Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Шкул «çемйи» тата çемье «шкулĕ»

Шкул «çемйи» тата çемье «шкулĕ»

2024 çула Çемье çулталăкĕ тесе палăртрĕç. Ман çемье пĕлтерĕшне шкултах ăса хывса пыни çинчен калаçас килет. Тĕрĕссипе каласан, шкул чăн-чăн пысăк, туслă çемье мар-и-ха?

Ăвăспӳрт Кипеч шкулĕнче кăрлачăн юлашки шăматкунĕнче вĕренсе тухнисемпе тĕлпулу каçĕсем йĕркелеççĕ. Уява уяв пек ирттерес тесе малтанах хатĕрленме пуçлаççĕ. Ку хутĕнче те шкул ĕçченĕсем нумай вăй хучĕç. Йыхрав хутне илсенех аслисем те çак куна чăтăмсăррăн кĕтме тытăнаççĕ. Шкула хăнасем кăтартнă вăхăта пухăнаççĕ. Кунта çур ĕмĕр малтан пурнăç çулĕ çине тухнисем те, тин çеç шкулпа сыв пуллашнисем те пур. Пурте тулли кăмăлпа «иккĕмĕш киле» васкаççĕ. Ачасен пултарулăхне курма-и? Паллах, анчах уншăн çеç те мар. Пĕр-пĕрне курса савăнма, хальхи шкул пурнăçĕпе паллашма.

«Концерт питĕ килĕшрĕ», – теççĕ тĕлпулăва пынисем. Мĕнле йĕркеленĕ-ха ăна? Ашшĕ-амăшĕ те, вĕрентекенсем те, ачасем те: ача садĕнчен пуçласа 9-мĕшсем таранах – пурте яваплă пулни сисĕнчĕ.

– Ачасен шăпи – аслисен аллинче, – теççĕ. Апла тăк ашшĕ-амăшĕн ачисене пăхса ӳстерес ĕçре темиçе хут ăслăрах пулмалла. Çак шухăшпах ачисемпе пĕрле «Ăсатса ярсам» юрра шăрантараççĕ 9-мĕшсен амăшĕсем: Олеся Васильева, Ирина Евстафьева, Ирина Федорова, Надежда Ефимова, Ирина Федорова.

– Ачана мĕне вĕрентетĕн – вăл çавна вĕренет. Çавăнпа та ача-пăчана пĕчĕклех çирĕп- лĕхе, тирпейлĕхе вĕрентмелле, – тет Надежда Александровна воспитательница.

Епле чуна килентермелле ташлаççĕ «Морячка» кĕввипе пĕчĕккисем. Хĕр пĕрчисем ӳт-пӳ хусканăвĕсене куракансен кăмăлне тивĕçтермеллех тăваççĕ. Чăн-чăн пулас артистсем тейĕн!

Пĕчĕккисене ăшă та ырă сăмах каласа, йăпатма, хавхалантарма пĕлеççех ача сачĕн ĕçченĕсем. Чăнах-чăнах, пĕтĕм чун-чĕрипе кĕвве туйса ташлаççĕ «хĕвел çаврăнăшĕсем».

Пурнăç никĕсĕ виçĕ çирĕп чулран тăрать: ырă шухăш, ырă сăмах, ырă ĕç. Çакна уçса парасшăн «Раççей ялавĕ» юрăпа ташлакан вĕрентекенсен ушкăнĕ. Виçĕ тĕс çут çанталăк ырлăхĕпе пуянлăхне сыхласа мĕн пур çынна хисеп- лесе пурăнма, тăван халăха ырă тума, пилленĕ тата тупа тунă сăмаха çирĕп тытма, Тăван çĕршывшăн тăрăшма хистет.

Çак çĕр çинче чунпа хастаррисем, чунпа вăйлисем, чунпа хăватлисем çеç лартнă тĕллеве пурнăçлама, пурнăçра савăнса та киленсе пурăнма пултараççĕ тенĕнех туйăнаççĕ «Оценки» инсценировкăри «4»-па «5» паллăсем.

Çыннăн таса чунлă, ырă чунлă, чунĕпе илемлĕ пулмалла. Чун таса пулсан чĕрене те, пуçа та çăмăл. Çакна асрах тытаççĕ пулĕ «Юность» юрра шăрантаракан 9-мĕшсем.

Тарăн шухăша путарчĕ Лариса Алексеевна хăйĕн юррипе. Ĕмĕр ирттересси – уй урлă каçасси мар, – теççĕ чăвашсем. Кашни çын хăйĕн ачалăхне аса илет, çамрăклăхĕ те иртсе пырать, ватлăхĕ те персе çитет. Кун-çулĕ вĕçленичченех Çын çĕр çинчи тивĕçне пурнăçласа пырать. Çут тĕнчене хăналăха çеç килет вăл. Хăналăх вăхăчĕ улăх-çаранлă, тĕрлĕ тĕслĕ чечеклĕ çĕр çинче утса, кăкăр тулли сывласа, кайăк-кĕшĕк юррипе киленсе, юратнă ĕçре, кил-йышра чун канăçне тупса, йывăрлăха çĕнтерсе, малашлăха ĕмĕтленсе, ыррипе усалли хушшинче кĕрешсе иртет.

Ашшĕпе-амăшĕ ачи-пăчине тĕрĕс воспитани пама тăрăшаççĕ. Ĕçе хăнăхтараççĕ, сывлăха упрама (спортпа туслă пулма) вĕрентеççĕ. Паянхи яш-кĕрĕме ырă-сывă, çирĕп чунлă, хаваслă, ăслă курас килет. «Сывлăхран хакли çук!» – теççĕ пулас спорт ташшине кăтартакансем. Сыв- лăхсăр халăх – вăй-халсăр. Сывлăх пулсан – çын ĕçлет те, савăнать те. «Кадриль», «Чикансен ташши»… Мĕн чухлĕ вăй-хăват тапса тăрать çамрăк чĕресенче! Вĕсен ĕмĕт малалла! Ĕмĕчĕсем пурнăçланса пыччăрах!

Петĕр Хусанкай: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» – тесе калани куç умĕнчех. Шкул ачисен пĕрлештернĕ хорĕ чуна уçăлтармалăх юрă янраттарчĕ. Шкулсенче хор йĕркелеççĕ. Ку ахальтен мар. Ĕлĕк те юрланă, халĕ те юрлаççĕ. Çакă пĕрлешӳлĕх вăйне кăтартать вĕт! Пĕрлешӳре – вăй!

Вĕрентекенсен вальсĕ… Ăна хăçан ташлаççĕ-ха? Пĕр-пĕр пысăк ĕç вĕçленнине туйса. Юлашки шăнкăрав… Шкулпа сыв пуллашнă каç… Тĕлпулу каçĕсем… Ман шутпа, вĕрентекенсен те, шкултан тахçанах вĕренсе тухса кайнисен те, шкулпа сыв пуллашма кĕçех хатĕрленекенсен те – вальса пысăк яваплăха туйса ташламалла. Анатолий Петровичпа Надежда Александровна пултаруллă çаврăнса илни пур куракана та алă çупса тав тумалăх хăпартлантарса ячĕ. «Вĕрентекенсен вальсĕ» («Учительский вальс») нимĕнле пăтăрмаха пăхмасăр ĕмĕр янăратăрччĕ!

Чир-чĕр çапса хуçмасан, лару-тăру сывă пулсан шкулта тĕлпулу каçĕсем кирлех! Ырă ят илнĕ çынсемпе çывăхрах паллашмалла. Ырă ят илнĕ çынсем – хисеплĕ. Чыслă та сумлă ята çĕнсе илес тесен Тăван çĕршывшăн, тăван еншĕн, мĕн пур ырă çыншăн тăрăшса, кунĕн-çĕрĕн вăй хурса ĕçлемелле. Тĕлпулусенче вара гитара каласа чăнахах: «Как здорово, что все мы здесь сегодня собрались», – темелле пултăр. Светлана Валентиновна юрланине çапла ăнланма пулать те.

Культура ĕçченĕсем те айккинче тăрса юлман. Вĕсен юрри-ташши никама та тунсăхласа ларма памасть. «Мерченсем» хăйсен тăрăшулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе ăста ятне çĕнсе илнĕ. Вĕсен ырă енĕ – ĕçченлĕх. Çак ырă туртăм кашни чăваш ачинче пулсан – тем пекехчĕ! Вара пуласлăх та тĕреклĕ пулĕччĕ!

Хамăн шухăшăмсене пĕтĕмлетес килет. Шкул «çемйи» – пысăк та туслă çемье! Çемьере вара «шкул» пур-и? Пулмасăр! Атте-анне чăн-чăн вĕрентекенсем-çке! Апла пулсан, «Шкул «çемйи»» тата «Çемье «шкулĕ»» пĕр шухăшлă, килĕшӳллĕ ĕçлесе пурăнсан пархатарлă ĕçсем тăваççех! Ачана пăхса ӳстерме ăс та, ăсталăх та, чун ăшши те кирлех-çке!

Апла пулсан, Митта Ваçлейĕ сăвăç калашле:

– Ăс патăр ватти, вăй патăр яшши,

Этем, этеме ан пул ытлашши!

Ырă, илемлĕ, телейлĕ пурнăçшăн кĕрешме вăй-хал та, хастарлăх та, маттурлăх та хутшăнсах пытăрччĕ!

Елизавета АЛЕКСАНДРОВА,

педагогика ĕçĕн ветеранĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *