Главная > Публикации > Çĕнĕ ертÿçĕпе тата çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçе тытăннă

Çĕнĕ ертÿçĕпе тата çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçе тытăннă

2024 çула Раççейре Çемье çулталăкĕ тесе йышăннă. Ăна халалласа Уçырма ялĕнчи культура çуртĕнче «Сделано в СССР» фото курав йĕркелерĕмĕр. Сăн ÿкерчĕксене пуçтарса хатĕрлеме культура çурчĕн ĕçченĕсем те, ял çыннисем те хастар хутшăнчĕç. Нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче ялти культура çуртĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ, вăл ташă каçĕпе вĕçленчĕ. Çав кун залра вăйă-кулă илтĕнчĕ, конкурссем пулчĕç. Мероприятин тĕллевĕ тĕрлĕ ÿсĕмри ял-йыша пĕр йыша пуçтарса пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха çирĕплетесси пулчĕ.

Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă уява йĕркелерĕмĕр. Ăна Уçырма территори пайĕн ертÿçи Сергей Матвеев уçрĕ, салам сăмахĕсем каларĕ. Сцена çине ача садне çÿрекенсемпе шкул ачисем илемлĕ номерсемпе тухрĕç, куракансене хăйсем хатĕрленĕ юрри-ташшипе савăнтарчĕç. «Уçырма шевлисем» фольклор ушкăнĕ пултарулăхне те куракансем тулли кăмăлпа йышăнчĕç. Концерта хутшăннă çамрăк артистсене вырăнти спонсорсен ячĕпе шоколад парса савăнтарчĕç, ушкăн ертÿçисене Тав хучĕсем парса чысларĕç.

Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче культура çурчĕн ĕçченĕсем ял халăхĕ валли тепĕр уяв туса пачĕç. Вĕсем туслă йышпа пуçтарăнса сивĕ хĕле ăсатрĕç. Çăварние халалланă мероприятие çулсерен çĕнни кĕртсе пыма тăрăшатпăр, çакă куракансене уйрăмах хавхалантарать. Кунта та «Уçырма шевлисем» палăрчĕç, вĕсем Çăварни юррисене шăрантарса тата савăнăçлă такмаксене каласа çынсене уява йыхравларĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Сергей Васильев хăйĕн урхамахне кÿлсе тухса ялти ача-пăчана урам тăрăх катаччи чуптарчĕ. Тĕрлĕ вăйă-конкурс иртрĕ. Культура ĕçченĕсем ял халăхне вĕри те çуллă икерчĕпе тата пылак чейпе сăйларĕç. Çăварни катемпийĕн конкурсĕ те иртрĕ çав кун, унта кашни урам хутшăнма пултарчĕ.

Вырăнти культура çурчĕн ĕçченĕсем ял халăхне малашне те кашни уяврах çĕнĕрен те çĕнĕ мероприятисемпе савăнтарма шантараççĕ.

Татьяна ИВАНОВА,

культура çурчĕн ертÿçи

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *