăха çирĕп пăхакан çынсене хăратмаççĕ, умри тĕллевĕ патне вĕсем çирĕп утаççĕ.

***

Çак йышра Асхва тăрăхĕнчи Аслă Мами ялĕнче пурăнакан пĕр тăван Николаевсем те пур. Андрей, Сергей, Виктор тата Иван пĕр шухăшлă пулса çемье ферми йĕркелесе яма палăртнă. Сергее вара асли пулма шаннă.

Шутланă — тунă. 2019 çулта пĕр тăван Николаевсем «Çемье выльăх-чĕрлĕх фермине туса аталантарасси» программăпа конкурса хутшăннă. Вăй питти арçынсене умри тĕллевне пурнăçа кĕртме патшалăх вунă миллион тенкĕ грант уйăрса панă. Условипе килĕшÿллĕн пĕрлехи ĕç валли Николаевсем илнĕ грант çумне унăн 40 проценчĕ чухлĕ хăйсен укçине хушнă.

Ку укçа-тенкĕпе фермер хуçалăхĕ техника, оборудовани, пушмак пăрусем туяннă тата грантăн пĕр пайне ферма тунă çĕре янă. Халĕ унта 54 пуç ĕне тытаççĕ, тăхăр уйăхра кашнинчен вăтамран тăватă пин килограм ытла сĕт суса илнĕ.

Палăртмалла, Николаевсем патшалăх пулăшăвĕпе маларах та усă курнă. 2016 çулта Сергей Владимирович «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа конкурса хутшăнса 1,1 миллион тенкĕ грант çĕнсе илнĕ пулнă. Патшалăх шанăçне тÿрре кăларнăран пулăшу виçи те палăрмаллах пысăкланнă.

Çак тĕслĕхсем ытти мал ĕмĕтлĕ ентешсене те тĕллевлĕ гранта тивĕçес енĕпе пĕрремĕш утăмсем тума хавхалантарасса шанатпăр. Кăмăл-туртăм пур пулсан сире Канаш округĕн ял хуçалăх пайĕнче хаваспах пулăшĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *