Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Харăсах икĕ уяв уявларăмăр

Харăсах икĕ уяв уявларăмăр

Пуш уйăхĕн 15, 16 тата 17-мĕшĕсенче Раççей Федерацийĕн Президентне суйларăмăр. Суйлав участокне эпир пурте чун-чĕре ыйтнипе утрăмăр. Унта Тăван çĕршывăн çутă пуласлăхĕшĕн тата хамăрăн тăнăç пурнăçпа лăпкăлăхшăн сасăларăмăр. Суйлавăн юлашки кунĕнче Çăварни кĕрлерĕ, сивĕ хĕле ăсатса ăшă çуркуннене кĕтсе илтĕмĕр. Мăкăр ялĕнче йĕркеленĕ уява клуб заведующийĕ Вероника Иванова уçрĕ, пурне те ырлăх-сывлăх тата телей сунчĕ.

Ял-йыш ячĕпĕ сумлă та хисеплĕ тавра пĕлÿçĕ, ветерансен канашĕн ертÿçи Леонид Михайлов сăмах илчĕ. Мăкăрсене малашне те хастар пулма ыйтрĕ, уява çитнисене пурне те тав турĕ. Унтан ветерансен канашĕн ячĕпе ялти хисеплĕ çынна Венера Николаевăна 60 çулхи юбилейĕпе пĕтĕм чунтан саламларĕ, тав хучĕ парса чысларĕ.

Ырă йăлана пăхăнса ялти культура çурчĕ çумĕнчи лапама ял-йыш тата хăнасем чылай пухăнчĕç. Çă- варни уявĕ Мăкăр ялĕн гимнипе пуçланчĕ, унтан ял йышпа хăнасене вăйă картине пухрĕ.

Сăмаварĕ пăсланчĕ, тутлă тата çуллă икерчи кашнине куç хĕсрĕ, ял кĕрлесе кăна тăчĕ. Уява пуçтарăннисем спорт ăмăртăвĕсене, шÿтлĕ конкурссене хастар хутшăнчĕç. Унтан кашни техĕмлĕ пулă шÿрпипе, вĕри те сиплĕ чейпе тата тутлă кукăль-икерчĕпе сăйланчĕ.

Ачасем илемлĕ лаша çуни çине ларса, аслисем тĕрлĕ техника çине ларса катаччи чупрĕç.

Çăварни сивĕ хĕл кунĕсене ырă йăлана пăхăнса катемпине çунтарса янипе вĕçленчĕ. Çак уяв кашни çын чĕринче нумайлăха асра юлĕ.

Çуркунне хаваслă юрă-ташăпа çитрĕ, сар хĕвелĕ кашнин чун-чĕрине ăшăтрĕ. Пуласлăх çутă та ырă пуласса шанса тăратпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *