Понедельник, 6 мая, 2024
Главная > Публикации > Владимировсем – ĕçчен те тăрăшуллă çемье

Владимировсем – ĕçчен те тăрăшуллă çемье

И.Я. Яковлев «Чăваш халăхне» халалĕнче: «Çемье вăл – халăх тата патшалăх чаракĕ», – тесе палăртать. Аслă вĕрентекенĕмĕр сăмахĕсене ăша хывса чăваш çирĕп çемье чăмăртать, ачи-пăчине пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарать, çамрăк ăрăва таса та ырă чунлă пулма вĕрентет.

Канаш тăрăхĕнчи Анаткас Татмăш ялĕнче пурăнакан Олег Алексеевичпа Алина Михайловна Владимировсем чăвашсен ыра йăлисене чăнахах та тытса пыраççĕ тесе шутлатăп эпĕ. Атте тата анне… Чи çепĕç те ăшă сăмахсене кун каçа миçе хут каламаççĕ-ши ачисем вĕсене? Владимировсем 3 ача çуратса чĕкеç чĕлхи парнеленĕ, ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă. Ашшĕпе амăшне çупăрласа темĕн чухлĕ çепĕç сăмах каласа, юнашар ларса чун-чĕринчи мĕн пур лайăх енне панăшăн, куç хупмасăр телейлĕ пурнăç пилленĕшĕн тав тăваççĕ тĕпренчĕкĕсем.

Алина Михайловна 1969 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Йăлмачча ялĕнчи Михаил Константиновичпа Валентина Михайловна Константиновсен килĕнче кун çути курнă. Нумай ачаллă çемьере кĕпе тумтир çуса тасатасси, кĕçĕннисене апат çитересси аслисен тивĕçĕ пулнă. Туслă йышпа, пурри-çуккине çурмалла пĕрле пайласа ÿснĕ хаваслă йыш.

Улми йывăççинчен аякка ÿкмен иккен. Михаил Константиновăн хĕрĕ, Алина Михайловна, ал ăсталăхĕпе пурне те тĕлĕнтерет. «Анне – пирĕн пурнăç, анне – пирĕн телей», – теççĕ ачисем юратнă амăшĕ çинчен. Унран ытла тата пур ĕçе те пултарать-çке тесе тĕлĕнмеллипех тĕлĕнеççĕ. Кирек мĕнле пĕчĕк ĕçе те чаплăлантарса яма тăрăшать Алина Михайловна. Чăнах та, вăл тума пĕлмен ĕç те çук пулĕ тĕнчере? Нихăçан та ахаль лармасть вăл: тĕрлет, çыхать, арлать, ачисемпе мăнукĕсем валли тутлă апат хатĕрлет.

Хăнисем те Алина аппан ĕçĕсене курса тĕлĕнеççĕ, ăсталăхĕшĕн мухтаççĕ. Ара, унăн кашни çиппи сая каймасть-çке, кашни кивелнĕ япала çĕнĕ сĕм илет.

Олег Алексеевич Владимиров та яланах ĕçре тăрмашать. Колхозник çемйинче çуралса ÿснĕскер, хăй ачалăхне мĕн пĕчĕкренех çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Шкул çулĕсенчех комбайн штурвалĕ умне ларнă. «Пиçнĕ тырă шăрши сăмсана кăтăклатчĕ, жаткăна тырă тайăлса кĕнине пăхса пыни мĕне тăратчĕ! Ара çăкăр туса илес ĕçре ман тÿпе те пур-çке-ха тесе савăнаттăм», – çапла каласа парать Олег Алексеевич хăй пурнăçне çĕрпе çыхăнтарнине аса илсе.

Ывăлĕ Владислав та ашшĕнех пăхнă. Тăватă çултах аркатса пăрахнă велосипеда пуçтарса çывăх çыннисене тĕлĕнтернĕ. «Аннен кÿршĕри пахчаран çĕр улми кăларса килмелле вĕт, тулли миххе киле ниепле те пĕччен çитереес çук. Атте ирех ĕçе кайнă та алли çитеймен ĕçе хамах тăвас терĕм», – тенĕ ĕç хатĕрĕсене пуçтарса ывăннăскер. Улттăра вара мотоцикл чуптарма пултарнă. «Тырă вырнă çĕре каяс килчĕ, çуран утас килмерĕ. Атте епле ĕçленине пăхса тăнăччĕ те, хам туса пăхрăм, аппалансан хурçă утăм сас пачĕ», – аса илет Владислав темиçе çул каялла пулса иртнĕ ĕç çинчен. Ашшĕ тÿсĕмлĕхĕпе тăрăшулăхĕ, ĕçченлĕхĕ ывăлĕнче пурришĕн савăнаççĕ çывăх çыннисем. Ара, ывăлĕ ашшĕне пăхать мар-и? Ял хуçалăх ĕçĕсен вăрттăнлăхне пĕлсе ÿснĕ Владислав Олегович халĕ фермер хуçалăхне ертсе пырать, хуçасăр юлнă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртет.

Владимировсен ĕçчен те кăмăллă çемйи ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсем ял пурнăçне юратса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ, ĕçрен пăрăнмаççĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ.

Вера ВАСТЕРОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *