Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Çунатлă туссене пулăшаççĕ

Çунатлă туссене пулăшаççĕ

Хĕле кĕтĕмĕр. Çак тапхăрта вĕçен кайăксене апат тупса çиме уйрăмах йывăр.

Вырăскас Пикших ялĕнче хĕл каçма юлнă çунатлă туссене çак ыйту питех пăшăрхантармасть те пулĕ. Вĕсем кунĕпех шкул картишĕнче хĕвĕшеççĕ.

Экологи волонтерĕсен членĕсем таврари йывăçсем çине сырăшсем çакнă, вĕсене тĕрлĕ апатпа пуянлатсах тăраççĕ. Менюре хурапа шурă çăкăр, тĕрлĕрен тырă пĕрчисем, хĕвел çаврăнăшĕ, салă тата ытти те. Ачасем апата килĕсенчен илсе килеççĕ, кайăксем сырăш тавра пуçтарăнса апатланнине вара уйрăмах сăнама юратаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *