Главная > Публикации > Вĕрентекенсем тупăшнă

Вĕрентекенсем тупăшнă

Канаш тăрăхĕн спортпа туслă вĕрентÿ ĕçĕн хастарĕсем волейбол вăййинче тата шывра ишсе тупăшнă.

Ăмăртăва педагогсен вырăнти профсоюз организацийĕ йĕркеленĕ.

Спортсменсене Шăхасан салинчи «Импульс» спорт комплексĕ йышăннă. Унта профсоюзра тăракан 80 ытла вĕрентекен пуçтарăннă.

Ĕçтешĕсене педагогсен вырăнти профсоюз организацийĕн ертÿçи Ольга Григорьева саламланă. Спорт комплексăн ертÿçи Федор Спиридонов «ГТО» нормативне тултарнă чухне палăрнă вĕрентекенсене «ылтăн» паллăсем парса чысланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *