Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Уя пырса саламланă

Уя пырса саламланă

Катек ялĕнче пурăнакан Михаил Петров аллă çул ытла руль умĕнче. Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа вăхăт чылай иртнĕ пулин те вырма тапхăрĕнче ăна çулсерен комбайн штурвалне тытса пынине курма пулать.

Кăçал Михаил Петрович 77 çул тултарчĕ. Çурла уйăхĕнче çуралнă май унăн менелникĕ яланах тырă пуссинче иртет. Ăста механизатора çуралнă кунпа уя пырса саламласси вара çирĕп йăлана кĕнĕ.

Комбайнера кăçал рапс уйĕнче чысларĕç. Саламлакансен йышĕнче округ пуçлăхĕн çумĕ Александр Федоров, вырăнти АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕ Валерий Долгов, «Канмаш» агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ Валерий Лапшин, Ачча территори пайĕн ертÿçин тивĕçне пурнăçлакан Марина Порфирьева пулчĕç. Катекри культура çурчĕ çумĕнчи «Шевле» фольклор ушкăн хаваслă юрă-кĕвĕ парнелерĕ.

Михаил Петров тăван хуçалăхра малтан шоферта ĕçленĕ, кайран тракториста куçнă. 1972 çулта пуçласа комбайн çине ларнă. Ăсталăхне çулсерен туптаса пынă.

Катек тăрăхне «Канмаш» агрофирма ĕçлеме килсен пушă выртакан çĕрсем каллех илемлĕ тырă пуссине çаврăннă. Вырма вăхăтĕнче Михаил Петровича комбайн çине йыхравланă. 2009 çултанпа вăл «Палессе» комбайнпа тырă вырма тухать. Хă- йĕн ăсталăхне çитĕнекен ăрăва вĕрентсе пырать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *