Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Стройка ĕçне хакланă,çамрăксемпе тĕл пулнă

Стройка ĕçне хакланă,çамрăксемпе тĕл пулнă

Канаш тăрăхĕнче Раççей сенаторĕ Николай Владимиров ĕçлĕ çулçÿревпе пулнă.

Вăл Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе Петр Красновпа тата Артем Владимировпа пĕрле Шăхасан салинчи поликлиника стройкипе паллашнă. Хăнасене вырăнти лару-тăру çинчен округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата тĕп больницăн тĕп врачĕ Сергей Шерне каласа кăтартнă.

Çĕнĕ поликлиника стационарпа юнашар çĕкленет. Тухтăрсем унта округри 35 пин çын сывлăхне пăхса тĕрĕслесе тăрĕç. Сиплев çуртĕнче клиника лабораторийĕ вырнаçĕ, диагностика блокĕ хута кайĕ. Аса илтеретпĕр, Шăхасанти поликлиникăна «Сывлăх сыхлавĕ» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тăваççĕ.

Николай Владимиров сенатор çав кунах Канаш хулипе округĕн хастар çамрăкĕсемпе те тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче сенатор ĕçĕ-хĕлĕпе тата çамрăксен политикипе çыхăннă чылай ыйтăва сÿтсе явнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *